Çĕнĕ проект — ача-пăча технопаркĕ

23 Авг, 2016

"2016-2020 çулсенче вĕрентÿ отрасльне аталантарасси" тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн наукăпа вĕренÿ тата пултарулăх тытăмне çĕнетмешкĕн çĕршыври 17 регионта ача-пăча технопаркĕ тума йышăннă. Çак йыша Чăваш Ен те кĕнĕ.

Технопаркăн тĕп лапамĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче вырнаçĕ. Çак ĕçе çавăн пекех электромеханика колледжĕнчи "Пуласлăх инженерĕсем" пултарулăх центрне, Çĕмĕрлери ача-пăча пултарулăх центрĕн "Next" лабораторине тата ытти учреждение явăçтарĕç. Ăна тумашкăн бюджетран 50 миллион тенкĕ уйăрĕç.

Ача-пăча технопаркĕнче 6 юхăм — "Аэроквантум", "Энерджиквантум", "ИТ-квантум", "Биоквантум", "Наноквантум" тата "Робоквантум" — йĕркелеме палăртнă. ЧР Вĕренÿ министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — технопаркра ачасемпе çамрăксем роботсем ăсталама, компьютерăн çĕнĕ технологийĕсене аталантарма, инженерин çăмăл мелĕсемпе ĕçлеме хăнăхĕç. Çĕнĕ проект тĕллевĕ — инженерипе, техника специальноçĕсемпе кăсăкланакан тата пуласлăхра çак профессие суйласа илекен яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа çитĕнтересси.

Рубрика: