Шкул автобусĕсен паркĕ çĕнелĕ

10 Авг, 2016

РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев 2016 çулта федераци бюджетĕнчен шкул автобусĕсен паркне çĕнетмешкĕн 3 миллиард тенкĕ уйăрма хушнă. Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен 73 региона çĕнĕ 1860 транспорт çитмелле.

Хальхи вăхăтра тивĕçлĕ килĕшÿсем тумалли йĕркене, автотранспорта регионсене çитермелли сроксене пăхса тухаççĕ. Чăваш Енĕн заявкине йышăннă, республикăна мĕн чухлĕ автобус парасси çывăх вăхăтра паллă пулĕ.

Чăваш Республикинчи яллă вырăнта вырнаçнă 138 шкулта 304 автобуспа кулленех 12 пин ачана илсе çÿреççĕ. Тепĕр 29-шĕ кирлĕ чухне çула тухать. Шкул автобусĕсен паркне çĕнетесси малаллах пырать. 2015 çулта 47 автотранспорт /76 миллион тенкĕлĕх/ туяннă. 2002-2006 çулсенче кăларнă автобуссене йăлтах улăштарнă. Шкул автобусĕсене пурне те ГЛОНАСС системипе тата тахографсемпе тивĕçтернĕ.

Рубрика: