«Янăш шкулĕн малашлăхĕ пысăкки иккĕлентермест»

15 Сен, 2016

Çак кун ачасемшĕн, пĕлÿ çуртне илсе пыракан сукмака виççĕмĕш эрне такăрлакансемшĕн, ĕмĕрлĕхех асра юлĕ: Раççейĕн «тĕп вĕрентекенĕпе» Ольга Васильевăпа юнашар тăрса калаçрĕç, сăн ÿкерттерчĕç.

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Енре ĕçлĕ çÿревпе пулнă май Раççей Федерацийĕн вĕренÿ министрĕ Ольга Васильева республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕпе — финанс министрĕпе Светлана Енилинăпа, ЧР вĕренÿ министрĕпе Юрий Исаевпа Шупашкар районĕнчи Янăшри вăтам шкула çитсе курчĕç, ача садне çÿрекен ушкăнра, информаципе вулавăш центрĕнче, вĕренÿ кабинечĕсенче, акт тата спорт залĕсенче, бассейнра пулса вĕсенчи лару-тăрупа паллашрĕç.

Мускав хăни министр пуканне йышăннă хыççăнхи ĕçлĕ пĕрремĕш визитне Чăваш хутлăхĕнчи ял шкулĕнчен пуçлани сăлтавсăр мар: ăна Раççей Вĕренÿ министерствин сĕнĕвне шута илсе, социаллă пурнăçпа культура тытăмĕн обĕекчĕсен комплекслă строительствин концепцине тĕпе хурса çĕкленĕ. Урăхла каласан пĕлÿ çуртне, ача садне, спорт сооруженийĕсене пĕр тăрă айĕнче вырнаçтарнă, çамрăк ăрăва çирĕп те тарăн пĕлÿ памашкăн, ăс-тăна аталантармашкăн, кăмăл-туйăма тĕреклетмешкĕн тата ÿт-пĕве пиçĕхтермешкĕн мĕнпур услови туса панă.

Ольга Васильева учительсем уроксенче усă куракан меслетлĕхсемпе, пособисемпе интересленчĕ. Тĕрлĕ профессипе вăйă мелĕпе паллашакан ачасемпе, урок хыççăн вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекен ушкăна юлнăскерсемпе, хутшăнчĕ, вĕсен ĕмĕчĕсене пĕлесшĕн пулчĕ.

Информаципе вулавăш центрне техникăн хальхи хатĕрĕсемпе пуянлатнă. Кунта хут çине пичетленĕ кĕнекесене кăна мар, электронлисене те тивĕçме пулать. Шкул ачисем вырăс классикĕсен произведенийĕсене кăмăлласа вулаççĕ иккен. Вуннăмĕш класри Георгий Кольцов Владимир Мономахпа кăсăкланнине пĕлтерсен министр: «Кĕнекесен пуххипе пуян, ăнтăлуллă вĕренекенсемлĕ Янăш шкулĕн малашлăхĕ пысăкки иккĕлентермест», — темесĕр чăтаймарĕ. Марина Васильева ертсе пыракан «Тавики» театр кружокне çÿрекен пуçламăш класс ачисем «Ырăлăх вăйĕ» постановкăна тăрăшса хатĕрленнине кура министр пĕчĕк артистсене пултарулăха малалла аталантармашкăн ăнăçу сунчĕ. Вĕренекенсем ăсталанă алĕçĕпе те кăмăллă юлчĕ вăл.

Учительсемпе калаçнă май Ольга Юрьевна вĕсем ĕçре тата вĕренÿ тытăмĕнче мĕнлерех çĕнĕлĕхсем кĕртессине кĕтнине пĕлесшĕн пулчĕ, канăçсăрлантаракан ыйтусемпе кăсăкланчĕ. Педагогсем вĕрентĕвĕн пĕрлехи программипе ĕçлеме, 11 класс пĕтерекенсене литературăпа чĕлхе вĕççĕн экзамен тыттарма, ачана пĕчĕкренех ĕç патне туртăнма илĕртекен кĕнекесем пичетлесе кăларма сĕнчĕç, хушма уроксемшĕн ытларах тÿлемешкĕн ыйтрĕç.

Валентина СМИРНОВА

Рубрика: