«Васкавлă пулăшу» татах çывăхланчĕ

28 Сен, 2016

РФ Правительствин йышăнăвĕпе пирĕн республикăна Шупашкар, Хĕрлĕ Чутай тата Пăрачкав районĕсенче пурăнакансене васкавлă, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар çыннисене психиатри пулăшăвĕпе тивĕçтермешкĕн 13 машина уйăрса панă. Вĕсен уççийĕсене савăнăçлă лару-тăрура парас тĕллевпе Республикăри клиника больницинче ирттернĕ мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова хутшăнчĕç. Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕн тĕп врачĕ Алексей Федоров автомашина паркне пуянлатмашкăн пулăшнăшăн республика ертÿлĕхне тав турĕ, çĕнĕ техника пулăшнипе ентешĕмĕрсен сывлăхне упрамашкăн меллĕрех пулассине пĕлтерчĕ.

Михаил Игнатьев çавăн пекех асăннă учрежденире Ĕç çыннин çулталăкне халалласа йĕркеленĕ «Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕн ылтăн фончĕ» стендпа паллашрĕ. Отрасльти çитĕнÿсемшĕн Хисеп хăмине 56 сиплевçĕне кĕртнĕ. Республика ертÿçи вĕсене хастар ĕçшĕн тав турĕ, малашне тата пултаруллăрах пулмашкăн ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Валентина СМИРНОВА

Рубрика: