Спорт форумĕ уява йыхравлать

17 Авг, 2016

Пĕтĕм тĕнчери "Раççей — спорт çĕршывĕ" форум — Раççейри пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри. Кăçал вăл Владимир облаçĕнче иртет.

Яланхи пекех унăн программи анлă пулĕ: пленарлă ларусем, тавлашу сессийĕсем, çавра сĕтелсем, наукăпа практика конференцийĕ, калаçусем иртĕç. Унта спорт эксперчĕсемпе спорт ведомствисен ĕçченĕсем, паллă спортсменсемпе тренерсем тата ытти сумлă хăна хутшăнĕç. Вĕсем Раççей спорчĕн паянхи аталанăвĕ çинчен, ырă тĕслĕхсемпе çитменлĕхсем пирки калаçĕç. Пĕтĕм тĕнчери "Хальхи спорт. Çĕнĕлĕхсемпе тĕллевсем" курав спорт индустрийĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕ.

Аса илтеретпĕр, 2014 çулта пирĕн республикăра спорт форумне йышăнчĕ. Шупашкара тĕнчипе паллă çынсем çитсе курчĕç. Çĕнĕ Шупашкарта РФ Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Владимир Путин ертсе пычĕ. Спорт уявĕ çавăн пекех "Спорт — пурин валли те" фестивалĕпе, спортсменсен парачĕпе, Пĕтĕм тĕнчери утмалли кунпа, массăллă зарядкăпа тата ытти мероприятипе асра юлчĕ.

Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ: "Чăваш Енре иртнĕ форума хăнасем пысăк хак пачĕç, тăван ене пысăк хавхаланупа таврăннине каларĕç. Вĕсем спорт уявĕ çӳллĕ шайра иртнине, чăваш халăхĕ ырă чунлă та тарават, спортпа туслă халăх пулнине палăртрĕç. Чăваш Енре пурăнакансем те уявпа кăмăллă пулчĕç. Вĕсем тăван республикăна, тăван çĕре, тăван хулана юратнине тепĕр хут çирĕплетрĕç".

 

Рубрика: