Уй куçлă…

28 Июл, 2016

Уй-хирте пуç çийĕн кĕрлесе вĕçекен пысăк мар хатĕре çынсем тĕлĕнсе сăнарĕç. Вăл вара тÿпенелле вĕçсе хăпарса куçран çухалчĕ те унтан çунаттине хуçнă кайăк пек çĕрелле ыткăнчĕ. Çук, ÿкмерĕ, çĕре перĕнесси темиçе метр юлсан вăй-хăват хушнăн тÿрленчĕ. Аллинче пультпа планшетлă компьютер тытса тăракан çамрăк енне васкамасăр çул тытрĕ.

Çак тĕлĕнтермĕшпе кăçал республикăри Уй кунĕнче паллашма тÿр килчĕ. Квадрокоптер /вĕçекен аппарата çапла калаççĕ\ хальлĕхе Вăрнар район уй-хирĕнче кăна хуçаланать-ха.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн çĕрĕ 10 пин гектара яхăн. Пур лаптăка техникăпа çитме, сăнаса тăма кансĕр. Квадрокоптер вара хăвăрт кăна вĕçсе çаврăнать, ÿкерет, кĕске хушăра уй-хирти лару-тăрăва уçса парать. Вăхăта, вăй-хала, бензина перекетлет. Вăл пулăшнипе çумкурăк пусса илнĕ, калча япăх шăтнă, сăтăрçăсем тапăннă вырăна çăмăллăнах палăртаççĕ. Çуркунне ака-сухана тухас умĕн те уй-хире унпа тĕрĕслеççĕ, йĕперех вырăнсене палăртаççĕ. "Хĕрÿ тапхăрта" вĕçекен аппаратпа ана çинче вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе тăраççĕ. Ара, кахалланса ларсан самантрах ÿкерсе илет.

— Тĕрĕслесе тăнине кура кăмăл çĕкленет, тăрăшарах ĕçлес килет, — теççĕ механизаторсем.

Пилотсăр аппаратпа Китай, Япони, Америка тата Европăри хăш-пĕр çĕршывра тахçанах усă кураççĕ. Чăваш Енре вăл çул уçать кăна-ха.

Квадрокоптер аккумуляторпа ĕçлет. Çур сехетре 5 çухрăма çитсе килме пултарать. Уй-хире тухнă чухне ăна валли аккумулятор саппаслăх та тытаççĕ. Вăл 60 пин тенкĕ тăрать. Анчах тăкака саплаштарни куç умĕнчех.

Лариса НИКИТИНА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.