«Анне аккордеона пуртăпа вакласа кăмакана ывăтрĕ»

4 Авг, 2016

Халăхра хăй кĕвĕленĕ юррисемпе палăрнă Марина ШУРАКĂША эпĕ сцена çинче пĕрре мар курнă. Черчен сасăллăскере редакци тĕпелне чĕнсе куçран тинкерсе калаçнă, унăн çăмăлах мар ачалăхĕпе, çамрăклăхĕпе паллашнă хыççăн çапларах пĕтĕмлетÿ турăм: куракан юрăçăн йăл куллипе, илемлĕ сассипе киленет, анчах чунне, ăна мĕн кăна тÿссе ирттерме тивнине пĕлмест. Чун чаршавне сирсен этемĕн тĕлĕнмелле тĕнчи тухса тăрать! Кун-çулĕнчи халăх çине хальччен кăларман самантсене нимрен хăрамасăр, çын сăмахĕнчен шикленмесĕр каласа кăтартма хăюлăх çитерчĕ пултаруллă композитор.

— Марина Федоровна, эсир атте-анне ăшшине туйса ÿсмен пулин те хуçăлса ÿкмен, чуна сив пăрпа тата курайманлăхпа витермен, тĕрĕс çултан пăрăнман. Пултарулăхăра аталантарса тăван халăха 273 юрă кĕвĕлесе парнеленĕ, нотăсемпе çырнă юрăсен 10 пуххине кăларнă, тĕрлĕ уявра хăвăр йĕркеленĕ «Чăваш пикисем» фольклор ушкăнĕпе тÿлевсĕр концертпа куракана савăнтаратăр. Эсир РФ Театр деятелĕсен союзĕн, ЧР Композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ, 68 çулта пулин те Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисткинче вăй хуратăр, ĕçченлĕхĕре кура патшалăхран, нумай организацирен вун-вун тав хутне тивĕçнĕ.

— Маншăн пурнăç юмах пекех: хурапа шурри ылмашăнсах тăрать. Çавах чунри хĕвел ырра ĕненме, çынсене каçарма хистет. Чи пĕлтерĕшли — ачаран ĕмĕтленни, юрăç пулас тени, чăнлăха çаврăнни. Эпĕ 5 çула çитиччен пачах калаçман. Çут тĕнчене Элĕк районĕнчи Прашкушкăнь ялĕнче килнĕ. Тăван аттене пĕрре те курман. Ун çинчен çын сăмахĕ урлă анчах пĕлетĕп. Анне мана хĕр пуçăн çуратнă. Самани çапларах пулнă ун чухне — хырăм пăрахма юраман, куншăн тĕрмене лартнă. Аннен тăванĕсемшĕн эпĕ — «саккунсăр» çуралнăскер, çавăнпа çак сăмах паянхи кун та чуна ыраттарать. Чĕлхе уçăлайман пулин те йĕри-тавра мĕн пулса иртнине аван ăнланнă. Пĕррехинче анне ĕçе каяс умĕн мана шăллĕ патĕнче хăварасшăнччĕ. Кирулла кукка мана куçран сиввĕн тинкерчĕ те аннене: «Илсе кай кунтан саккунсăр çуралнă ачуна! Урăх нихăçан та пирĕн пата илсе ан кил», — терĕ. Анне мана пÿртре пĕччен питĕрсе хăваратчĕ. 104 çулччен пурăннă кукамай, 96 çула çитиччен ял кĕтĕвне пăхнăскер, кăнтăрла вĕри апат килсе çитеретчĕ. Çапла çуллахи пĕр кун урамра юрă-ташă сассине илтрĕм. Чÿречене уçасшăн тапаланнă май кантăкĕпе пĕрлех урама тухса ÿкрĕм. Алă-ура чĕп-чĕр юнлине уямасăр урамалла чупрăм. Хăмаран çапса тунă сцена çинче артистсем ташлаççĕ, юрлаççĕ. Вĕсен ушкăнне чупса кĕтĕм те ташша яра патăм. «Ку ухмах Маруçа сцена çинчен илсе анăр!» — хĕрарăм сассисем унтан та кунтан илтĕнчĕç. Мана хăвалама пуçларĕç, пĕр ташăçи чăтаймарĕ: «Ан тĕкĕнĕр ачана, тен, ÿссен артист пулĕ», — тесе хута кĕчĕ. Çил-тăманлă хĕллехи пĕр кун аннене мĕн пур туприне тиесе кÿршĕ яла качча илсе кайрĕç, мана та хăвармарĕç. Çырма урлă каçнă чухне эпĕ япаласемпе /вĕсене вĕренпе çыхманччĕ/, чăххи-качаки çуна çинчен сирпĕнсе юлтăм. «Ачи ăçта? Ăна вĕлерсен тĕрмене лартаççĕ вĕт», — кăшкăрни хăлхана кĕчĕ... Урпаш ялне çитсен мана тăван мар аттен ачисемпе пĕрле кăмака çине хăпартса лартрĕç. Ĕçкĕ-çикĕ пуçланчĕ. Сĕтел çине пĕр четвĕрт сăмакунпа апат-çимĕç лартрĕç. Манăн та хырăм хыр тăрне кайнăччĕ. Такам тĕкнипе кăмака çинчен урайне лап! персе антăм та питĕ ыратнипе пĕрремĕш хут: «Апи!» — тесе пÿрт тулли кăшкăрса ятăм. Анне ман пата чупса пычĕ, ыталаса илсе лăплантарма пуçларĕ. Тарăхнă упăшки ачисене хытарсах каларĕ: «Маруç малашне пирĕнпе пĕрле пурăнĕ, ăна ан кÿрентернĕ пултăр». Çав кунтан чĕлхем уçăлчĕ.

— Эсир тулли çемьере çитĕн­нишĕн савăнам.

— Мăшăр тупнă аннем пурăна киле самаях улшăнчĕ. Тăван мар ачисене ятламастчĕ, ытларах чухне мана патак лекетчĕ. Упăшкине юрас тесе чунри çиллине шăнăçтараймасăр алла мĕн лекет — çавăнпа мана хĕнетчĕ. Çавах кăмăлĕ уçăлсан вăрттăн пырса ачашлакалатчĕ хăй. Эпĕ паянхи кун та тăван мар аппасемпе хутшăнмастăп, вĕсем мана кÿрентерни чуна сăнă пек тăрăнса юлчĕ. Пĕрремĕш класа кÿршĕ ял шкулне кайрăм. Хĕллехи кун киле таврăннă чухне çил-тăман тухрĕ, çултан пăрăнса çухалса кайрăм. Юрать, мана шырама тухнă, унсăрăн вилеттĕм пуль. Киле çунашкапа илсе килнине тĕлĕкри пек çеç астăватăп. Виçĕ уйăх больницăра сиплентĕм, чир шала кайнăран ÿслĕк паянхи кун та асаплантарать.

— Çапах ашшĕ-амăшĕсĕр ÿсекен чылай тăлăхран телейлĕрех эсир.

— Пирĕн çурт таса вырăнта ларман. Çур çĕр иртсен мачча тăрринче темĕн чăштăртатни илтĕнетчĕ. Çемйипех ирччен çывăраймастăмăр. Пĕр вăхăт ĕне те сĕт пама пăрахрĕ. Пире юратман çынсем çурт тавра, пÿрт ăш-чикне тухатланă укçа-тенкĕ пăрахатчĕç. Эпир вĕсене тупса аннене параттăмăр, вăл вара кÿршĕ карчăкĕ вĕрентнĕ пек кăмакара вут чĕртсе нухрата çунтаратчĕ. Ватă кинемеех аннене ĕнене вĕри çатма çине сума хушрĕ. Юнланса тухакан сĕте суса кăларсан тин ĕне сĕт антарма пуçларĕ. Анне канма выртсан пирĕн пата тепĕр кÿршĕ карчăкĕ пырса кĕретчĕ. «Василь Антиповичăн виççĕмĕш арăмĕ вилет, улма икерчи пĕçерсе çийĕпĕр», — тесе пÿлĕм варрине тăрса ташлатчĕ те кула-кула тухса каятчĕ. Анне пире ун хыççăн алăк урати урлă сивĕ шыв сапма хушатчĕ. Юлашкинчен анне чунĕ кÿтсе çитрĕ пулмалла, çурта сутсах Етĕрне районĕнчи Никольские, вырăс ялне, пурăнма куçрăмăр. Вырăсла калаçма час вĕренеймерĕм. Кÿршĕ карчăкĕ: «Я тебе дам говорить «апи», надо звать «мама», — тесе тăна илетчĕ. 2-мĕш класра тăрăшса вĕреннипе виççĕмĕш чĕрĕк хыççăн ачасенчен иртсе кайрăм. Ман çăвартан вырăс чĕлхи шыв пек юхма пуçларĕ.

— Эсир мĕншĕн вырăс сăввисемпе ытларах кĕвĕ кĕвĕленине ăнкартăм халĕ.

— Тасалăха юратнăранах урай çума ÿркенместĕм. Урай хăмисем типсе ĕлкĕрейместчĕç, тăван мар атте лапра аттипе верандăна пырса кĕретчĕ. «Папа, сними сапоги, не пачкай пол», — асăрхаттараттăм çеç: «Я — чуваш, а не русский», — тетчĕ те ик урипе çÿлелле тăррăс! сикетчĕ. Куçран куççуль шăпăртатса анатчĕ. Пĕр хушă чĕнмесĕр çÿреттĕм... 5-мĕш класра вĕренетĕп. Шкултан таврăнатăп. Хапхана шалтан питĕрнĕ. Картишне хÿме урлă каçса кĕтĕм. Пÿрт алăкĕ — яри уçă. Чупса кĕтĕм. Лутра кравать çинче вил ÿсĕр атте выртать. Ун çумĕнче — икĕ сысна çури. Пĕри аттен хăлхине çыртса татнă, тепри — тутине. Юн юхать. Хайхискерсене пÿртрен хăваласа кăлартăм та алăка тĕкĕлесе хăварса анне патне фермăна чупрăм. «Мама, иди домой, папу свиньи с±ели!» — кăшкăрса йĕретĕп хам. Юнашар тăракан хĕрарăмсем лĕх-лĕх кулчĕç. Фельдшер аттене район больницине ăсатрĕ. Пĕр уйăхран вăл киле таврăнчĕ. Ÿт хушнă сыснасене хĕлле пусса çисе ячĕç, анчах çавăнтанпа сысна ашне çăвара чикейместĕп. Эх, ачалăх, хама хÿтĕлеме пĕлменни! Кÿршĕ вырăс карчăкĕ мана темшĕн кураймастчĕ. Автанне вĕлернине, пахчара панулми татнине, картишĕнчи япалисене ватнине ман çине йăвантарса аннене хĕнеттеретчĕ. Эпĕ айăплă маррине пĕр Турă анчах пĕлет. Хăнана каякан анне арча уççи ăçта выртнине аппасене каламалла маррине хытах асăрхаттарчĕ. Лешсем анне тухса кайсанах мана тапăнчĕç. «Маруç, арчара мĕн выртнине çеç пăхăпăр, веçех каялла тирпейлесе хурăпăр», — тесе йăлăнаканскерсене ĕнентĕм. Çăра уççин вырăнне кăтартрăм. Темиçе кунтан анне: «Маруç, арчана эсĕ уçнă-и?» — тесе ятлаçрĕ. Галинка мана сутрĕ: «Уççа хăй сĕнчĕ», — терĕ. Анне укçа тăвас тесе килте кăçатă йăвалатчĕ. Алли айне лекнĕ калăпа тытрĕ те чунĕ каниччен мана хĕнерĕ... Хĕллехи каникулта ăнсăртран пĕвери вакка кĕрсе ÿкрĕм. Катăлса пыракан пăра парăнмасăр çăлăнса тухрăм-тухрăмах. Пÿрте йĕп-йĕпе пырса кĕтĕм. Анне хĕрхенес вырăнне аллинчи калăпĕпе тытса çапрĕ. Тăн çухатнăран кайса ÿкрĕм. Кăштахран: «Çăмарта çиме тăр», — тесе пырса чĕнчĕ. Çак сăмахсем манран мăшкăлланă пекех илтĕнчĕç, унтанпа çăмарта та çиейместĕп. 8-мĕш класс хыççăн килтен тĕп хулана тухса кайрăм та медицина училищине вĕренме кĕтĕм. Анне — аннех ĕнтĕ. «Ай, Маруç, ай, маттур, тухтăр пулăн ĕнтĕ», — тесе хĕпĕртеме пĕлчĕ. 12 тенкĕ стипенди илсе тăтăм, хутран-ситрен анне пулăшкаларĕ. Унран ялан укçа ыйтма аван марччĕ. Юрăç пулас шухăш пуçра çаврăнать. Мĕн тумалла, мĕнле пурăнмалла? Укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Ĕç шырама пуçларăм. Вĕренме пăрахса ача çуртне няньăна вырнаçрăм, каçсерен вăтам пĕлÿ илтĕм. Музыка театрĕ çумĕнчи вокал студине вĕренме кĕтĕм, нотăсен вăрттăнлăхне тĕпчерĕм. Театрти бухгалтер пичет машинкипе ĕçлеме вĕрентнĕ хыççăн Ял хуçалăх министерствине машинисткăна вырнаçрăм. Музыка училищине документсене кайса патăм. Кăранташпа шаккаса сасă кăларайманран конкурс витĕр тухаймарăм.

— Çапах пуçа усман, малаллах талпăннă эсир.

— Юрлас килни пултарулăх çулĕ çине илсе çитерчĕ. Министерствăра концертсем йĕркелеме пулăшакан Борис Быков композиторпа паллашрăм. Уявсенче унăн юррисене шăрантараттăм. Музыка училищинче вĕрентекен Петр Парашин, мана астуса юлнăскер, халăх хорне юрлама чĕнчĕ. Халăх инструменчĕсен оркестрĕн ертÿçи Михаил Гариффулин та хăйĕн патне йыхравларĕ. Мĕнле ĕлкĕрсе пынă-ши? Ĕçри кадрсен пайĕн ертÿçи Николай Ангусеев радиопа телекурав хорĕ йĕркеленнине пĕлтерчĕ, конкурса хутшăнма сĕнчĕ. Комисси членĕ Аристарх Орлов-Шуçăм ман сасса килĕштерчĕ, хора тумхахсăрах лекрĕм. Конкурс комиссийĕ урамран килнĕ 648 çынран 17-не суйларĕ, унсăр пуçне тата профессионал 5 юрăçа хора илчĕ. Мана юрлама вĕрентнĕ аслă туссем аккордеон аван калатчĕç. Чăтаймарăм, эпĕ те ăна укçа пухса туянтăм. Хваттер хуçисен мунчине кайса выляма хăнăхаттăм. Кĕсьене укçа кĕме пуçласан, ура çине çирĕпрех тăрсан пианинăллă та пултăм. Хорта ĕçлеме пуçласан пире, 5 юрăçа, икĕ пÿлĕмлĕ хваттере вырнаçтарчĕç. Каярах, хĕрсем качча тухсан, мана кирпĕч завочĕн общежитине куçарчĕç. Кунта эпĕ пĕрремĕш мăшăрăмпа паллашрăм.

— Мĕн пулса иртни — веçех лайăха иккен. Юрату та чĕрере çуралнă ав.

— Юратсах качча тухнă-ши эпĕ ăна? Гена Кольцов — баянистчĕ, кирпĕч завочĕн клубĕн ертÿçиччĕ. Туй турăмăр, ун патне пурăнма куçрăм. Анчах вăл хĕрле качча пынине хакламарĕ, «манччен никама та кирлĕ пулман» тесе чуна сурчĕ. «Ку арçынпа пурăнса пĕтереймĕп», — тĕв турăм ăшăмра. Тусĕсен умĕнче: «Мана хĕр лекрĕ», — тесе мухтанни кăштахран хăлхана кĕчĕ. Упăшка эрех ĕçме юрататчĕ, час-часах ман çине алă çĕклетчĕ. Урăлсан вара йăпăлтататчĕ, каçару ыйтатчĕ. Хĕл каçсан пухăннă укçапа тата анне пулăшнипе засыпушка лартрăмăр. Мăшăрăмпа 6 çул пурăнтăмăр.

— Телей шăл çĕмĕрсе кĕрет теççĕ.

— Телей пĕрре мар, пурнăçра виççĕ килет тет. А.Орлов-Шуçăм Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне ĕçлеме куçрĕ те мана та пĕрле чĕнчĕ. Гастроле кайсан Валентин Ильичев артистпа çывăхлантăм. ГИТИСра пĕлÿ илнĕскер питĕ илемлĕ сасăллăччĕ. Тата питĕ ачаш та лăпкăччĕ. Мана кашни кун чечек парнелерĕ, чуна кĕчĕ, юрату туйăмне вăратрĕ. Ансамбльти хĕрсем ăмсанатчĕç. «Марина, предлагаю вам руку и сердце», — тесен хирĕçлемерĕм. Унпа эпир 26 çул пĕрле пурăнтăмăр, хĕр çуратса ÿстертĕмĕр.

— Пĕрремĕш телейĕр — пултарулăхра хăвăра тупни, иккĕмĕшĕ — юратупа çунатланни, виççĕмĕшĕ вара?

— Ырă туссем тата юратнă халăхăм. Çакă вăй-хăват хушать. Анчах иккĕмĕш телейĕм инкексĕр иртмерĕ. Мăшăра шалкăм çапрĕ, ăна виçĕ уйăхранах сиплесе ура çине тăратрăм пулсан та упраймарăм, 16 çултан çĕре кĕчĕ. Хамăр юратăва сума суса çулталăкран «Лебединая верность» пĕрремĕш юрă кĕнекине кун çути кăтартрăм. Пурăннă чухне Валентин мана çыравçăсемпе сăвăçсен Юхма Мишшин пĕрлĕхне илсе кайрĕ. Алăра — сăвă кĕнеки. Пĕр сăввине вуланă май пуçа таçтан кĕвĕ вĕçсе кĕчĕ. Юрласа ятăм. Çыравçăсем кĕвви ман иккенне пĕлсен питĕ тĕлĕнчĕç, хăйсен сăввисене ăмăртсах сĕнчĕç. Çакăн хыççăн эпĕ кĕвĕ тĕнчин асамлăхне туйса илтĕм. 1989 çулта Чăваш Енри обществăпа культура центрĕпе çывăхлантăм. Юхма Мишшипе Раиса Сарпи пултарулăх çулне такăрлатма май туса пачĕç. Юрă пуххисем пичетлерĕм. Анне, атте вилсен, ялти çурта сутса хулана ман пата пурăнма куçрĕ.

— Ватлăхра санăн куçунтанах пăхнă эппин.

— Анне вилес умĕн ÿкĕнсе каçару ыйтрĕ. «Çуратса ÿстернĕшĕн, ура çине тăма пулăшнăшăн, çын тунăшăн тавах, аннем. Шеллемесĕр хĕненĕшĕн те, сăмахпа чуна хуçнăшăн та каçаратăп, анчах аккордеона пуртăпа вакласа кăмакана пенине нихăçан та манса каяймăп...» — терĕм. Вăл кун эпĕ хорта юрларăм, пирĕн концерта чăваш телекуравĕ тÿрĕ эфирта кăтартрĕ. Засыпушкăна çĕкленÿллĕ кăмăлпа пырса кĕтĕм. Сĕтел хушшинче анне, Геннадий кÿршĕсемпе эрех ĕçеççĕ. Мачча çинче чăштăртатнă сасă илтĕнчĕ. Упăшка унта хăпарчĕ те лачкам ÿсĕр палламан арçынна сĕтĕрсе антарчĕ. Хĕрĕнкĕ Гена: «Ăхă, еркĕнпе килтĕн-и-ха!» — тесе çухăрашма пуçларĕ. Ĕçкеленĕ анне мана хÿтĕлес вырăнне урмăшса кайрĕ, алли айне лекнĕ пуртта тытрĕ те куç умĕнче аккордеона вакласа кăмакана ывăтрĕ. Кÿршĕсем лĕх-лĕх кулчĕç. Геннадий тата ытларах урчĕ, пуртă пуçĕпе пуçран кисрентерчĕ. Урама тухса сирпĕннине те астумастăп. Больницăра, нейрохирурги уйрăмĕнче, тăна кĕтĕм. Ман пата никам та пырса курмарĕ. Анне яла тухса кайнă... Халь тин мĕн пытармалли, вăл мана нихăçан та юратман. Мана мар, ялан çынна ĕненнĕ. Унăн чĕринче кăштах та пулин ăшă туйăм хуçаланнă тăк çакăн чухлĕ асап кăтартмĕччĕ. Сипленсе тухсан Генăран уйрăлтăм.

— Паспортра эсир — Мария Ильичева. Шуракăш хушма ят умне темшĕн Марина тесе çыратăр.

— Маруç ятпа çÿренĕ чухне хĕн нумай курнăран ятăма улăштартăм. Иртнине час-часах аса илес килменнипе те çыхăннă ку. Шуракăш ят вара Валентинпа çыхăннă. Эпир пĕр-пĕрне нихăçан та улталаман, çак кайăксем пекех таса та çепĕç юратнă, пĕр-пĕрне парăннă, упранă. Мăшăра Чулхулари оперăпа балет театрне ĕçлеме чĕнсен унта куçса кайрăмăр. Икĕ çултан чăваша каялла таврăнтăмăр. Шупашкара килсен иксĕмĕр те оперăпа балет театрне вырнаçрăмăр. Мана пысăк роль паман пулсан та эпĕ хамăн тивĕçĕме туллин пурнăçланă, кашни партие чунтан юрланă. Ĕç стажĕ манăн — 52 çул. Çамрăксене вырăн пама вăхăт çитрĕ ахăртнех.

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.