«Эстафета çул уçать»

12 Сен, 2016

Çапла калаççĕ хальхи паллă спортсменсем. Паянхи кун тĕнче тата Европа шайĕнчи турнирсенче чи ăста атлетсемпе вăй виçекенсем те çак ăмăртурах ăсталăха туптаса çитĕннĕ. «Советская Чувашия» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн çулсерен йĕркелекен çăмăл атлетика эстафети кăçал спортпа туслисене Шупашкар кÿлмекĕн хĕррине пухрĕ.

78-мĕш хут иртнĕ эстафета республикăри чи пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Çак шухăша спорт уявĕнче ЧР Ми¬нистрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тата ЧР информаци политикипе массăл¬лă коммуникацисен министрĕ Александр Ива¬нов та палăртрĕç. Старта тухакансене çавăн пекех Олимп вăййисен чемпионки Елена Нико¬лаева, травматологипе ортопеди центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев, спортăн тĕнче класлă мастерĕ, ăмăртăвăн тĕп судйи Марина Панда¬кова, «Советская Чувашия» хаçатăн генераль¬нăй директорĕ-тĕп редакторĕ Владимир Васи-льев саламларĕç.

Ку ăмăртăва студентсемпе шкул ачисем кăна мар, патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх ор¬ганĕсенче ĕçлекенсем те, спорт ветеранĕсем¬пе спорт çемйисем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Тĕслĕхрен, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Галина Павлова каланă тăрăх — çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă-пуçланман сту¬дентсем эстафетăна хатĕрленме пуçлаççĕ, ан¬чах та тренировка ирттермешкĕн вăхăт сахал пулни кăна вĕсене мала тухма май памасть. Сă¬мах май, вĕрентекен хăй те ку ăмăртăва кашни çул хутшăнать.

Çĕнĕ Лапсар шкулĕнче ĕçлекен Наталья Кузьмина та ку спорт уявĕнчен пĕр çул та юл-масть. Ветерансен хушшинче йĕлтĕрпе чупса 2015 çулта тĕнче кубокĕнче çĕнтернĕскер çам¬рăк чухнех хаçат редакцийĕ ирттерекен турни¬ра хутшăнма пуçланă. Паянхи кун унăн вĕрене¬кенĕсем хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн вăй виçеççĕ. Тĕлĕнмелле те, кашни çулах вĕсем хăйсен ÿсĕмĕнче малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Ку эстафетăна спорт çемйисем те килĕштер¬нине палăртмалла. Çулсеренех 12-15 команда — ашшĕ, амăшĕ тата ачи — старта тухать. Кăçал та вĕсен йышĕ пĕчĕк пулмарĕ. Иртнĕ çулхи пекех çемьесен тупăшăвĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Роди¬оновсене /иртнĕ çулхи çĕнтерÿçĕсем/, Шупаш¬карти Ивановсемпе Пучковсене тата Захаровсе¬не çитекенни пулмарĕ. Сăмах май, республикă¬ри паллă атлетăн Сергей Ивановăн тата Пĕтĕм тĕнчери марафонсен хастарĕн Наталья Пуч¬ковăн çемйисемшĕн ку спорт уявĕ чи юратни. «Ачасене спорта пĕчĕклех юратса ÿсчĕр тесе тăрăшатпăр. Спортсмен пурнăçне хам пекех суйласа илмесен те сывă пурнăç йĕркине тыт¬са пыма вĕренĕç», — палăртрĕ Сергей Иванов.

Эстафета çавăн пекех спортпа туслă жур¬налистсен тĕп ăмăртăвĕ пулса тăчĕ. «Прессăн спорт фестивалĕ» ята илнĕ ăмăртăва калем ăстисем çулсерен хастарлăх кăтартаççĕ. Унта «Чăваш Ен» ПТРК, Шупашкар районĕнчи «Тă¬ван ен» тата «Советская Чувашия» хаçатсен командисем уйрăмах хастар пулаканччĕ. Ку хутĕнче вара Наци телекуравĕпе Наци ради¬овĕн журналисчĕсем /Наци телерадиокомпа¬нийĕ кăçал тÿрех икĕ команда тăратрĕ/ тата Вăр¬мар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçат ĕçченĕсем çĕнтерчĕç. Сăмах май, вĕсем иртнĕ çул та пье¬дестал çине хăпарнăччĕ. Маттурсем! Ĕçре кăна мар, спортра та малти ретре пулма тăрăшни пы¬сăк чыс кÿрет.

Андрей МИХАЙЛОВ

Рубрика: