Халăха, тăван çĕре парăннă чăн-чăн чăваш

2 Авг, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев КПСС Чăваш обкомне 1974-1988 çулсенче ертсе пынă патшалăх тата политика деятелĕ, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ Илья Прокопьев 90 çул тултарнă ятпа Чăваш наци библиотекинче утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăнчĕ.

«Парти органĕсенче, патшалăх влаçĕн тытăмĕнче пысăк вырăн йышăннă ентешĕмĕр умри тивĕçе чĕре хушнă пек пурнăçласа, вăй-хала шеллемесĕр Чăваш Ен çыннисен ырлăхĕпе тăнăçлăхĕшĕн куллен тăрăшнă. Республика тата çĕршыв çитĕнĕвĕсем унăн ячĕпе уйрăлми çыхăннă. Илья Павлович ертсе пынă çулсенче Чăваш хутлăхĕнче Пĕтĕм Союзри стройкăсем йĕркеленнĕ, Шупашкарти промышленноç тракторĕсен заводне, Шупашкар ГЭСне хута янă, халăх хуçалăхĕ вăй илнĕ, Шупашкарăн çĕнĕ микрорайонĕсем çĕкленнĕ, çынсен пурнăç пахалăхĕ лайăхланнă», — палăртрĕ Михаил Игнатьев менелник хуçине саламланă май. Республика Пуçлăхĕ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн ĕçтешĕсен, юлташĕсен, халăх юратăвне çĕнсе илме пулăшнă çынлăх тата професси пахалăхне пысăка хурса хакларĕ. «Илья Павлович — пирĕн наставник. Чун тасалăхĕ, çивĕч ăсĕ, тÿрĕ кăмăл-туйăмĕ, йĕркелĕхĕ, тĕрĕслĕх туртăмĕ тата ыттисене хисеплеме пĕлни — унăн паха енĕсем. Хисеплĕ ентешĕн пурнăçри пуян опычĕ малашлăхри çулăмăра çутатса пырать, тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тумашкăн хавхалантарать», — терĕ регион ертÿçи.

Михаил Игнатьев юбилярăн тăван республикăна аталантармашкăн хывнă тÿпин сумлăхне палăртса ăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа чысланă май чăваш ÿнерçисем ÿкернĕ хăйĕн портретне парнелерĕ.

Илья Павловича паллă кунпа çавăн пекех Чăваш Ен Правительствин членĕсем, РФ Патшалăх Думине Чăваш Енрен суйланнă депутатсем Алена Аршинова, Анатолий Аксаков, Валентин Шурчанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, общество деятелĕсем, тус-юлташĕ, тăванĕсем тата Вăрнарсем саламларĕç.

Юбиляр уява пухăннисене хăйне ăшшăн чысланăшăн тав турĕ. Вăл палăртнă тăрăх — çитĕнĕвĕсен иксĕлми çăлкуçĕ — тăван çĕре, унăн çыннисене чунтан парăнни тата несĕлсен юнĕпе куçнă ĕçченлĕх.

Валентина СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.