Хула çынсене хăтлăхпа илĕрттĕр

12 Авг, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕмĕрле тăрăхне çитсе курни çинчен иртнĕ номерте пĕлтернĕччĕ. Паян çулçӳрев çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрар.

Михаил Игнатьев чи малтан 8-мĕш гимнази çĕнĕ вĕренӳ çулне епле хатĕрленнипе паллашрĕ. Лилия Долгова директор авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче кунта 696 ача килессине пĕлтерчĕ. Хальхи вăхăтра спонсорсен пулăшăвĕпе çурт тăррине юсаççĕ, виççĕмĕш хута çĕнĕ сăн кĕртеççĕ. Ун валли 6 миллиона яхăн тенкĕ пухăннă.

Республика Пуçлăхĕ классене, сенсор пӳлĕмне кĕрсе курчĕ. Робот техникин кружокне çӳрекен ачасен пултарулăхĕпе паллашрĕ. Сергей Быков, Игорь Караганов, Анатолий Петров, Евгений Тихонов Раççей олимпиадинче лауреатсем пулса тăнă. «Квадрокоптер» моделе хускатса сĕтелрен çӳллĕрех çĕклентерсе кăтартрĕç. Ирĕкре вăл 100 метртан та ытларах вĕçсе хăпарма пултарать иккен. Çамрăксем гимнази хыççăн аслă пĕлӳ илсе инженер пуласшăн. Лилия Васильевна каланă тăрăх — вĕренсе тухакансен 90 ытла проценчĕ хăйсем кăмăллакан профильпе Мускавпа Санкт-Петербург таранах аслă шкулсене вĕренме кĕрет.

Çĕмĕрлере ишĕлес патне çитнĕ кивĕ йывăç çурт чылай. Темиçе çул каялла пушар хыççăн пĕри пурăнма вуçех юрăхсăра тухнăччĕ. Унта пурăннисене ниçта та вырнаçтарма май çукчĕ. Михаил Игнатьев çакăн çинчен çынсене авариллĕ çуртсенчен куçармалли программăпа килĕшӳллĕн тунă 30 хваттерлĕ çуртпа паллашнă май аса илчĕ. Юнашарах — 29 хваттерли. Вăл та йышăнма хатĕр. Хальхи вăхăтра çуртсен таврашĕнче юлашки ĕçсем пыраççĕ. Республика Пуçлăхĕ программа çитес çул йăлтах пурнăçланасса пĕлтерчĕ.

Михаил Игнатьев хула тата администраци пуçлăхĕсемпе Сергей Яргунинпа тата Александр Зиновьевпа муниципалитет хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленнине, хулана тирпей-илем кĕртес ĕç мĕнле пынине сӳтсе яврĕ. Александр Геннадьевич хулари пуçаруллă çынсен канашлăвĕнче социаллă пурнăçпа экономикăн çур çулхи аталанăвне тишкернĕ докладне итлерĕ. Пысăк йывăрлăх тӳссе ирттернĕ ЖКХ тытăмĕнче халĕ ыйтусем уçăмланса пыни, «Водоканал» ĕç-хĕлĕнче лару-тăру лайăхланни, çул-йĕр юсас, çурт картишĕсене тирпейлес ĕç малалла пыни тата ытти çинчен те пычĕ калаçу. Хастарлăх влаçа çĕнĕ ертӳçĕсем килнипе те, Çĕмĕрле авăнăн 10-мĕшĕнче 100 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленнипе те çыхăннă ахăртнех. Çав вăхăтрах туса çитерменни те самаях. Хăш-пĕр предприяти çĕр лаптăкне тара илнĕшĕн татăлаймасть. Тĕслĕхрен, «МонСтриТ» ООО 3,15 миллион тенкĕлĕх парăма кĕнĕ. Демографи лару-тăрăвĕ çав-çавах çивĕч: вилекен нумай. Куçман пурлăхăн 17 объекчĕн хуçи çук. Пурăнмалли çурт-йĕре мĕнле хăвăртлăхпа туни тивĕçтермест. Чылай урамра тротуар çук. ППЭ ачасем математикăна япăх тĕшмĕртнине çирĕплетнĕ. Пĕлӳ шайĕ республикăри вăтам кăтартуран самаях пĕчĕк. Шкул коллективĕсен мĕншĕн 8-мĕш гимназирен тĕслĕх илес мар? Вăл хăй çеç хулари пĕтĕм пĕлӳ çурчĕн кăтартăвне лайăхлатаймĕ. Хулан авă пляж та çук. Канашлăва пухăннисем ыйту хыççăн ыйту пачĕç. Вĕсем нумай пухăннăран çынсем шикленсе ӳкнĕ: Çĕмĕрлене хула евĕрлĕ поселок статусне тавăрмĕç-ши? Пулнă вăл вăхăт. 1937 çулччен Çĕмĕрле рабочи поселокĕ шутланнă. 1927-1935 çулсенче Вăрнар районне кĕнĕ.

М.Игнатьев хула юлашки вăхăтра лайăхланас çул çине тăнине пĕлтерчĕ. Çынсене ку шухăшран хăтăлса хастартарах пулма сĕнчĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ: пĕр утăм каялла чаксан та иккĕ малалла пусмалла. Унсăрăн Çĕмĕрле Канашпа Улатăр евĕр çирĕп утăмпа ăнăçлă аталанасси иккĕленӳллĕ. Республика Пуçлăхĕ халăха монохула статусне çĕнсе илессишĕн кĕрешме чĕнсе каларĕ.

Канашлура вице-премьерсем — финанс тата экономика аталанăвĕн министрĕсем Светлана Енилина тата Владимир Аврелькин, вĕренӳ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова, РФ Патшалăх Думин Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ыттисем те хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç.

— Муниципалитета пĕр тикĕс аталантарма вырăнти депутатсемпе пĕрле чи малтан пурнăçламалли ĕçсене палăртăр, эпир вĕсене черетпе пурнăçа кĕртме пулăшăпăр, — терĕ Михаил Васильевич канашлăва пĕтĕмлетнĕ май. — Хула çынсене хăтлăхпа илĕрттĕр.

Валентин ГРИГОРЬЕВ