Чи маттуррисене палăртнă

23 Авг, 2016

Республикăра "Вăрманти чи лайăх пушарнăй" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Канаш вăрман хуçалăхĕнче иртнĕ тупăшăва кăçалхипе иккĕ-мĕш хут йĕркеленĕ.

Конкурсçăсене пушар сÿнтермелли хатĕрсемпе ĕçленине, мотопомпăпа усă курнине тата бензопăчкăпа йывăç каснине, пушар сÿнтернĕ чухне ĕç мелĕсемпе сыхлав йĕркине пĕлнине тĕрĕсленĕ. Çавăн пекех пушарнăйсен тĕрлĕ ыйтăва хуравлама, пĕрремĕш медпулăшу памалли правилăсене аса илме тивнĕ.

Пур тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухса "Вăрманти чи лайăх пушарнăй" ята ЧР вăрман центрĕн ĕçченĕ Сергей Радюков тивĕçнĕ. Унăн ĕçтешĕ Дмитрий Аксенов тата Вăрнар вăрман хуçалăхĕн инженерĕ Игорь Тимофеев иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Виççĕмĕш парнене тÿрех виçĕ пăхаттир — Петр Тимофеев /Шăмăршă/, Дмитрий Рипанов /Канаш/ тата Эдуард Данилов /Сĕнтĕрвăрри/ — çĕнсе илнĕ.