Хоккайдо университечĕн ĕçченĕ — Муркаш тăрăхĕнче

3 Авг, 2016

Хоккайдо университетĕнчи славян тĕпчевĕсен центрĕн ăслăлăх ĕçченĕ Масанори Гото Раççейре, Вăтам Азире, Хĕвелтухăç Европăра социологи тĕпчевĕсем ирттерет. Инçет Хĕвелтухăçĕнче, Якутире хăйĕн тĕпчевĕсене йĕркеленĕскер нумаях пулмасть Муркаш районĕнчи Оринин тăрăхне çитнĕ.

Яппун ăсчахĕ Чăваш Енре пирвайхи хут мар. Маларах вăл пирĕн республикăра çулталăкĕпех пурăннă. Масанори Муркаш тăрăхĕнче ял хуçалăхĕ еплерех аталаннипе кăсăкланать. Ют çĕршывран килнĕ хăнана уйрăм çынсен хуçалăхĕсем мĕнле лару-тăрура пулни те интереслентерет.

Патаккассинче пурăнакан Воробьевсем Масанорие хăйсен кил-çурчĕпе, хушма хуçалăхĕпе паллаштарнă. Виçĕ чĕрене аса илтерекен хăйсем чавнă кÿлĕ, ун тавра çитĕнекен декоративлă ÿсентăран, улмуççисен айне вырнаçтарнă хăваран явнă ларкăчсем хăнана чăннипех тĕлĕнтернĕ. Орининри Захаровсен çемйинче техĕмлĕ чăваш кукăльне çисе курнă вăл.

Масанори Гото Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе С.Бардасовпа, «Оринино» ЯХПК ертÿçипе Ю.Шишокинпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă.

Рубрика: