Çывăх çыннисен шухăшĕпе — Валера нихăçан та йăнăшмасть

28 Июл, 2016

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий КАРПОВ тĕрлĕ енлĕн палăрчĕ: вăл театр сцени çинче вун-вун сăнар калăпланисĕр пуçне концертсем ертсе пырать, чăваш юррисене питĕ ăста шăрантарать. Çут çанталăк панă тĕлĕнмелле пултаруллă, илемлĕ сăн-питлĕ, тĕреклĕ хул-çурăмлă артист вылянине курма эпĕ çеç мар, нумай-нумай çын драма театрне васкать. Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче кун çути курнă чăваш арне «Чуна уçса калаçар» тĕпелĕнче курма ĕмĕтленеттĕм. Кĕтнĕ самант тинех çитрĕ.

— Валера, санпа калаçма çăмăлрах пултăр тесе пĕр уйăх театра эсĕ вылякан спектакльсене курма çÿрерĕм. Уйрăмах мана «Вĕри юнлă çемçе чун» драмăра Константин Иванов сăнарне ĕнентерÿллĕ выляни хумхантарчĕ. Хăвăн çине питĕ пысăк яваплăх илнĕ эсĕ. Сана режиссер çак роле сĕнсен малтанах хăраса ÿкмерĕн-и?

— Спектакльте артист хăш роле выляссине тĕп режиссер хушу урлă пĕлтерет. Константин Иванова халалласа спектакль лартасси пирки сăмах-юмах театрта малтанах çÿретчĕ-ха. Хушаматăма хушура курсан пĕрре те савăнмарăм. Сумлă поэтăмăрăн рольне мана шанасси пуçра та пулманччĕ. Вышкайсăр яваплăх ку! «Пултарайăп-ши?» — чи малтан чунра иккĕленÿ хуçаланчĕ. Поэтăмăр çинчен кашни çын пĕлет-çке, унăн произведенийĕсене шкулта вĕрентеççĕ. Спектакль хыççăн куракансем Иванова манăн сăнар урлă хаклама пуçлаççĕ-çке. Ролĕн хăрушлăхĕ — шăп та лăп çакăнта. Спектакльпе ĕçлеме пуçличчен поэтăмăрпа çыхăннă кашни пĕчĕк пулăма, саманта хаçатра, кĕнекере вуласа ăса хыврăм. Пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă сăнарта хамăр шухăшласа кăларни çук. Пьесăна сăвăçпа пĕрле вĕреннĕ Иоаким Максимов-Кошкинский çырнă, унта документпа çирĕплетнĕ пулăмсене çеç кĕртнĕ. Спектакль лайăх пулса тухсан артистсене мухтаççĕ, япăх тăк — режиссера. Ахаль çынсем çеç мар, тĕпчевçĕсем те пирĕн коллективăн, СССР халăх артисчĕн Валерий Яковлев режиссерăн ĕçне пысăка хурса хакларĕç.

— Вылянă чухне хăвна Константин Иванов пекех туйрăн-и?

— Кирек епле сăнара калăпланă май артист унăн тĕнчинче пурăнать. Хамăр çинчен манатпăр та спектакль мĕн вĕçленичченех, халăх умне пуç тайма тухсан та, сăнартан тухмастпăр. Гримеркăна кĕрсен тин лăш! пулса кăмăла ирĕке яратпăр.

— Роле кĕмелли вăрттăнлăхупа паллаштар-ха.

— Сăнара хăвăн çине сурăх тирне уртса янă пек тăхăнтартаймастăн. Сцена çине тухиччен харпăрăн шалти туйăма пытармалла. Ăшра вут çунсан та кăтартмалла мар, мĕншĕн тесен кураканшăн ку кăсăклă мар, вăл постановкăпа киленесшĕн. Спектакль вăхăтĕнче ĕçтеше çывăх тăванĕ вилни пирки пĕлтерни те пулнă. Чĕрине хытарса, куççуле пыр тĕпĕнче тытса малалла выляма тивнĕ. Кун пеккине ÿлĕмрен никамăн та курмалла ан пултăрччĕ.

— Валера, эсĕ вăтăр урлă анчах каçнă-ха, тăнлавусем вара шурă тăмпа витĕнме тытăннă та...

— «Асапланса пурăнать» тесе ан шухăшлăр. Çÿç пĕрчисем манран ыйтмасăрах шуралаççĕ. /Кулать.\

— Артист пулас ĕмĕт хăçан çуралнă?

— Ача чухне эпĕ артиста ятарласа вĕрентнине те пĕлмен. Шкулти концертсенче сăвă каланă, юптару вуланă-ха, анчах профессионал артист ĕçĕ пирки тĕлĕкре те тĕлленмен.

— Ак тата... Кашни ачах артист е космонавт пулма ĕмĕтленет-çке.

— Пирĕн ăрурисем эсир каланă профессисене алла илме тĕллевленнĕ тĕк хальхи çамрăксене ку ĕç илĕртмест пек туйăнать. Шупашкарта артиста вĕренме илесси пирки конкурс пыни çинчен ăнсăртран пĕлтĕм. Эпĕ ÿссе çитнĕччĕ ĕнтĕ ун чухне. Хама тĕрĕслес тесе театра çитрĕм те... конкурс витĕр ăнăçлă тухрăм. Студент чухне училищĕрен тухса каяс шухăш пĕрре мар çуралнăччĕ. Виççĕмĕш курса çитичченех профессие тĕрĕс суйларăм-ши тесе иккĕлентĕм. «Манран «пиçмест», çынна култарни çеç», — пĕр вĕçĕм хурлаттăм хама.

— Паян театр сцени çинче çирĕп тăракан артист, режиссер эсĕ. Халĕ иккĕленме пăрахрăн пуль ĕнтĕ!

— Пĕлетĕн-и: ку ыйтăва уçăмлăн хуравлаймастăп. Тен, эпĕ тепĕр çын вырăнне йышăнатăп? Анчах халĕ ку профессипе чирлесех кайрăм теме хăятăп.

— Валера, эсĕ шăп та лăп хăвăн вырăнна йышăнатăн!

— Пурте сан пек шухăшламаççĕ пулĕ çав.

— Мĕншĕн апла калатăн?

— Куçран йăпăлтатаççĕ, çурăм хыçĕнчех шухăшĕсене 360 градус таран çавăрттарса хураççĕ... Икĕ питлисене пĕрре мар курнă, вĕсем ман пирки мĕн каланине те пĕлетĕп. Юрĕ-ха, тем мар. Кунашкал саманта пурте тÿссе ирттереççĕ пулĕ. Çакна калам: театрта мана кураканпа артист хушшинчи çыхăну тыткăнлать. Ку пирĕн ĕçре — чи асамли, чи пĕлтерĕшли. Спектакльте вылянă чухне эпĕ куракан ăшне сăнар урлă кĕретĕп, унăн туйăмĕпе хуçаланатăп: савăнтаратăп, кулянтаратăп, йĕртетĕп, туллаштаратăп... Енчен те çакна пурнăçлаймасан, çын асĕнче тăрса юлаймасан сцена çине тухни харама кайрĕ теме пулать. Тĕрлĕ характерлă 50 ытла сăнар калăпларăм. Тĕрĕссипе, маншăн рольсен шучĕ пĕлтерĕшлĕ мар, сăнара еплерех уçса пани хумхантарать. Ан тив, роль сахал пултăр — анчах та вăл театра килнĕ çыннăн чун-чĕрине тахçанччен асра юлмалăх тарăн йĕр хăвартăр.

— Вылянă чухне пĕрремĕш ретре ларакан çыннăн куçĕпе ăнсăртран тĕлме-тĕл пулсан хăвна еплерех туятăн?

— Сăнарта чухне никама та курмастăп, эпĕ вылянине çын еплерех хакланине ятарласа пăхаймастăп, çавăнпа кунашкалли сайра пулать. Çапах та çур çеккунт куçпа куç тĕл пулнинче нимĕн начарри те çук. Куракан та тĕрлĕрен: пĕрин куçĕ — пушă, тепри спектакле пуçĕпех путнă, малалла мĕн пуласса кĕтет вăл. Пĕр пулăм аса килчĕ. 50 çулсенчи арçын эпĕ вылянине тĕмсĕлсе сăнать. Пирĕн куçсем тĕл пулчĕç. Питĕ хĕрÿленсе каламалли самантчĕ. Куракан манра вĕресе тăракан туйăмлăха чăтаймарĕ курăнать: пĕтĕм кĕлеткипе кресло çумне лăпчăнчĕ, пусăрăнса аялалла анчĕ, тыткăча аллипе çатăр ярса илчĕ. Апла тăк эпĕ — унăн ăшĕнче, куракан тата эпĕ пĕр организм пулса тăтăмăр. Çак самантшăн ĕçлеме юрать те!

— Пурнăçупа тачă çыхăннă пулăмсене сцена çинче выляма тÿр килнĕ-и?

— Кашни сăнартах кун-çулăмпа çыхăннă самант пур. Драматургсем те урăх планетăран мар, сăнара пурнăçран илеççĕ. Роль манпа пĕтĕмĕшле çыхăнман тăк пĕлĕшĕн пурнăçне çывăх. Эпĕ кирек ăçта та çынсене сăнама юрататăп. Пĕр-пĕр кăсăклă «персонаж» асăрхасан вара темчченех тимлетĕп. Çав эпизода ăша хыватăп, пĕр-пĕр спектакльте ăна хамран кăларатăп.

— Театрта икĕ режиссер Валерий Яковлевпа Наталия Сергеева тупăшса ĕçлеççĕ. Пĕри — çулланнă, пуян опытлă, тепри вара — çамрăк... Хăшĕнпе ĕçлеме кăсăклăрах тата çăмăлрах?

— Иккĕшĕ те мана кăткăс роль шанаççĕ. Анчах ку пĕртте лайăх витĕм кÿмест: сăнарсем пĕрпекленес хăрушлăх пур. Уйрăмах умлăн-хыçлăн вылянă чухне — чун улшăнса ĕлкĕреймест. Хушăран çăмăлрах сăнарсем парса артистăн чунне уçăлтармаллах.

— Вулакансемшĕн артист пур­нăçĕ кăсăклă, унăн чаршавне сирсе пăхасшăн. Ача чухне вăтанчăк пулнă терĕн. Халĕ эсĕ пĕртте апла курăнмастăн.

— Эпĕ иккĕленекен çын. Нимĕнле ыйтăва та тÿрех касса татаймастăп. Тен, ку манăн çитменлĕх. Паллах, çирĕпрех пусарса калани кирлех. Анне ман пирки: «Эсĕ кил çынни», — тет. Хăнана каяс-тăвас пулсан яланах: «Атя киле», — тесе аннене алăран туртнă имĕш эпĕ. Пысăк уявсене юратмастăп, кĕпĕрленекен ушкăнран пăрăнатăп.

— Санăн тăван ялунтан питĕ нумай паллă çын тухнă: Хĕветĕр Агивер, Лаврентий Таллеров, Ген­надий Максимов çыравçăсем, Николай Коновалов журналист тата ыттисем.

— Вĕсемпе хама ниепле те çыхăнтараймастăп. Хушаматăм юнашар тăма тивĕçсĕр пек туйăнать...

— Хăвна ун пекех ан хурла-ха. Эсĕ ахаль çын мар, сцена çинче çыравçă çырнă сăнара ăста калăплатăн, хăв чĕрÿ витĕр шăратса кăларса куракан патне çитеретĕн. Кун пек пултарулăха пурне те памаççĕ-çке.

— Эпĕ ялти ытти ачаран нимĕнпе те уйрăлса тăман. Çапах манра пĕр лайăх ен пурах. Эпĕ питĕ яваплă çын. Мĕн хушнине яланах тĕплĕн пурнăçланă. Аттепе анне хушнине темиçе калаттармасăрах тунă. Вĕренÿре те ĕлкĕрсе пынă, манăн дневникре «виççĕ» паллă пулман. Анне тивĕçлĕ канăва тухичченех лавккара сутуçăра тăрăшрĕ. Атте колхозра механизаторта вăй хунă. Алла купăс тытма юрататчĕ, унăн сасси ян каятчĕ. Кун-çул парнеленĕ çыннăмсем эпĕ артист профессине суйласса пачах шухăшламан. Ку утăм вĕсемшĕн кĕтменлĕх пулчĕ. Аттепе анне специальноç суйлама пур енлĕ ирĕк панă, нихăçан та чăрмантарман. Яваплă утăма эпĕ хам тĕллĕн тунă.

— Мĕн калам, телейлĕ эсĕ.

— Мана тата аслă аппана çывăх çынсем яланах шаннă: Валерий нихăçан та тĕрĕс мар хăтланмĕ.

— Мăшăрпа пĕр ĕçре вăй хуракансене пачах ăмсанмастăп.

— Мускава Щепкин ячĕллĕ театр училищине вĕренме 13 чăваш çамрăкĕ кайрăмăр. Диплом илсе таврăнсан умлăн-хыçлăн 4 туй кĕрлерĕ. Пулас мăшăрăмпа Ирина Верьяловăпа вĕреннĕ чухне туслашрăм. Малтанласа пĕр-пĕрне чăтма пултараймастăмăр, халĕ пĕр-пĕринсĕр пурăнаймастпăр. Икĕ ывăл çитĕнтеретпĕр: Эрнест — 11 çулта, Павел — 3-ре. Ирина Шăмăршă районĕнчи Палтиел ялĕнчен.

Пур япалана та чĕре патне илсен, сас-хурана итлесен шыва кайса сикмелле. Режиссер ĕç вăхăтĕнче тĕрĕс асăрхаттарнине чунпа йышăнмалла, хамшăн та, мăшăршăн та кÿренмелле мар. Ĕçре арăм, упăшка çук — эпир артистсем. Тепĕр енчен мăшăрпа пĕрле ĕçлени лайăх та. Çакă пире çывăхлатать. Калаçмалли, сÿтсе явмалли тупăнсах тăрать. Тепĕр чухне тавлашатпăр, калаçсан-калаçсан çавах пĕр шухăш патне пырса çитетпĕр.

— Мăшăрун пултарулăхне еплерех хаклатăн?

— Ирина питĕ тăрăшуллă. Сăнарсене чунран калăплать, ăна час-часах тĕп роль шанаççĕ. Мăшăрăм — çĕр çынни те, яла кайсан пахчаран тухма пĕлмест. Эпĕ хам пирки Иринăн пушмакĕн кĕлли айĕнчи арçын теме те именместĕп. Çемьере вăл — ертсе пыраканни, эпĕ — пăхăнаканни. Ара, чăваш çемйинче ĕмĕрех хĕрарăм хуçа пулнă. Хуçан вара пĕр паха ен пур: палăртни патне, тĕрлĕ çулпа та пулсан, çаврăнса çитмеллех. Эпĕ кун пек чухне нерва перекетлетĕп.

— Эсĕ яланах çын хушшинче. Хĕр-хĕрарăм чĕрине сцена çинче кăна мар çунтаратăн пулĕ-ха. Иринăн кĕвĕçмелли тупăнатех-тĕр.

— Хĕр-хĕрарăмсем эпĕ «ун пек» тĕлпулусенчен ютшăннине сисеççĕ пулмалла, çулăхмаççĕ. Спектакль хыççăн ĕçтешсем йĕркеленĕ уявсене те чун туртмасть. Вĕрентекенсем мана мухтанине кăмăлламастăп. Хамăн вырăна, шая пĕлетĕп — ÿстерсе каланине йышăнмастăп, кÿрентерме те памастăп.

— Ушкăнпа пухăнсан гитара калама пĕлекенсем яланах хисепре.

— Ку инструментпа училищĕре вĕреннĕ чухне интересленсе кайрăм. Хам пирки ăста юрăç теместĕп, гитара спектакльте вылянă чух кăштах уçăлса илме май панăшăн савăнатăп.

— Санăн чун киленĕçĕ пур-и?

— Пулă тытма кăмăллатăп. Мĕн­шĕнне ăнлантарма питĕ йывăр. Пуллине хам çиместĕп, ялти тăвансене кайса паратăп. Вăхăта сая яратăн текенсем те тупăнаççĕ. Пĕчченлĕхре çут çанталăк илемĕпе киленетĕп. Пулăран таврăнсан малалла ĕçлес хăват вăйланать.

 

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.