Пыл спасĕ тĕлне — фестиваль

17 Авг, 2016

Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Патăрьел районĕн делегацийĕ Пермь крайĕнчи Уинск районĕнче йĕркеленĕ «Пыл спасĕ» XI пыл фестивальне хутшăннă.

Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Леонид Кузнецов ертсе пынипе Чăваш Республикин кăнтăр енчи районĕсен консультант зоотехникĕ, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Турхан ялĕнчи паллă хурт-хăмăрçă Николай Пирожков, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Эдуард Бахмисов кайнă.

Фестивале Пермь крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ Виктор Басаргин, Уинск район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Козюков уçнă. Асăннă район пыл нумай туса илнипе паллă. Уява утарçăсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăнаççĕ, пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашаççĕ. Кунтах Пыл спасĕ ячĕпе çĕнĕ пыла сăваплаççĕ.

Николай Пирожков фестивале Турхан пылне илсе кайнă. Сăмах май, Чăваш Енре пухнă сиплĕ пылак çимĕç пĕлтĕр «Раççейри чи чаплă пыл» ята тивĕçнĕ, хăй вара Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери «Пыл хурчĕ тата çын» ăслăлăхпа практика конференцийĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă. Кăçал та пухăннисем Турхан пылне пысăк хак панă. Николай Петрович утарçăсен конкурсĕсене те хутшăннă, хăйĕн ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Леонид Кузнецов каланă тăрăх — кун пек фестивале Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те республика шайĕнчех йĕркелеме пулать. Кун валли районта условисем те, интересленекен çынсем те, ăста утарçăсем те пур.