- Чăвашла верси
- Русская версия
Пахчара кăмпа татаççĕ
Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ял тăрăхĕнчи Валентина Князева — тăван тăрăха юратакан, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшакан хĕрарăм.
Çамрăк чухне «Кĕтÿç хĕрĕ» хушма ят çыпăçнă ун çумне. Виталий Никифорович çемьене тăрантарас тесе выльăх пăхнă. Амăшĕ Елизавета Степановна дояркăра, бригадăра ĕçленĕ. Çапах вĕреннĕ çынсем пĕлÿ илнĕ йăхпа тăванлашасшăн. Тен, çавăнпах Князевсем кĕтÿç хĕрне çураçасшăнах пулман. Сăмах май, Виталипе Елизавета Никифоровсем «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Валентина Витальевна та хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, тирпейлĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе килте кăна мар, ялта та хисеп çĕнсе илнĕ. Мăшăрĕпе Иосиф Гурьевичпа 35 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Кил хуçи Уйкас вăкăр фермин пуçлăхĕнче ĕçлет.
«Çемье çавăрсан çулталăкранах 5 пин те 500 тенкĕпе пĕчĕк пÿрт туянса уйрăлса тухрăмăр. Кил-çурта çĕнетмешкĕн 4-шар сысна, ĕне усраттăмăр. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче Кăкшăмран Уйкаса выльăх пăхма кайса килеттĕм. Каллĕ-маллĕ 6 çухрăм утни те сисĕнмен. Строительство хатĕрĕсем туянмашкăн патшалăхран кивçен илмен, хамăрах укçа пуçтарнă. Халĕ лайăх пурăнма пĕтĕм услови пур: пÿрте шыв та, газ та кĕртнĕ. Анчах ял çыннисем, уйрăмах çамрăксем, выльăх усраманни тĕлĕнтерет», — палăртать хĕрарăм. Çаплипех алă вĕççĕн икĕ ĕне сăвать вăл.
Валентина Витальевна ашшĕпе амăшĕ ирех ĕçе тухса кайнине, пĕчĕклех шăллĕпе иккĕшне хăварнине аса илчĕ. «Иртĕхтерсе çитĕнтермен пире. Чышкă пысăкăш сахăра катса çитернĕшĕн те хĕпĕртеттĕмĕр. Шăллăма ĕмкĕч туса параттăм», — тет хĕрарăм. Пĕртăвансем яланах пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ.
Сăрланмасăрах хитре
«Пĕрре пире, ял хорне, Шупашкара чĕнсе илчĕç. Концерта хутшăнакансене сенкер экранпа кăтартаççĕ иккен. Хитререх курăнмашкăн сăрланма хушрĕç. Эпĕ унччен пит-куçа сăрă тĕксе курман. Тахăш самантра куçа сăтăрса вараланса пĕтрĕм. Сцена çине тухиччен пите çуса тасатрăм. Урăх сăрланман», — каласа кăтартать Валентина Витальевна. Ахалех хитре вăл.
Шăллĕ «чăн-чăн колхозник» тенишĕн те кÿренмест хĕрарăм. Николай Никифоров предприниматель «Заветы Ильича» хуçалăхра нумай çул вăй хуракан аппăшне хисеплесе çапла калани иккĕлентермест. Бригадăра та, çĕр виçекенре те, автопарк диспетчерĕнче те тăрăшнă. Халĕ — кадрсен инспекторĕ, кассир. Альбина Павловăпа, Людмила Цветковăпа, Людмила Ефимовăпа, Надежда Михайловăпа чылай çул пĕрле ĕçлеме пÿрнĕшĕн шăпана тав тăвать вăл. Мăшăрĕпе иккĕшне те Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе чысланă. Çавнашкалах «Заветы Ильича» хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят çĕнсе илнĕ вĕсем.
Халăх шанать
Валентина Князевăна ял депутатне суйланă. Вăл халăхăн çивĕч ыйтăвĕсене татса пама тăрăшать. Тĕслĕхрен, çын сахал çÿренине пула Уйкасри медпункта хупнă. Çакăнпа килĕшмесĕр пулăшу ыйтса влаç çыннисем патне çыру вĕçтернĕ вĕсем. Тепĕр çултанах Уйкасра фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлни, паллах — асра юлнă пулăм.
Халăхпа пĕрле Раççей тава тивĕçлĕ агрономĕ Вячеслав Александров ячĕпе мемориал хăми уçнă. Ял уявĕсем йĕркелеме те хастар хутшăнать хĕрарăм. Сĕтел хатĕрлемешкĕн, парне туянмашкăн мăшăрĕпе иккĕшĕ яланах укçа параççĕ.
Малтан Уйкас тăрăхĕнче 3 кÿлĕ пулнă. Ял çыннисен хур-кăвакалĕ ырлăх курнă унта. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем пĕрин хыççăн тепри типнĕ. Халĕ çак кÿлĕсене тасатасшăн ял халăхĕ.
10 пепке хреснамăшĕ
Валентина Князевăн килĕнче йĕри-тавра чечек çитĕнет. «Пахчарах улмуççи, хăмла çырли тĕмĕ айĕнче кăмпа тухса тулать. Йăлтах татса пĕçеретпĕр. Унпа ĕçтешсене те хăналатăп», — тет çаврăнăçуллăскер.
Хĕлле сканворд, пуçватмăш хуравĕсене тупма юратать вăл. Çыхасси те — чун киленĕçĕ.
Князевсене Турă ача паман, çапах та Валентина Витальевна — 10 пепке хреснамăшĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн чунран савăнать хĕрарăм.
«Кушак пытанса çăвăрлать. Куçĕ уçăлнă çурисем сĕт ĕçме чупса тухаççĕ. Вĕсене епле вĕлерĕн? Пурăнччăрах» — тет чĕрĕ чунсене шеллесе кил хуçи арăмĕ. Халĕ 12 кушак Князевсен килĕнче. Вĕсем те хуçисем сĕт çитерессе кĕтеççĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Комментировать