- Чăвашла верси
- Русская версия
Уявсене хамăрах йĕркелетпĕр
Юратнă хаçатра хамăр ялти пурнăç çинчен çырса кăтартас килет манăн. Чăваш халăхĕ яланах хăйĕн юрри-ташшипе хавхаланса пурăннă. Пирĕн ялта та уявсене çав тери килĕштереççĕ. Анчах ялти клуба хупсан вĕсене йĕркелеме пăрахрĕç.
Халĕ пирĕн ялта ку тĕлĕшпе — çĕнĕ тапхăр. Ял халăхĕ тăрăшнипе клуб валли пÿлĕм уйăрса панă. Халĕ унта кашни уяврах пухăнатпăр. Юрласа савăнтараканнисем — шкул ачисенчен пуçласа асанне-кукамай таранах. Клуб ертÿçи те çук пирĕн. Уявсене хатĕрлеме вĕрентекенсем пулăшаççĕ. Уйрăмах Хуракасси шкулĕнче тăрăшакан Светлана Карповăна тав тăватпăр.
Елена ЕМЕЛЬЯНОВА.
Сĕнтĕрвăрри районĕ.
Комментировать