Уçă тÿпе айĕнчи кино

9 Авг, 2016

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев культурăпа искусство сферинчи инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртме грантсем панине çирĕплетекен хушăва алă пуснă.

Унпа килĕшÿллĕн Республика Пуçлăхĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне республикăри 5 организаци тивĕçнĕ. Конкурсра Чăваш Республикин патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕ «Уçă тÿпе айĕнчи кино» урам киновĕн фестивалĕ» проектпа çĕнтернĕ.

Авăн уйăхĕнче республикăра уçă тÿпе айĕнчи кино фестивалĕ старт илĕ. Ку Чăваш Еншĕн — çĕнĕлĕх. Фестиваль ертÿçисем асăннă проектăн малашлăхĕ пысăк пулассине шанаççĕ. Ахăртнех, аслă ăру çыннисем çуллахи кинотеатрсене астăваççĕ. Вĕсене хăй вăхăтĕнче халăх юратса çÿренĕ. Халĕ çакăн пек кинотеатрсем çĕнĕрен йăл илме пуçларĕç, хула çыннисемшĕн юратнă кану вырăнне çаврăнчĕç. Асăннă фестиваль Кино çулталăкĕнчи паллă пулăм пек асра юлĕ. «Уçă тÿпе айĕнчи кино» — хăйнеевĕр кино-караван та. Вăл Чăваш Енри 5 хулапа районта иртĕ. Вăрмарсем, Çĕмĕрлесем, Куславккасем, Шупашкарсемпе Çĕнĕ Шупашкарсем каçсерен çĕнĕ кинофильмсем курса савăнĕç.

Рубрика: