Куçа-куçăн курнăçсан çивĕч ыйтусем хăвăртрах татăлаççĕ

1 Сен, 2016

Чăваш Енпе Ульяновск облаçĕн чиккинче вырнаçнă Шăмăршă тăрăхĕн социаллă аталанăвĕн тата экономика ыйтăвĕсемпе кăсăкланса çула тухнă май республика Пуçлăхĕпе хăшпĕр тытăм ертÿçисем район территорине кĕрсенех тырăран тасалнă уйсене курчĕç те вырма вăхăтра вĕçленнипе кăмăллă пулчĕç.

Чăн та, Шăмăршăсем тĕшĕллĕ культурăсене тирпейлĕ, палăртнă тапхăрта пухса кĕртни, тухăç кăтартăвĕсем /вăтамран — 22,2 центнер/ район администрацийĕн ертÿçине Владимир Денисова та савăнтараççĕ.

Пĕтĕм ĕçе агротехника ыйтăвĕсене пăхăнса пурнăçласан тырă производствипе тупăш самаях илме май пуррине шута илсе районта кĕрхисен лаптăкне ÿстерсех пырасшăн. Пĕтĕмĕшле пусă çаврăнăшĕнчи çĕрĕн /20 пин гектар/ улттăмĕш пайне шăпах кĕрхисене акма палăртаççĕ Шăмăршăсем. Ĕçе вĕçленĕпе пĕрех.

Районта ял хуçалăхĕ тĕп производство шутланать пулин те промышленноç пачах аталанмасть теме çук. Акă «РЕМИСС» тулли мар яваплă пĕрлешĕвех илер. Автомобиль çулĕсене, кĕперсене юсассипе, шыв пăрăхĕсене çĕнетессипе ĕçлекен предприяти Шăмăршă районĕнчи панкрута тухнă «Сельхозтехника» территорине виçĕ çул каялла тара илнĕ те кунта строительство-производство бази йĕркеленĕ, ку тăрăхри 48 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Мĕнпур ĕçе çÿллĕ шайри технологисен никĕсĕ çинче пурнăçлакан фирмăна Михаил Игнатьев та çитсе курчĕ.

Ĕçлĕ визитăн тĕп пайне район центрĕнчи культура çуртĕнче вырăнти халăхпа йĕркеленĕ пуху йы-шăнчĕ. Унта чи малтанах Шăмăршăсем иртнĕ çур çула еплерех вĕçленине сÿтсе яврĕç. Социаллă тытăмпа экономика аталанăвĕн ĕç-хĕлĕпе Владимир Денисов паллаштарчĕ. Шăмăршăсен бюджет лару-тăрăвне — Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Фарида Муратова уçса пачĕ. Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников çитес вăхăтра район территорийĕнче хута ямалли çулсем, вĕсене çутăпа тивĕçтересси çинчен калаçрĕ. Залра ларакансем ку темăпа темиçе ыйту та пачĕç: пĕри йывăр тиев турттаракан пысăк автомобильсем çула япăхлатнăшăн пăшăрханать тĕк, тепри çатма пек яка çул çинче авари тăтăш пулнăшăн пăшăрха-нать, пăтăрмахсене сирмелли меслет тупма сĕнет.

Çул-йĕр строительствин эффективлăхне ÿстерме асăннă тытăмпа çыхăннă министерствăсене Михаил Игнатьев вырăнлă сĕнÿ пачĕ: хатĕр проектсене федераци агентствине тăратмалла, çакă хушма укçа куçарттарма май парĕ.

Республикăн экономика аталанăвĕпе промышленноç тата суту- илÿ министрĕн пĕрремĕш замести-телĕ Инна Антонова Шăмăршăсен ырă çак енне палăртрĕ: предпринимательсем контрафактлă япаласем сутнă тĕслĕхсем пулман-мĕн. Вырăнти лавккасене çитсен вара вăл çакнашкал пĕтĕмлетÿ тунă: уйрăм çынсем тытса тăракан заведенисенче хамăр регионра туса кăларакан тавар сахалрах. Пĕлмен производительсен капкăнне лекесси вара — часах, çавăнпа та çынсене тимлĕ пулма ыйтрĕ.

Ирина ИВАНОВА

Рубрика: 
Теги: