Эп. – Раççей гражданинĕ

24 Авг, 2016

Ачасен ÿкерчĕкĕсен Шупашкарта "Эпĕ — Раççей гражданинĕ" ятпа иртнĕ конкурсне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикун пырса курнă.

Михаил Васильевич пĕчĕк ÿнерçĕсене тата вĕсен ашшĕ-амăшне Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунĕ ячĕ¬пе саламланă. "Патшалăх ялавĕ — Раççейĕн никама пăхăнманлăхĕпе хă¬вачĕн тĕп символĕсенчен пĕри. Эпир ха¬мăрăн çĕршыва юрататпăр, унăн исто¬рийĕпе мăнаçланатпăр, Раççей атала¬нăвĕшĕн ĕçлетпĕр!" — тенĕ вăл. Респу¬блика Пуçлăхĕ ачасен ĕçĕсем килĕшни¬не, çакнашкал мероприятисем патрио¬тизм туйăмне çирĕплетнине палăртнă.

Ачасен ÿкерчĕкĕсен конкурсĕн про¬екчĕн координаторĕ Елена Федоро¬ва пĕлтернĕ тăрăх — ăна çамрăксен "Эпĕ — гражданин" организацийĕ Чăваш Енри ача усрава илнĕ çемьесен ассо¬циацийĕпе тата ЧР Общество палатипе пĕрле иккĕмĕш хут йĕркеленĕ. Пĕтĕмпе — 125 ÿкерчĕк. Вĕсен авторĕсем хăйсен ĕçĕсенче гражданлăх, çемье, патрио¬тизм темисене тĕпе хунă.

Д.ВОЛКОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.