Хаксене хальхи шайрах хăварасшăн

13 Сен, 2016

Республикăри шкулсемпе садиксенче ачасем апатланнăшăн тÿлекен виçе çулталăк пуçламăшĕнче çынсене самаях калаçтарчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче хаксем мĕнлерех пулĕç- ши — ку тĕлĕшпе хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ, тен, пăшăрханма тытăннă-тăр. Çитес вăхăтра лару-тăру еплерех пулассине уçăмлатма Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствипе çыхăнтăмăр.

Ведомство специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, республикăри шкулсенче ачасене вĕри апатпа тивĕçтересси 97,6 процент таран пулса пырать. Паллă ĕнтĕ, шкулта апатшăн тÿлемелли хаксем блюдо нормативĕсене, вĕсен энер¬гетика хаклăхĕсене шута илнине, республикăри инфляци кăтартăвĕсене кура йĕркеленеççĕ. 2014-2015 çулсенче вĕсем пĕр шайра тытăнса тăнă хыççăн кăçалхи кăрлач уйăхĕнче садиксемпе шкулсенче апатлантару хакĕсем ÿсрĕç. Шупашкар хулин вĕренÿ управленийĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисене апатшăн тÿлеве 6 тенкĕ таран хаклатма сĕннĕччĕ. Ку сĕнĕве Роспотребнадзо¬рăн Чăваш Енри управленийĕ ырласа йышăнчĕ, апат-çимĕç комбиначĕсем те кунашкал хаксемпе пахалăхлă апат хатĕрлеме май пуррине палăртрĕç. Çапла тĕп хулари шкулсенчен чылайăшĕнче ирхи апатшăн — 19-23 тенкĕ, кăнтăрла-хишĕн 46 тенкĕ тÿлеме тытăнчĕç.

Муниципалитетсенче çирĕплетнĕ хаксене тишкерсе танлаштарсан шкул ачи¬сем тĕрлĕ районта тĕрлĕ сумма тăкаклани сисĕнет. Ирхи апатшăн чи сахал тÿлекенсем — Шăмăршăсем /5,18 тенкĕ/, Улатăрта вара — 30 тенкĕ. Кăнтăрлахи апатшăн Шăмăршăсем 8,41 тенкĕ тÿлеççĕ тĕк, Элĕксем вăтамран 65,28 тенкĕ тăкаклаççĕ. Çĕмĕрле районĕнче хаксем пысăк тесе калаймăн: вăтамран илсен ирхи апатшăн —7,15 тенкĕ, кăнтăрлахишĕн 26,32 тенкĕ тÿлемелле.

Хаксем мĕншĕн расна? Чăваш Енри вĕренÿпе çамрăксен политикин мини¬стерствин ĕçченĕсем ăнлантарнă тăрăх — сахалрах тÿлесси хăшпĕр шкул ача¬сене апатлантарма хăйсен территорийĕнче çитĕнтернĕ апат-çимĕçпе тухăçлă усă курнипе çыхăннă.

Муниципалитетсем малтан палăртса хунă тăрăх, хальхи вĕренÿ çулĕнче апат¬лану тĕлĕшпе йĕркелекен тÿлев улшăнмалла мар.

Ирина ИВАНОВА.

 

Рубрика: 

Новости по теме