Ĕçлекен студентăн çăмăллăх пур-и?

28 Мар, 2014

Хисеплĕ редакци! Сирĕн хаçатра усăллă канаш яланах тупма пулать. Манăн та ыйту пур. Пирĕн хĕр кăçал институт пĕтерет. Вăл куçăн мар майпа пĕлÿ пухать, çав вăхăтрах хулари пĕр лавккара вăй хурать. Унта вăл 2010 çултанпа ĕçлет. Манăн шухăшпа, вĕренекен ачана сесси вăхăтĕнче отпуск илсен те тÿлемелле. Эпĕ çакăн пирки пĕр хаçатра тахçан вуланăччĕ. Анчах халĕ ĕç паракансем çав отпуска хăйсен шучĕпе кăна параççĕ. Пирĕн ача та сесси вăхăтĕнче çулталăкра икĕ хут отпуск илет, ăна уншăн тÿлемеççĕ. Организаци çапла хăтланса тĕрĕсех тăвать-ши? Ĕç паракан саккуна пăхăнмасть пулсан пирĕн хĕрĕмĕрĕн чи малтанах мĕн тумалла? Ăçта тата камран пулăшу ыйтмалла? Специалист сĕнĕвĕ пирĕншĕн кăна мар, нумай яш-хĕршĕн усăллă пулĕччĕ.

НИНА.

Шупашкар хули.

Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.