«Уçă тÿпе айĕнчи кино»

3 Окт, 2016

Çакăн пек ятпа авăн уйăхĕн 13-29-мĕшĕсенче Чăваш Енре урам киновĕн пĕрремĕш фестивалĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

Çак тапхăрта фестивалĕн кино-караванĕ Чăваш Енри 6 районпа хулара пулнă. Хамăр çĕршывра тата чикĕ леш енче кăларнă çĕнĕ кинофильмсене кăтартнă.

Çавăн пекех куракансем Çĕнĕ Шупашкар режиссерĕ Марат Никитин ÿкернĕ «Хорло» фильмĕпе те паллашнă. Авăн уйăхĕ уяр çанталăкпа савăнтармарĕ пулин те куракансем пысăк экран çинче чаплă кинооборудованипе кăтартнă фильмсене хаваспах пăхнă. Çавăнпа йĕркелÿçĕсем «Уçă тÿпе айĕнчи кино» фестивале çитес çул та ирттересшĕн. Кино кăтартасси вĕçленмен-ха. Юпан 3-7-мĕшĕсенче «Салют» культура керменĕ умĕнче уçă тÿпе айĕнчи кинотеатр ĕçлет. Хула çыннисем унта юратнă фильмсене тÿлевсĕрех кураççĕ.

Курав гербсемпе паллаштарать

Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти ÿнер училищинче геральдист художникăн Вадим Шипуновăн куравĕ уçăлать. Унта Чăваш Республикинчи 5 районăн ялавĕсене тата герб ÿкерчĕкĕсене тăратнă.

Вадим Анатольевич Пермь хулинче 1953 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. 1969 çулта — Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш шкултан, 1973 çулта Шупашкарти ÿнер училищинчен вĕренсе тухнă. 1975-1990 çулсенче ытларах монументаллă живопиçпе /çурт стенисене сăрласа илемлетесси/ ĕçленĕ. «Мариинский» халăх театрĕнче художник-сценографра вăй хунă. Чăваш Енри халăх театрĕсен — «Ахрăм» – 1997, республикăри театрсемпе драма коллективĕсен «Çĕнтерÿ ахрăмĕ» фестивалĕсен дипломанчĕ.

Хальхи вăхăтра вăл Сĕнтĕрвăрринчи культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх лабораторийĕнче художникре ĕçлет. Ĕçри пуçарулăхĕпе ăсталăхĕшĕн ăна тĕрлĕ медальпе чысланă. 2013 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче Вадим Шипунов пухса хатĕрленĕ «Гербы и флаги современной Чувашии» кĕнеке пичетленнĕ. Вадим Анатольевич — Сĕнтĕрвăрри хулин, Çĕрпÿ районĕпе хулин, Сĕнтĕрвăрри районĕпе унти 11 ял тăрăхĕн, Красноармейски районĕпе унти 9 ял тăрăхĕн, Çĕнĕ Шупашкар хулин, Елчĕк, Патăрьел, Вăрмар тата ытти районпа ял тăрăхĕсен гербĕсемпе ялавĕсен авторĕ. Вăл Санкт-Петербургпа Мускавра символикăна халалласа ирттерекен конференцисене, çавăн пекех ÿнер куравĕсене тăтăшах хутшăнать.

45 çул – юратнă ĕçре

Çын пурнăçĕнчи хăшпĕр самант хăйнеевĕр паллă пулса тăрать. Сăмахăм Вăрнар район хаçачĕн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакторĕ Вячеслав Николаев пирки.

Вăл, 17-ри каччă, 1971 çулта район хаçатне хавхаланса ĕçлеме пырса кĕнĕ. Литература сотрудникĕ пĕрремĕш кунхинех тар кăларса ĕçе пикеннĕрен таврана хура чатăр карса илнине те сисмен. Киле кайма тухнă та — алăка тул енчен питĕрнĕ. Çапла, ĕçтешĕсем ăна редакцирех питĕрсе хăварнă. Тавçăруллă каччă, паллах, çуртран тухма меслет тупнă... Çак пулăма Вячеслав Васильевич халĕ йăл кулса аса илет. 45 çул ĕнтĕ вăл ĕç кунĕсене, хушăран тата канмалли кунсене те, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕнче ирттерет. Уншăн вăл иккĕмĕш кил пулса тăнă.

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вячеслав Васильевич яваплă секретарьте, ял хуçалăх, парти пурнăçĕн, экономика тата право, çырусен пайĕсене ертсе пынă. Хаçат чылай наградăна тивĕçнĕ.

Дмитриевсен çурчĕ – чи хитри те чи хăтли

Юлашки вăхăтра ялта пурăнакансем хăйсен çурт-хуралтине чаплăран та чаплă тума пуçларĕç. Хăшĕсем чăн-чăн кермен евĕрлех. Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчи ялсенче пурăнакансен çурчĕсем уйрăмах хăтлă.

Вĕсене кура ыттисем те пÿрчĕсене çĕнетме, хуралтисене тăн-тăнрах тума тăрăшаççĕ. Республикăра чи хитре урама, чи илемлĕ çурта палăртакан смотр-конкурс ирттерни те халăха хавхалантарать.

Çак кунсенче Чăваш Енре асăннă конкурса пĕтĕмлетнĕ. Патăрьел районĕнчи Ишлĕри Шкул урамĕ «Чи илемли тата чи хăтли» ята тивĕçнĕ. Йĕпреç поселокĕнчи Маресьев урамĕпе Комсомольски салинчи Завод урамĕ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Трак тăрăхĕнчи Ямайкассинче Каганович урамĕнче пурăнакан Дмитриевсен пÿрчĕ /36-мĕш çурт\ чи илемлĕ те хăтлă çурт ятне тивĕçнĕ. Етĕрне хулинчи Якунин урамĕнче 2-мĕш çуртра пурăнакан Пайгильдинсем — иккĕмĕш, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Аслă Арапуçри Чкалов урамĕнчи 3-мĕш çуртра пурăнакан Власовсем виççĕмĕш вырăна тухнă. Вĕсене пурне те укçан преми панă.

Рубрика: 
Теги: