Пĕтĕмпех тасатаççĕ

13 Окт, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Стройминăн "Тасатакан биологи сооруженийĕсем" ПУПĕн директорĕпе Сергей Анисимовпа тата строительство министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Максим Ивановпа тĕл пулнă, пысăк пĕлтерĕшлĕ предприятин финанспа хуçалăх ĕç-хĕлне, çавăн пекех республикăри хăшпĕр муниципалитетăн тасатакан сооруженийĕсене аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă.

Республика Пуçлăхĕ БОС йĕркеллĕ ĕçленине, Атăла юхтарса кăларакан шывсене тасатасси унăн ĕçĕнчен килнине палăртнă. Сергей Анисимов ака уйăхĕнче тасатакан сооруженисен иккĕмĕш тата виççĕмĕш тапхăрĕсене хута янине аса илтернĕ. Çавна май халь Атăла 100% тасатнă шывсене кăна юхтарса кăлараççĕ. Вăл каяшсене тасатассин калăпăшĕ экономика секторĕн, промышленноç предприятийĕсен шучĕпе ÿссе пынине çирĕплетнĕ. "Ку — республика территорийĕнчи заводсемпе фабрикăсем ĕçленин, промышленноç производстви ÿссе пынин кăтартăвĕ", — тенĕ Михаил Игнатьев.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2017 çула Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ май Михаил Васильевич тасатакан сооруженисен вертикальлĕ тытăмне йĕркелемеллине палăртнă. Тĕлпулура БОСа явăçтарса Çĕрпÿри сооруженисене аталантарассине сÿтсе явнă. Михаил Игнатьев Максим Иванова умри тĕллевсене пурнăçламалли ĕçсене палăртма хушнă. "Пирĕн яваплă утăмсем тумалла. Каяшсене юхтарса кăларакан потребительсемпе организацисен ĕçĕн пахалăхне тивĕçтермешкĕн сирĕн çирĕп позици йĕркелемелле, патшалăх тĕллевĕсене палăртмалла. Пирĕн республика тата муниципалитетсенче пурăнакансен интересĕсене хÿтĕлемелле", — тенĕ вăл.

С.АНДРЕЕВ

 

Рубрика: