Професси уявне паллă турĕç

8 Окт, 2016

Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Трактор тăвакансен культура керменĕнче Вĕрентекен кунне халалласа уяв иртрĕ.

Республикăри тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕнче тăрăшакан педагогсене саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, сумлă ытти хăна килсе çитрĕ.

Уявра вĕренÿ тытăмĕнче çитĕнÿсем тăвакан педагогсене, ветерансене наградăсемпе чысларĕç.

Республикăри вĕрентекенсен пултарулăхне аталантарас тĕллевпе виççĕмĕш çул ĕнтĕ педагогсен хор коллективĕсен конкурсĕ иртет. Ăна ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин, Культура министерствисем тата РФ вĕренÿпе ăслăлăх ĕçченĕсен профсоюзĕн Чăваш Республикинчи организацийĕ йĕркелеççĕ. Конкурс финалĕнче сцена çине тухнă ушкăнсем çĕнтреÿçĕ ятне илессишĕн тупăшрĕç.

Ирина ИВАНОВА

 

Рубрика: