110 çулхи мечĕт халăхсен туслăхне çирĕплетет

19 Авг, 2016

Шăмăршă районĕнчи Палтиелти мечĕте 1906 çулта çĕкленĕ. Вăл федераци пĕлтерĕшлĕ историпе культура палăкĕ шутланать, районти мăсăльмансен тĕн центрĕ.

Вăл уçăлнăранпа 110 çул çитнине уявлама Раççей Общество палатин членĕ Альбир хазрат Крганов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов, Шăмăршă районĕн пуçлăхĕ Менир Хамдеев хутшăннă.

Альбир хазрат Крганов 110 çулхи мечĕт тутар архитектурипе культурине упрама пулăшнине палăртнă. «Юлашки çулсенче мечĕтсене ют çĕршывсен архитектурин тĕслĕхĕсене тĕпе хурса тăваççĕ. Кунта вара чăннипех тутар зодчестви упранса юлнă», — тенĕ вăл мечĕт тĕнпе, кăмăл-сипетпе çыхăннă йăла-йĕркене çирĕплетнине палăртнă май.

Пухăннисене çавăн пекех ЧР Общество палатин культура, граждансен прависене хÿтĕлес, наука енĕпе ĕçлекен комиссийĕсен ертÿçисем Зинаида Паршагина, Ирина Булыгина, Нина Семедова-Полупан, ыттисем саламланă, çакнашкал тĕн центрĕсем халăхсен туслăхне çирĕплетни çинчен каланă. Палăртни вырăнлă: ку ял тăрăхĕнче виçĕ наци çыннисем килĕштерсе пурăнаççĕ, тĕрлĕ тĕне ĕненни ырă кÿршĕллĕ хутшăнусене аталантарма чăрмантармасть.

Рубрика: