Министрпа куçа-куçăн
ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов паян Пичет çуртĕнче пулчĕ, "Хыпар" Издательство çурчĕн коллективĕпе курнăçрĕ.
Чăннипех уçă та усăллă калаçу пулчĕ. Александр Иванов Издательство çурчĕн хăш-пĕр кăларăмĕн тиражĕ чакнине пăшăрханса палăртрĕ. "Хыпарçăсем" те хăйсене кулянтаракан ыйтусене уççăн çĕклерĕç. Çав шутра — чăвашла хаçат-журнала çырăнтарассипе çыхăннă чăрмавсем, ĕç укçи пĕчĕкки тата ытти те. Министр ИÇ ертÿçисене, журналисчĕсемпе ытти ĕçченне йывăрлăхран тухмалли çулсене пĕрле шырама сĕнчĕ.
Н.ДМИТРИЕВ