- Чăвашла верси
- Русская версия
Хаçатсăр пурăнасшăн мар
«Почтальонпа пĕр кун» акцие малалла тăсса Шупашкар районĕнчи Чурачăк почта уйрăмне çула тухрăмăр. Яла Шупашкартан маршрутка çÿрет-ха, анчах палăртнă рейсран 5 минут юлнă иккен, теприне 2 сехете яхăн кĕтмеллеччĕ. «Çак вăхăтра миçе экземпляр хаçат çырăнтарма пулать?» - тесе шухăшласа Ишлее каякан ГАЗеле йăпăр-япăр кĕрсе вырнаçрăм. Салара такси чупать - кирлĕ çĕре çавăнпа çитме тĕв турăм. Ан тив, «Чăваш хĕрарăмĕн» корреспонденчĕсене таксипе çÿремелĕх те шалу тÿлеççĕ тесе тĕлĕнтĕр ял халăхĕ. Почта уйрăмне туххăмрах вĕçтерсе çитрĕм. Шурă Аудирен тухнине курсан Нина Аметина почтальонка, чăнах та, тĕлĕнчĕ пулас...
Ялти почта уйрăмĕ 1964 çулта хута кайнă. Паянхи кунчченех ларать авă. Кунта ĕлĕкхиллех вутă хутса ăшăнаççĕ. Ку тивĕçе почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Надежда Викторова пурнăçлать. Çурчĕ кивĕ, пĕчĕк пулин те почта ĕçченĕсем плана пур енĕпе ирттерсе пурнăçлаççĕ, Мутикасси, Чармак, Курак Чурачăк, Вуспÿрт Чурачăк, Çĕньял Чурачăк, Кивьял Чурачăк ялĕсене пичет кăларĕмĕсемпе тивĕçтереççĕ.
Пĕрле чиксе тухнă резина чечеклĕ атта улăштарса тăхăнтăм та почтальонкăпа пĕрле ферма еннелле утрăмăр. Машинăпа трактор паркĕпе иртнĕ май механизаторсемпе калаçрăм. «Эсир хаçат вулама юрататăр-и?» - ыйтрăм уй-хире тухма техника хатĕрлекенсенчен. «Паллах!» - пĕлтерчĕç арçынсем харăссăн. Юратнă кăларăмсенчен чи малтан «Чăваш хĕрарăмне» асăнсан, пытармастăп, питĕ савăнтăм. Çитес çур çулта илсе тăмашкăн та çырăнма ĕлкĕрнĕ иккен. Ĕне ферминче ĕç вĕрет, çынсене чăрмантарма та аван мар-ха та... Дояркăсем ирхи сăвăм хыççăн пушаннăччĕ ĕнтĕ. Роза Маркитанова пирĕн хаçатпа 10 çул ытла туслине пĕлтерчĕ. Мишкинсем, Кариковсем фермăра çемйипех тăрăшаççĕ. Килте выльăх-чĕрлĕх чылай тытаканскерсем вулама вăхăт тупаççех. Арман авăртакан Маргарита Георгиевна «Хыпар» Издательство çурчĕн чылай хаçатне кăмăллать. 2004 çулта вăл «Чăваш хĕрарăмĕ» йĕркеленĕ лотерея вылявĕнче ама сысна çурине те тивĕçнĕ. «Ăна юлташ пултăр тесе Ишек пасарĕнчен тепре туянтăмăр, питĕ лайăх ÿсрĕç. Пурăна киле пирĕн ама пĕтĕленнине пĕлтĕмĕр. 8 çура çăвăрларĕ. Пурĕ 3 хутчен чуптартăмăр, юлашкинчен 16 çура пачĕ. Вĕсене сутса каллех хаçат çырăнтăмăр. Ÿлĕмрен те лотерейăна хутшăнса выляса илесчĕ-ха...» - аса илчĕ хĕрарăм хаçат çырăннă май. Пăрусем пăхакан Елена Карикова вара савăт-сапа таврашне выляса илнĕ-мĕн, хатĕр-хĕтĕрпе паян та усă курать. Чурачăкри шкулта ĕçлекенсем «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат йĕркеленĕ «Хăв çырăн та - юлташна çырăнтар» акцие хутшăнса пĕррехинче пирĕн хаçатпа коллективĕпех туслашнăччĕ. Халĕ лару-тăру мĕнлерех-ши кунта?
Ачасем валли «Самант», «Тетте», «Тантăш» хаçат-журнал килсе тăрать. Антонина Павлова директор «Чăваш хĕрарăмĕ» çырăнса ыттисене те тĕслĕх кăтартрĕ. Учительсем кĕçех почтальонкăна сырса илчĕç. «Хаçат килсен эпĕ, юлташпа тĕл пулнă пекех, шутсăр савăнатăп. Кашнинчех мĕн те пулин çĕнни хăпартлантарать мана. Ял пурнăçĕпе çыхăннă статьясене кăмăлласах вулатăп вара», - палăртать Людмила Голубева повар. Лавккара ĕçлекен Любовь Мастеровăран та ăшă сăмах илтме кăмăллă пулчĕ.
Кĕçех 83-ри Прасковья Журина килне çитрĕмĕр. 20 çул Чурачăк почта уйрăмне ертсе пынăскер иртнĕ вăхăта аса илчĕ. «Район хаçатне çырăнтармалла тесе райкомран хытă хăвалатчĕç. Сирĕнешкел чĕлхе çÿхеличченех калаçрăм пулин те пĕр ялта пур пĕрех çырăнтараймарăм, - кăмăллăн калаçрĕ кинемей. - Почтальонкăсем йывăр çын пекех утатчĕç, кашни кун 20 килограма яхăн çĕкле-ха... Мĕн пур кăларăм килсе тăратчĕ пирĕн пата. Хаçат-журнал патне ир кÿлĕмлех Ишлее лаша кÿлсе каяттăмăр. Почта çурчĕ хура мунча пек тĕксĕмччĕ, çĕр çумĕнчи пĕренесем çĕрнĕччĕ. Çĕннипе улăштартăмăр, чÿрече касрăмăр, обой çыпăçтартăмăр... Хĕлле урай питĕ сивĕччĕ, çавăн чухне шăннине пула ĕнтĕ сусăрлантăм, халĕ аран уткалатăп. Йăлтах калас тăк - талăк та çитмест», - шухăша каять Прасковья Алексеевна.
Курак Чурачăкри Шкул урамĕнче чулпа хытарнă çул çук та уйрăмах пылчăклă. «Кашни пухурах çул сарса паратпăр тесе шантараççĕ-ха. Ял-йыш хăй те пулăшма хирĕç мар, пĕлтĕр эпир хамăр урамра чул сарма субботнике тухрăмăр. Çынсене сĕт леçме тухма нушаллă-çке», - пăшăрханать почтальонка. Сĕт - Чурачăксемшĕн те тупăш кĕмелли çăл куçсенчен пĕри. Хаçат çав укçапа çырăннине чылайăшĕ пытармарĕ. Юрпа хутăш çумăр çунине пăхмасăрах урамсем тăрăх малалла утрăмăр. Почтальон сумккинче ÿлĕмрен «Чăваш хĕрарăмĕ» 25 экземпляр хутшăннипе хăпартланнă май ăмăр çанталăк та, çăрăлакан пылчăк та кăмăла пăсаймарĕ.
Почтальонпа çÿренĕ
Комментировать