- Чăвашла верси
- Русская версия
Апат-çимĕç туянма кивçен илеççĕ Коллекторсем киле пырсах хĕнеççĕ
Алина Митрофанова вăхăтлăха Мускавра ĕçлесе пурăннă. Ырă кăмăллă, ĕçчен те пурнăçа юратнăскер дачăра, упăшки çывăрнă хушăра, авăн уйăхĕнчи тĕттĕм каçра хăйĕн çине алă хунă. Тăванĕсем ăнлантарнă тăрăх, Алинăна чылайранпа банк ĕçченĕсем канăç паман. Кивçене тÿлесе татмасан ăна, çывăх çыннисене вĕлерессипе хăратнă. Хăйĕн ирĕкĕпе пурнăçран уйрăлнă хĕрарăм 168 пин тенкĕ кивçен илнĕ. Алинăна Муркаш районĕнче пытарнă. Ку çухатупа тăванĕсем çырлахасшăн мар, коллекторсем суицид патне илсе çитернине ĕнентересшĕн.
Вĕсенчен, коллекторсенчен, ниçта та тарса пытанма çук. Парăмçăсене таçтан та шыраса тупаççĕ, ĕçе, кÿршĕсем, тăвансем патне шăнкăравласа тинкене илеççĕ. “Çыннăн парăм пурри унăн пурнăçне хĕсĕрлемеллине, прависене пăсмаллине пĕлтермест”, — палăртрĕ пĕр фирмăн тĕп юрисконсульчĕ Евгений Никифоров. Вăл 9-мĕш çул ĕнтĕ парăмçăсен прависене хÿтĕлет.
“Укçан пулăшатпăр” йышши пĕлтерĕве кашни юпа çинче тенĕ пекех курма май пур. Ара, çумра паспорт пулсан унта ним те мар укçа тыттараççĕ — йăлтах ансат. Е тата тахçанах ĕмĕтленнĕ телефона, шашкă кĕрĕке, йăлара усă курмалли техникăна тата темĕн те пĕре кивçен туянма пулать халĕ. Укçасăрах паратпăр текен реклама мĕнле кăна астармасть-ши? Анчах ан манăр — тÿлевсĕр нимĕн те çук! “Çыннăнне илетĕн — хăвăнне тавăрса паратăн” каларăша та асра тытмаллах. Кивçен илнĕ тавар хакĕ чылай пысăкрах, çич хут тире сÿсе илнĕпе танах ку.
“Микрофинанс организацийĕ паракан кивçенĕн çулталăкри процент ставки питĕ пысăк — 720% çитет, пени кунсерен 1-2 процент ÿсет. Унашкал организацин тĕллевĕ — дисциплинăна пăсакан, кивçене тÿлеме манакан çынна тупасси. Çакă вĕсен — тупăш çăлкуçĕ. Кая юлса та пулин, анчах хушса тÿлесе, парăмне пĕрех татакан, кирлĕ вĕсене. Банксен, сăмахран, ставка проценчĕ ахальтен пысăк мар: парăма тÿлесе татайман çынсем пуррине кура ÿстернĕ ăна. Хăш-пĕр парăмçă кивçенне нихăçан та каялла тавăраймасть. Çапла вара тÿрĕ кăмăллă заемщиксем вĕсен тăкакĕсене саплаштараççĕ. Унсăрăн банк панкрута тухĕччĕ. Микрофинанс организацийĕсем тупăш ытлашшипех кураççĕ: 10 пин тенкĕ парсан каялла 100 пин тенкĕ “хăйпăтса” илеççĕ”, — ăнлантарчĕ Евгений Леонидович. Унăн парăм ăшне путнă, пĕр кивçене тÿлеме тепре илнĕ çынсене хÿтĕлеме пĕрре мар тивнĕ. Ку çăмăл мар паллах, мĕншĕн тесен килĕшĕве икĕ енлĕ алă пусса çирĕплетнĕ. Çапах документа саккуна пăсса йĕркеленине, çавна пула штраф сумми пысăкланнине пĕрре мар тупса палăртнă. Суд хыççăн çĕнĕрен шутлаттарса ăна чакарма май килнĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкарта пурăнакан хĕрарăм микрофинанс организацийĕн чеелĕхне пула шар курнă. Пĕлтĕр паллă пĕр лавккара пушмак туяннă вăл, унсăр пуçне çавăнтах 20 пин тенкĕ кивçен илнĕ. Ăна çулталăкра тÿлесе татасси пирки килĕшÿ çырнă: 20 пин тенкĕ вырăнне пурĕ 40 пин тенкĕ тавăрса памалла. Шалу вăхăтра илейменнипе хĕрарăм палăртнă кун укçа хывайман. Уйăхри парăм /5 пин тенкĕ/ çумне кашни кун 5 процент хушăнса пынă. Çапла пĕр эрнере 1700 тенке çитнĕ вăл. Хĕрарăмăн уйăхсеренхи тÿлевĕ парăма саплаштарма çитмен. Паллах, кун пирки клиент чухламан та, çулталăкран çеç организаци ĕçченĕсем унăн 700 пин тенке яхăн парăм пухăннине пĕлтернĕ. Ăçтан тупăннă-ха кунашкал пысăк сумма? Хĕрарăм пĕрремĕш уйăхри парăмне /тĕп парăмне тата пение/ йăлтах саплаштарайман. Çавна кура çулталăк тăршшĕпе парăм тата пени çумне 5 процент хушăнса пынă. Евгений Никифоров каланă тăрăх, саккунпа килĕшÿллĕн, клиент хывнă укçапа чи малтан тĕп парăма татмалла, кайран çеç штрафшăн тата ытти тăкакшăн тытса юлмалла. Микрозайм паракансем тÿлев йĕркине улăштарнă: малтан пенишĕн укçа тытса юлнă, кайран — тĕп парăмшăн. Ваккат килĕшÿри ку пункт тĕрĕс маррине çирĕплетнĕ. Клиент ыйтăвĕпе прокуратурăна та, Роспотребнадзора та çырусем янă вăл, анчах никам та пулăшайман. Суд хĕрарăмăн мĕн чухлĕ тÿлемеллине çĕнĕрен шутласа пама йышăннă — пурĕ 300 пин тенкĕ ытла. Кунсăр пуçне микрозайм организацийĕнчен судпа çыхăннă тăкаксене шыраса илнĕ.
Хăшĕ-пĕри парăма татма вăй çитейменнине пĕле тăркачах кивçен паракан организацие утать. Шăпах унашкаллисен коллекторсемпе пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ те. Малтанах — автоответчик, кайран — банк сотрудникĕсем шăнкăравласа парăма татма ыйтаççĕ. Ку йăлтах саккунлă. Клиент хăнк та тумасан тăванĕсем, кÿршисем патне ĕçе шăнкăравласа халтан яраççĕ. Вĕсем вара хăйсен çăкăрне ĕçлесе илес тесе /коллекторсене шалу парăмçăсенчен мĕн чухлĕ укçа тăпăлтарнине кура тÿлеççĕ/ саккунсăр меслетсене хута яраççĕ: тем те пĕр каласа хăратаççĕ, çĕрле алăкран тÿнлеттерсе общество йĕркине пăсаççĕ, подъездри стенасене киревсĕр сăмахсем çырса сăтăр кÿреççĕ... Çакă — саккуна пăсни. «Парăмçăсем хăранипех вĕсене явап тыттармаççĕ. Тен, тĕрĕслĕх çиеле тухасса ĕненмеççĕ? Шупашкарта пурăнакан икĕ ачаллă хĕрарăм патне те коллекторсем каçхи 11 сехет иртсен çитнĕ. Хваттерте кăшкăрашу пуçланнă. Кил хуçи полицие шăнкăравлассине пĕлтерсе телефона ярса илнĕ. Анчах хурахсем пек пырса кĕнĕ арçынсем унăн телефонне çапса ÿкернĕ, вăл çĕмĕрĕлнĕ. Хăранипе чĕтреме ернĕ ачасем макăрнă. Ку çемьен тупăш çăлкуçĕ пулман: упăшки 2 çул йĕркеллĕ ниçта та ĕçлемен, арăмĕ — декретра. Кивçене вăл апат-çимĕç туянма илнĕ. Вĕсен ĕçĕпе суда çитрĕм. Тăкака пĕчĕклетме май килчĕ: сăмахран, комисси укçине саккунлă мар майпа шутланă. Телефонне çĕмĕрнĕшĕн коллекторсем тĕлĕшпе заявлени çырма хистесех ыйтрăм, анчах хĕрарăм полицие каймарĕ», — тепĕр тĕслĕхпе паллаштарчĕ антиколлектор.
Ялти пĕр учитель банк умĕнче парăма кĕнĕ. Ăна тÿлесе татас тесе микрозайм илнĕ вăл. Кивçен татăлас вырăнне ÿссех пынă. Пенси ÿсĕмĕнчи учительницăн укçа ĕçлесе илме Мускава кайма тивнĕ. Коллекторсем унăн çемйине те канăç паман: яла килсе упăшкине хĕненĕ. Йĕрке хуралçисене вĕсем кун пирки пĕлтермен.
«Пĕр кивçене татма тепĕр çĕртен укçа илни — тăкаклă кăна мар, ăспа та килĕшсе тăмасть. Кивçене те, микрозайма та тÿлеме тивет-çке. Хăшĕ-пĕрин тăкакĕ тупăшран икĕ хут пысăкрах. Кивçене мĕнле укçапа тÿлемелле-ха? Упăшки шапашран нухратпа килессе шанать, анчах çемье пуçĕ пĕр пуссăр таврăнать. Кредитор клиент мĕнле лару-тăрăва кĕрсе ÿкнине ăнланма тивĕç мар. Парăмĕ питĕ нумайлансан, тен, тăхтама, процента «шăнтма» пултараççĕ. Анчах банк хăйĕн клиенчĕ майлă йышăну тăвасси сайра тĕл пулать. Манăн практика çапла кăтартать: кивçенпе çыхланакансем ытларах — пенсие тухас умĕнхи çынсем, тивĕçлĕ канурисем. Ĕçлекенсем, уйăхсерен шалу илекенсем те пур. Уйрăмах çĕршывра йывăр лару-тăру хуçаланнă вăхăтра парăмçă йышланчĕ, çынсен тупăшĕ пĕчĕкленнипе çыхăннă ку.
Коллекторсене пула Шупашкарта пурăнакан пĕр хĕрарăм ĕçсĕр тăрса юлнă. Упăшкинчен уйрăлнăскер заводра комплектовщикра ĕçленĕ, 2 ача ÿстернĕ. Хĕрарăм микрозайм организацийĕ умĕнче парăма кĕнĕ. Коллекторсем ĕçе тăтăшах шăнкăравласа аптăратнă. Ку, паллах, пуçлăхсене килĕшмен, вĕсем хĕрарăмăн лару-тăрăвне ăнланман — ĕçрен кайма ыйтнă. «Камран сăмах туртса кăларма, мĕн те пулин ыйтса пĕлме май пур — коллекторсем çавăн пек çынсемпе калаçаççĕ. Телефона тытман, парăма кĕнĕ çын шăпипе кăсăкланманнисемпе çыхланмаççĕ», — терĕ Евгений Леонидович.
Кăçалхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче микрофинанс организацийĕсене пырса тивекен саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн, процентсен пĕтĕмĕшле сумми илнĕ укçаран 4 хутран пысăк пулмалла мар. Ку саккун вăя кĕриччен кивçен илнисене пырса тивмест.
2017 çултан пуçласа микрофинанс ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă çĕнĕлĕхсем вăя кĕреççĕ. Коллекторсен парăма кĕнĕ çын патне эрнере икĕ хутран ытла шăнкăравламалла, пĕр хутран ытла тĕл пулмалла мар. Канмалли кунсенче, каçхине чăрмантарма юрамасть. Клиентпа калаçни телефона çырăнмалла. Коллекторăн клиент çине алă çĕклеме, хăратма, улталама, пурлăха сăтăр кÿ¬¬¬¬¬¬ме юрамасть, сывлăхне шар кăтартмалла мар. Çавăн пекех парăма кĕнĕ çын пирки информаци хăйĕнчен ирĕк илмесĕр никама та пама юрамасть. Парăма кĕнĕренпе 4 уйăх иртсен клиент коллекторпа калаçмасан та пултарать, унпа кун хыççăн ваккат ĕçлет.
Илнĕ укçана тавăрса памаллах: мĕн чухлĕ вăхăта тăсатăн, çавăн чухлĕ ытларах тÿлемелле. Кивçене пĕрех каçармĕç. Çавăнпа микрофинанс организацийĕсемпе çыхланиччен тĕплĕн шухăшламалла. Хаклă йышши телефонсăр та пурăнма пулать сăмахран. Чунри лăпкăлăх пĕлтерĕшлĕрех.
Алина ИЗМАН.
Комментировать