«Калинин фрончĕ» экспедици

10 Авг, 2016

Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Тверь облаçĕнчи Ржев районĕнчи Кокошкино ялĕ çывăхĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Калинин фрончĕ» çарпа истори шырав экспедицийĕ уçăлать.

Унта Раççейĕн 39 регионĕнчен, çав шутра — Чăваш Енрен те, 700 ытла çын, çавăн пекех РФ Оборона министерствин ятарлă шырав 90-мĕш батальонĕн çар çыннисем хутшăнаççĕ. Чăваш Республикинче Раççей шырав отрячĕсен йышне кĕрекен 16 отряд ĕçлет. Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ шырав ушкăнĕ — вăл 4 отрядран тăрать: «Астăвăм» /И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ/, «Ухăçă» /Улатăр хулинчи 9-мĕш шкул/, «Гвардеец» /Шупашкарти 29-мĕш шкул/, М.Шуйцев ячĕллĕ çар-патриотизм клубĕ /Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр шкулĕ/ — экспедици ĕçĕсем иртекен вырăна тухса кайнă. Шырав ĕçĕсем çурла уйăхĕн 25-мĕшĕччен пырĕç.

Проектăн тĕп тĕллевĕ — çамрăксене Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунисен ятне яланлăхах асра хăварас ĕçе явăçтарасси. Экспедицие хутшăнакансем валли çавăн пекех тематика «çавра сĕтелĕсем», «Вĕçленмен вăрçă» поэзи каçĕ, шырав отрячĕсен презентацийĕ, истори викторинисемпе экскурсисем ирттерме палăртнă.