Спортсменсем Олимп çулне такăрлаççĕ

8 Авг, 2016

Çак кунсенче Бразилири Рио-де-Жанейрора старт илнĕ Олимпиада вăй илсех пырать. Телее, унта Раççей спортсменĕсем те лайăх кăтартусемпе палăраççĕ.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнчех пирвайхи наградăна — "ылтăна" — Беслан Мудранов дзюдосит çĕнсе илчĕ. Шел те, чăваш хĕрĕ Ирина Долгова /ун çинчен эпир хаçатăн малтанхи кăларăмĕсенче çырса пĕлтернĕччĕ/ çурма финала тухаймарĕ. Иркутск облаçĕнчи Братск хулин дзюдоисчĕ пĕрре саккăрмĕш финалта Аргентина спортсменкине выляса ярса тупăшуран тухса ÿкрĕ.

Олимп вăййиссен кĕмĕлпе бронза медалĕсене Наталья Кузютина /дзюдо/, Тимур Сафин /фехтовани/, Виталина Бацарашкина /пистолетран пересси/, хĕрсен команди /ухăран пересси/ тивĕçрĕç. Паянхи кун тĕлне Раççей командин пухмачĕнче — 5 награда.

Аса илтеретпĕр, тĕнчери чи сумлă ăмăртура çĕршыв чысне 287 спортсмен хÿтĕлет. Вĕсем спортăн 30 енĕпе тупăшаççĕ. Шел те, çăмăл атлетсемпе штангистсене Олимпиадăна хутшăнма ирĕк памарĕç. "Чăрсăррисен" йышне чăваш спортсменĕсем те лекрĕç. Олимп вăййисен призерĕ Татьяна Архипова /марафон/, Наганăри марафон çĕнтерÿçи Алина Прокопьева, Европа чемпионки Наталья Хлесткина /йывăр атлетика/, тĕнче чемпионачĕн призерĕ Анжелика Сидорова /шăчăпа сикесси/, çĕршыв чемпионки Вера Ребрик /сăнă ывăтасси/ тата Раççей чемпионачĕн бронза призерĕ Елена Наговицына Бразилине каяймарĕç. 2012 çулхи Паралимп вăййисен виçĕ хут чемпионкин Елена Ивановăн та старта тухасси иккĕленÿллĕ. Пĕтĕм тĕнчери Паралимп комитечĕ пирĕн çĕршыв спортсменĕсене унта хутшăнма чарчĕ.

А.Игнатьев ячĕллĕ спорт центрĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Булыгин пĕлтернĕ тăрăх — кăçалхи Олипиадăна хутшăнма 25 спортсмен хатĕрленнĕ. Вĕсенчен 7-шĕн тĕнче ăмăртăвне каймашкăн лицензи те пулнă. Çапах та хăшĕ-пĕрне ăнчĕ. 2008 çулхи Олимп вăййисен бронза призерĕ Ирина Калентьева маунтинбайкистсен турнирĕнче /ăмăрту çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртет/ вăй виçĕ. РФ спорт мастерĕсене Владислав Поляшовпа Евгения Шелгунова гимнастсене резерв командине кĕртнĕ. Рио-де-Жанейрора çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар пики, халĕ Мускавра пурăнакан Дарья Спиридонова /"Самбо-70" спорт шкулĕ/ ăмăртать. Вĕсем пире наградăсемпе савăнтарасса шанас килет.

А.МИХАЙЛОВ.

 

Рубрика: