ТСК членĕсем улшăннă

18 Авг, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн çĕнĕ членĕсемпе курнăçнă.

Тĕлпулăва çавăн пекех ТСК председателĕ Александр Цветков, комисси экс-членĕсем — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Шалти политика управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Юрий Садовников, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Дмитрий Щепелев хутшăннă.

Регион ертÿçи суйлав умĕнхи тапхăр хĕрсе çитнине палăртнă. Республикăн влаç органĕсен представителĕсем суйлав уççăн, конкурентлă тата легитимлă никĕс çинче иртмелли условисем йĕркелессишĕн çине тăраççĕ. Михаил Васильевич Юрий Садовниковпа Дмитрий Щепелева хăйсем ыйтнипе ТСК членĕсен тивĕçĕсенчен хăтарнине пĕлтернĕ, вĕсене тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн тав тунă.

Вĕсем полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех вĕçленине кура Чăваш Ен Пуçлăхĕ ТСКн çĕнĕ членĕсене çирĕплетесси çинчен калакан указа алă пуснă, комисси йышне ЧР Общество палатин аппарачĕн ертÿçине Татьяна Николаенкăна тата «Единая Россия» партин регионти ĕçтăвкомĕн ертÿçин пĕрремĕш заместительне Анастасия Глушковăна кĕртнĕ. Михаил Игнатьев вĕсене принциплă пулма, яваплăха туйма, ĕçре саккуна тĕпе хума чĕнсе каланă.

ТСК председателĕ Александр Цветков суйлавччен пĕр уйăх юлнине палăртнă, çавна май комисси тулли йышпа ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл регион ертÿçине комисси членĕсене улăштарас ыйтăва хăвăрт татса панăшăн тав тунă.

К.ВОЛКОВ

Автор: