Ĕç вĕçленмен, пуçланать кăна-ха

19 Сен, 2016

Суйлавпа çыхăннă ыйхăсăр каç хыççăн «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн представителĕсем сасăлава пĕтĕмлетессине вăрах кĕттермерĕç — ĕнер кăнтăрла хыççăн журналистсене пресс-конференцие пухрĕç.

«Упасен» республикăри лидерĕ Николай Малов хăйĕн сăмахне мĕнпур суйлавçа — сасăлава хутшăннăшăн, «Единая Россия» партишĕн сасăланисене хăйсен майлă пулнăшăн тав тунинчен пуçларĕ. «Суйлав ăнăçлă иртрĕ, пĕтĕмпех легитимлă, — терĕ вăл. — Малтанлăха палăртнă тăрăх — «Единая Россия» майлă республикăри суйлавçăсен 52% сасăланă. Сасăлава хутшăннă йыш — 60% шайĕнче. Суйлав хыçа юлчĕ, эпĕ халь политикăри мĕнпур оппонент республика ертÿçисем, Раççей Президенчĕ Владимир Путин тавра чăмăртанса малалла ĕçлессе шанатăп».

ЕР представителĕсем суйлава хатĕрленсе чăннипех калама çук пысăк ĕç пурнăçлани куçкĕрет. Ирттернĕ тĕлпулусен шучĕ кăна — 15 пин ытла. Суйлавçăсенчен йышăннă наказсен шучĕ те пысăк — 50 пин ытла, вĕсем партин суйлав умĕнхи программине кĕнĕ, çавăнпа та сасăлав иртни «ĕç вĕçленнине пĕлтермест-ха, ĕç пуçланать кăна».

Парти списокĕпе Патшалăх Думине суйланнă Алена Аршинова та суйлав умĕн кĕрĕк арки йăваласа ларман: «Праймеризран тытăнса 700 ытла тĕлпулу ирттертĕм». Вăл Чăваш Енре парти списокне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынăшăн тав турĕ — «çакă та пире çĕнтерме пулăшрĕ». Халь вара Думăри ĕç пирки шухăшлама пуçламалла. Парламентăн аялти палатин çĕнелнĕ йышĕ пăхса тухма тивĕç пирвайхи документсенчен пĕри — çитес çулхи бюджет. Сăмах май, Дума депутачĕсен суйлавне шăпах çавăнпа авăн уйăхне куçарнă, бюджета çĕнĕ Дума тишкертĕр, уншăн вăл яваплă пултăр тенĕ.

Алена Игоревна Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче суйлавпа çыхăннă саккуна пăснă тĕслĕхсем пулнине те пытармарĕ. Сасăлав кăтартăвĕсене пăрахăçлама тивнĕ участоксем те пур. Депутат шучĕпе, «хăшĕсем çапла хăтланса нумай çынна ура хучĕç. Çынсем вăхăт тупса суйлава пынă — такамсем саккуна пăснине кура вĕсен сассисем усăсăр пулса тухнă». Акă мĕншĕн вăл Раççей ТСК ертÿçи Элла Памфилова ку хутĕнче йĕркене пăснă тĕслĕхсем тĕлĕшпе çирĕп позици йышăннипе чăннипех кăмăллă: «Яваплăх пулать, кирек хăш парти представителĕсем пулччăр — çакна пăхмасăр».

Сасăлав умĕн кандидатсем суйлавçăсене нумай шантарнă — паянтан сăмах панине пурнăçлама тытăнмалла. Ку вара шантарассинчен чылай йывăртарах. Çийĕнчен Патшалăх Думинче те, Патшалăх Канашĕнче те «Единая Россия» представителĕсен йышĕ пысăкланать те — яваплăх пушшех ÿсет, çитменлĕхсене кам çине те пулин йăвантараймăн. Тепĕр тесен Николай Малов пусăм тусах каларĕ: «Эпир никам хыçне те пытанма хăнăхман, хамăрăн ĕçсемшĕн хамăрах явап тытма вĕреннĕ».

38-мĕш округран Дума депутатне суйланнă Леонид Черкесовран журналистсем Раççей парламентĕнче хăш комитетра ĕçлесси пирки ыйтрĕç те — татăклă хурав пулмарĕ: «Хăш комитетра ытларах усă кÿме пултаратăп — унта ĕçлеме тăрăшăп. Ĕçтешсемпе канашлăп — çавăн хыççăн уçăмлăх пулĕ». Ун вырăнне тĕп хула пуçлăхĕн пуканне кам йышăнасси пирки панă ыйтуран та пăрăнчĕ теме юрать: «Депутатсем татса парĕç. Çапах халичченхи çул-йĕр упранса юлмалла тесе шухăшлатăп. Пирĕн команда пăтăрмахсăр ĕçленĕ, çак командăна упраса хăвармалла, унăн республика Правительствипе, ЧР Пуçлăхĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелле».

Алена Аршинова Думăра хăш енĕпе ĕçлесси те иккĕленÿллĕ пулас-ха. Николай Малов ăна Вĕрентÿ комитечĕн пуçлăхĕнче /халиччен çак комитет председателĕн заместителĕ пулнă/ курасшăнни пирки каларĕ-ха, анчах депутат хăех систерчĕ: «Çав должноçа йышăнас кăмăллисем унта ахаль те пайтах...» Çавăнпа та, тен, ăна урăх комитетра курма пултарăпăр. Çапах Алена Игоревна кирек хăш комитетра ĕçлесен те Чăваш Ен нушисене çывăха илессине, çав шутра вĕрентÿ ыйтăвĕсемпе малашне те ĕçлессине çирĕплетрĕ.

«Хыпар» корреспондентне вара Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕнчи ĕç-пуç ытларах интереслентерчĕ: «Депутатсем татса парĕç тетĕр пуль-ха та, çапах та парламент ертÿçисен йышĕнчи çынсем пурте çĕнĕрен суйланни, каласамăр, унта улшăнусем пулмассине пĕлтерет-и?» Чăнах та, Николай Малов уçăмлăн нимĕн те каласшăн пулмарĕ — фракцисем йĕркелеме пуçлассине кăна палăртрĕ. Çак йĕркесен авторĕ çине тăнине кура тинех хăшпĕр «вăрттăнлăха» уçрĕ: «Паллах, ертÿçĕсен йышĕнчи çынсем тĕлĕшпе те улшăнусем пулаççех. Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн пирĕн ытти фракци лидерĕсене те ертÿçĕсен должноçĕсене памалла. Çавнашкал должноçсен шутĕнче — комитетсен председателĕсен тата вĕсен заместителĕсен ытти ĕçрен хăтарнă должноçĕсем». Çакăнпа çырлахрĕ — ытти енĕпе йышăнусем пулсан вĕсем çинчен чи малтан пире пĕлтерме шантарчĕ.

  Николай КОНОВАЛОВ

Рубрика: 
Теги: