Телефонпа, Интернетпа хĕç-пăшалланнă тата... питĕ хăрушă

26 Июл, 2016

"Çынсене шăнкăравланă май эпĕ хам пирки банк ĕçченĕ тесе пĕлтереттĕм, вĕсен банк карточкисене блокировка тунă тесе калаттăм. Карточка çинчи укçа виçипе интересленме те манман. Карточка номерне, пароле хăйсемех пĕлтереççĕ... Çапла майпа эпĕ 200 пин тенкĕ патнелле тупăш илнĕ", — каласа парать 23 çулти çак çамрăк. Ăна Чăваш Ен полицейскийĕсем Челябинск облаçĕнчен тытса килнĕ.

Ӳркенмен ристан пулнă

Каччă ӳркенекен йышши мар. ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн пуçлăхĕ Павел Чесанов каланă тăрăх — хальлĕхе вăл Чăваш Енре пурăнакан 14 çынна улталанине çирĕплетнĕ. Тен, çак цифра ӳсме те пултарĕ — следстви ĕçлет вĕт. Йĕкĕт пĕррехинче 3 сехет хушшинче 300 шăнкăрав тума ĕлкĕрнĕ-мĕн. 299 тĕслĕхре çынсем улталанман, пĕр арçын вара вăл ыйтнине пурнăçлама килĕшнĕ...

Нумаях пулмасть Курган облаçĕн 30 çулти арçыннине тытса чарнă. Вăл та пирĕн ентешсене телефонпа шăнкăравласа çӳлерех асăннă мелпех улталанă — паянхи кун тĕлне 14 çын шар курни паллă.

Пĕтĕмĕшле илсен вара телефонпа, Интернет урлă, банк карточкисемпе усă курса улталасси кăçал республикăра тĕлĕнмелле пысăк хăвăртлăхпа ӳссе кайнă, акă мĕншĕн ШĔМĕн тивĕçлĕ тытăмĕсем чан çапаççĕ. 6 уйăхра 1152 преступление шута илнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан Шупашкарта асăннă хисеп пушшех нумай пысăкланнă — 233 преступлени пулнă, кăçал вара 624. Тепĕр тесен ытти хулапа район та ӳксе юлмаççĕ. Улатăр районĕнче, сăмахран, ӳсĕм 25 хут! Пĕлтĕрхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче икĕ преступление кăна шута илнĕ, кăçал вара — 51!

— Талăксерен 5-10 преступление шута илетпĕр, — калаçăва тăсать Павел Валерьевич. — Халăха массăллă информаци хатĕрĕсем урлă, ытти мелпе усă курса çине-çинех асăрхаттаратпăр пулин те ултав тĕслĕхĕсем чакма мар, пысăк хăвăртлăхпа нумайланса пыраççĕ. Унччен вĕсен шутне "вун-вун" тесе палăртаттăмăр, халь вара "çĕр-çĕр" теме тивет. Укçа-тенкĕ çаврăнăшĕпе çыхăннă çĕнĕ технологисем "лайăх мар çынсене" хуçисемпе курнăçмасăр-тумасăрах вĕсен укçине вăрлама май параççĕ.

Сутатăп, туянатăп — шăнман пăр çине ларса юлатăп

Мелĕсем пирки эпир те пĕрре кăна мар çырнă, çапах пакунлă çынсем вĕсене тепĕр хут аса илтерме ыйтаççĕ. Çав шутра — банк карточкине блокировка тунă тесе пĕлтерни, çывăх çын авари туса е наркотик сутса полицие лекнĕ тесе сехĕрлентерни, шăнкăравласа курьера яма, çула май унран телефон номерĕ çине укçа хума ыйтни тата ытти те. Юлашки вăхăтра Интернетри "Авито" сайтри пĕлтерӳсемпе анлăн усă кураççĕ. Çын хăйĕн пурлăхне сутма пĕлтерӳ панă тейĕпĕр. Ултавçă шăнкăравлать те — туянма хатĕрри çинчен пĕлтерет, укçан пĕр пайне карточка çине куçарса парасшăн иккен — унăн номерне ыйтать. Малалли — ансат йĕркепе.

Çак кунсенче кăна Çĕнĕ Шупашкар хĕрарăмĕ шар курнă. Хваттерне сутма пĕлтерӳ панăскере Пушкăртстанран шăнкăравланă, пурăнмалли лаптăка туянма шантарнă, укçан пĕр пайне куçарса пама хатĕр иккен. Уншăн меллĕ пултăр тесе хĕрарăм Перекет банкне кайнă, пач палламан çыннăн телефон номерне хăйĕн банк карточкипе çыхăнтарнă. Çакăн хыççăн унăн карточка çинчи 400 пин тенкĕ укçи çухалнă. Пушкăртстанран шăнкăравланă çыннăн телефонĕ вара çав каçах сасă пама пăрахнă.

 

ШУТА ИЛМЕ

  •  Палламан çынсен электрон шучĕсем çине нихăçан та укçа ан куçарăр. Асра тытăр: вылява хутшăнмасăрах пысăк парне çĕнсе илес шанăç нульпе танлашать. Эсир анонимлă электрон енчĕке ăсатнă укçана тавăрас шанăç вара унтан та пĕчĕкрех.
  •  Мобильнăй телефонсен электрон енчĕкĕсене е шучĕсем çине нихăçан та укçа ан куçарăр. Асра тытăр: Интерн ет-лавккасем таваршăн çавнашкал мелпе тӳлев йышăнма пултараймаççĕ.
  •  Смс-пĕлтерӳре кăтартнă координатсемпе укçа куçарма юрамасть, çав пĕлтерӳ килнĕ номерпе ан шăнкăравлăр, смс-хурав ан ярăр. Кун пек чухне сирĕн карточкăна кăларнă банка шăнкăравласа интересленни вырăнлăрах. Банк телефонне карточкăн тӳнтер енче кăтартнă.
  •  Шанчăксăр сайтсем урлă билетсем, путевкăсем ан туянăр. Преступниксем чăн авиакомпанисен, турагентствăсен, ыттисен фишинг-сайчĕсене йĕркелеççĕ, вĕсене чăннинчен уйăрма ансат мар — çавăнпа питĕ тимлĕ пулмалла.

Е — тепĕр майлă пулăм: "Авито" сайтри пĕлтерӳсенче сутлăха кăларнă тавара туянас кăмăллă çынсем укçасăр юлаççĕ. Етĕрне çынни "Лада Ларгус" автомобиль сутни çинчен пĕлтерӳ асăрханă — хуçипе телефонпа çыхăннă хыççăн ăна 170 пин тенкĕ куçарса панă. Халь укçа та çук, машина та.

Преступниксем çĕнĕ технологисене хăвăрт алла илеççĕ. Калăпăр, нумайăшĕ хăйсен телефонĕ çине "900" номертен килекен пĕлтерӳсем Перекет банкĕнчен кăна пулма пултараççĕ тесе шухăшлать. Ку апла мар. Ултавçăсем те хăйсен смс-пĕлтерĕвĕсене çав номертен ямашкăн вĕренсе çитнĕ.

Айăплисене тупса палăртасси пĕртте ансат мар. Чылай чухне тупмашкăн май та çук. Хăйсем усă куракан сим-карточкăсене вăрах тытмаççĕ, хăвăрт улăштараççĕ. Номерĕн е хуçи паллă мар, е — вилнĕ çын ячĕпе регистрациленĕскер. Кун пек чух кама шырамалла? Çапах полици алă усса лармасть, шăпах çакнашкал тĕслĕхсемпе ĕçлемешкĕн ятарлă пай та туса хунă. Преступленисен шучĕ ытла та пысăккине кура уголовлă шырав управленийĕнче кăна çак енĕпе вуннăн ĕçлеççĕ. Тата саккăрăн — Шупашкар полицийĕнче, тăваттăн — Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра тата Улатăрта — икшерĕн.

Темиçе цифра хакĕ

Ултавăн "ăслă технологийĕсем" çинче ШĔМĕн "К" пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Чернов тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вăл иккĕленмест: чи малтанах çынсен хăйсен тимлĕ те асăрхануллă пулмалла — ултавçăсен вăлтине çакланасран сыхланмалла.

Кам янине пĕлместĕр тĕк — ммс-çырусене уçса ан вулăр. Çапла майпа ятарласа вируссем яма пултараççĕ. Шанчăксăр программăсене телефон çине çырса ан илĕр. Смартфона, андроидлă йышши телефона антивирус программипе тивĕçтермеллех. Мĕншĕн тесен банк карточкипе çыхăнтарнă телефон ултавçăсем яракан вируссене пула "хуçинчен ыйтмасăрах" укçана куçарма пултарать. Карточка çинчи укçа айккине кайнине хуçи пĕлмесĕрех юлать — телефон çине пĕлтерӳсем килмеççĕ. Банка çийĕнчех чупсан та çухалнă укçана тавăрма йывăр. Мĕншĕн тесен банк тивĕçлĕ выпискăна çийĕнчех памасть — укçа куçăмне чарма е йĕрлеме май çук.

Валерий Владимирович банк карточкисем çинчен укçа вăрланин 12 мелне шутласа палăртнă — ансаттисенчен пуçласа питĕ кăткăссисем таран. Преступниксем карточка номерĕн юлашки номерĕсене /малти цифрăсем хăш регион, банк пулнине кăна кăтартаççĕ те — вĕсене ахалех пĕлме пулать/ тата карточкăн тӳнтер енчи виçĕ цифрăна пĕлсенех çак "электрон енчĕке" пушатма пултараççĕ. Акă мĕншĕн карточкăна ют çынна кăтартмалла мар, унпа лавккара-мĕнре усă курнă чухне номерсене алăпа хуплама тăрăшмалла. Чи шанчăкли — пысăк укçана телефонпа çыхăнтарман урăх карточка çинче тытни. Икĕ карточка пулни лайăх: пĕрин çинче укçа упрантăр, тепринпе вак-тĕвек тӳлевсем валли усă курăр.

Номерсем тенĕрен — киревсĕр шухăшлă çынсем банкоматран укçа илнĕ хыççăн хăшĕсем унти урнăрах пăрахса хăваракан чексемпе те усă кураççĕ. Карточка номерĕн юлашки цифрисем, ытти информаци — вĕсемшĕн пĕтĕмпех усăллă. Çавăнпа та чексене унта-кунта пăрахса хăварма кирлĕ мар.

Ултавăн кашни мелĕ пирки тĕплĕн çырас-ăнлантарас тăк — хаçат страницин лаптăкĕ те çитес çук. Тепĕр енчен, преступниксем çав мелсене çĕнетсех пыраççĕ. Çавăнпа та полици çирĕплетсех палăртать: асăрханăр, çăмăлттайлăх, тимсĕрлĕх ытла та хакла ларма пултарать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.