Вăй хурса ĕçлесен çитĕнÿ пулать

26 Авг, 2016

Производство калăпăшне ÿстересси, çĕнĕ рыноксене продукци ăсатасси — çак ыйтусемпе калаçрĕç ĕнер Шупашкарти вăй агрегачĕсен заводĕнче тата «Канмаш ДСО» обществăн Шупашкарти лифт тăвакан «Эльбрус» заводра. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак предприятисенче ĕçлĕ визитпа пулчĕ.

Шупашкарти вăй агрегачĕсен завочĕн генеральнăй директорĕ Николай Асафатов респу-блика Ертÿçине Михаил Игнатьева предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Завод, тĕпрен илсен, тăван çĕршывра туса кăларнă тата чикĕ леш енчен илсе килнĕ тракторсем, автомобиль промышленноçĕ валли саппас пайсем туса кăларас тĕлĕшпе ĕçлет. Пĕрремĕш çур çулта предприяти пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 3,5 хут ытларах тупăш илнĕ, кунта ĕçлекенсен шучĕ те, шалу та ÿссех пырать.

Хăнасем комплектаци пайĕсен производствин çĕнĕ лапамĕсене, реконструкци пыракан инженери-лаборатори корпусне пăхса çаврăнчĕç. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУран вĕренсе тухнă Анатолий Никитин республика Пуçлăхне хăй кунта диплом илсенех ĕçе вырнаçни, ĕç условийĕсем тивĕçтерни, квалификацие ÿстерес шухăшлă пулни çинчен пĕлтерчĕ. «Промышленноç предприятийĕсене çамрăксем техникум е аслă шкул хыççăн ĕçлеме килни савăнтарать», — терĕ Михаил Игнатьев. Вăл аслă ăру ĕçченĕсене çамрăк специалистсене вĕрентсе пынăшăн тав турĕ.

Заводра ĕçлекенсем республика ертÿлĕхне информаци кунĕсенче çĕкленĕ ыйтусене пурне те — чарăну павильонне çĕнĕрен туса лартнă, предприяти çывăхĕнче çул урлă каçмалли ятарлă вырăн палăртнă, завод çывăхĕнче 8-мĕш троллейбус чарăнать — татса панăшăн тав сăмахĕсем каларĕç. Çавăн пекех садиксемпе шкулсем хута ярассипе, çулсене юсассипе, çĕнĕрен тăвассипе, халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç. Республика Пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх — социаллă хÿтлĕх ыйтăвĕсемпе нумай ĕçлеççĕ, ку тытăмри мероприятисене пурнăçа кĕртме кăçал 7 миллиард ытла тенкĕ пăхса хăварнă.

Михаил Игнатьев çавăн пекех Шупашкара тирпей-илем кĕртессипе çине тăрса ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. Хулара автомашинăсене лартмалли ятарлă вырăнсем тăваççĕ, çуртсен таврашĕнчи 140 картише юсаса çĕнетнĕ, 70 ытла пĕчĕк архитектура кÿлепи вырнаçтарнă. Михаил Игнатьев малашне те ку енĕпе ĕçлессине пĕлтерчĕ.

Заводра ĕçлекенсем «Трактор завочĕ» концерн предприятийĕсенчи лару-тăрупа та кă-сăкланчĕç. Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх — РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев концерн парăмĕсен управляющине «Внешэкономбанка» авăн уйăхĕнчи черетлĕ ларура «Трактор заводне» стабилизаци кредичĕ парассипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухас-сине тивĕçтерме хушнă. Республика Пуçлăхĕ концернри çынсене çĕнĕ професси илме пулăшасси, вĕсене ĕçсĕр хăвармасси çинчен пĕлтерчĕ.

« Эльбрус » компанисен ушкăнĕн учредителĕ Алексей Лапшин Шупашкарти лифт тăвакан предприятин аталанăвĕпе паллаштарчĕ. «Эльбрус» завод 2015 çулта хальхи йышши лифтсем, çав шутра наци символикипе илемлетнисене те, кăларма пуçланă. Предприяти кăçалхи çичĕ уйăхра 375,3 миллион тенкĕлĕх продукци сутнă. Лифтсене Раççейри чылай хулана ăсатаççĕ. Хальхи вăхăтра 85 саккас пур. «Вăй хурса ĕçлетпĕр, производство калăпăшĕ ÿсет», — пĕлтерчĕ Алексей Лапшин.

Республика Пуçлăхĕпе ка- лаçнă чухне заводра ĕçлекенсем «Сад» микрорайонта садик уçассипе, 41-мĕш маршрутра микроавтобуссен шутне ÿстерессипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ыйтăва тĕпчеме вырăна комисси ярасси çинчен пĕлтерчĕ. Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма услови çителĕклине палăртрĕ, пред-приятие çĕнĕ проектсемпе шухăшсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунчĕ.

Валентина НИКОЛАЕВА