Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче те ФАП уçăлнă

29 Июл, 2016

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кукашни ялĕнче ФАП уçма хутшăннă. Ăна тума, медоборудованисем туянма республика хыснинчен 2 миллион тенкĕ ытла уйăрнă.

Çакăн хыççăн Михаил Игнатьев район активĕпе тĕл пулнă. Канашлура кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи социаллă пурнăçпа экономикăн аталанăвне тишкернĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Рубрика: