Троллейбусри пăтăрмах

10 Авг, 2016

Раççей СК Чăваш Енри Следстви управленийĕн Шупашкарти Ленин районĕнчи уйрăмĕ Чăваш Енĕн тĕп хулинчи троллейбусра 58 çулти арçын вилнĕ пирки тĕрĕслев ирттерет.

Пăтăрмах Шупашкар хулин çĕнĕ кăнтăр районĕнче «Хусанкай урамĕ» чарăну çывăхĕнче 1-мĕш троллейбусра пулнă. Арçынна кĕтмен çĕртен япăх пулса кайнă. Çывăхри çынсем ăна пулăшма хăтланнă, çапах Васкавлă медицина пулăшăвĕн врачĕсем арçын вилнине çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра çак инкек сăлтавне уçăмлатаççĕ, суд-медицина экспертизи ирттереççĕ. «Тăванĕсем каланă тăрăх — арçыннăн сывлăх тĕлĕшĕнчен малтан та йывăрлăхсем пулнă», — теççĕ следстви управленийĕнче.

Рубрика: