Уява Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăнать

4 Окт, 2016

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, вырсарникун, Мускавра Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ. Уява ЧР ял хуçалăх министрĕ

Сергей Артамонов ертсе кайнă делегаци те хутшăнать.

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕн лапамĕнче «Ылтăн кĕркунне-2016» агропромышленноç выставки вунсаккăрмĕш хут уçăлать. Унта пухăннисем пирĕн ял хуçалăх продукцийĕн тата тирпейлекен промышленноç туса кăларакан апат-çимĕçĕн экспозицийĕпе паллашĕç.

Ю.МИХАЙЛОВ.

Рубрика: