МĔН ÇИЕТĔН ЭСĔ, КРОЛИК?

28 Мар, 2014

Анчахрах кролик усрама пуçларăмăр. Вĕсене мĕнпе тăрантарсан аванрах. Çак чĕр чунсене пур апат та каять-и.

Олег МАТВЕЕВ.

Етĕрне районĕ,Советски ялĕ.

Çак чĕр чун пур енĕпе те усăллă, вăл паха мамăк, какай, тир парать. 4-6 уйăхри кролик ами çĕнĕ ăру пама тытăнать. Вăтамран 8-10 çура, «рекордисткăсем» вара 15-шер çура та çăвăрлаççĕ. Çулталăк хушшинче пĕр ама 40 çура е 60-70 килограмм какай илме май парать.

Кролик какайĕ çемçе, тутлă, организмра ла­йăх ирĕлет. Унăн тирĕнчен тĕрлĕ япала хатĕрлеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, кролик усраса эсир чылай тупăш илетĕр.

Лайăх аталанччăр тесен кроликсене тĕрĕс тăрантармалла. Вĕсене çурма выçă тытма та, ытлашши виçесĕр тăрантарма та юрамасть.

Килти хуçалăхра кролик усракансем вĕсене тĕрлĕ ешĕл апат пама тăрăшаççĕ* çак чĕр чунсем пахачара ÿсекен тĕрлĕ курăка, çум курăкне, çимĕçсен çеçкисене юратса çиеççĕ.

Кроликсемшĕн хăш курăк усăллăрах. Хăшĕ-пĕри çакă ниме те пĕлтермест, кроликсем хăш апата ытларах килĕштереççĕ çавăнпа тăрантармалла тесе шухăшлать.

Анчах та çакă тĕрĕсех мар. Кроликсем йÿçекрех, сĕтеклĕрех /кукша пуç е мулкач курăкĕ /тысячелистник/ курăксене килĕштереççĕ. Çавна май кролик усракансем нумай чух вĕсене çак апатсемпе кăна тăрантараççĕ. Анчах та тĕрĕслесе палăртнă тăрăх çак курăксем чĕр чунсем пит юратаççĕ пулин те, ытлашши усăллах мар иккен. Кроликсемшĕн чи паха, тутлăхлă апат - пĕр çул тата нумай çул ÿсекен пăрçа йышши тата пучахлă курăксем шутланаççĕ.

Çумăрпа йĕпеннĕ е купара вĕриленнĕ курăка кроликсене пама юрамасть. Ун пек курăка утăлăх типĕт­сен аван. Çавăн пекех удобренисемпе, гербицидсемпе имçамланă, пылчăкпа вараланнă курăка та кроликсене çитерме юрамасть.

Çĕнĕ апата, уйрăмах пăрçа йышши культурăсен курăкне, куккуруса çимешкĕн кроликсене майĕпен хăнăхтармалла.

Ытлашши виçесĕр тăрантармалла мар, унсăрăн чĕр чунсем чирлеме пултараççĕ.

Курăкпа е утăпа пĕрле наркăмăшлă ÿсен-тăран лекесрен те асăрханмалла.

Енчен те кроликсен вар-хырăмĕ пăсăлчĕ тĕк ешĕл апат виçине чакарăр. Мулкач курăкĕ, шурă чечек /ромашка/, юман çулçи, хăва, çÿçе /тальник/ турачĕсене хушăр.

Пĕрмаях курăкпа тăрантарсан кроликсем йĕркеллĕ аталанаймаççĕ, çителĕклĕ продукци те параймаççĕ. Чĕр чунсене концентратсем те памалла.

Тĕрлĕ пучахлă, пăрçа йышши культурăсен тырри, тырă чусти, тырă хывăхĕ, комбикорм, выльăх-чĕрлĕх çимĕçĕсем /какай, шăмă тата пулă çăнăхĕ, пурçăн хурчĕн куколкисем/ - çаксем пурте концентрат çимĕçĕсен шутне кĕреççĕ.

Тырра /сĕлĕсĕр пуçне/ типĕл­ле пама юрамасть. Малтан ăна тÿсе вĕтетмелле, шÿтермелле. Унтан тĕрлĕ хутăш апата хушса памалла.

Сĕтеклĕ апатсенчен çаксене пама юрать, çĕр улми, кишĕр, кавăн, турнепс, кăшман, топинамбур, çĕр улми. Çакна асра тытăр, хĕрлĕ кăшманпа тутлă кăшмана, купăстана сахал виçепе памалла. Унсăрăн вĕсем кроликсен вар-хырăмне пăсаççĕ.

Кроликсем тĕрлĕ туратсене те юратса çиеççĕ - çулла чĕррисене, хĕлле - типписене. Хурăн, ăвăс, пилеш çулçисем тутлăлăхĕпе çаран утинчен те юлмаççĕ.

Силос - витаминсемпе пуян пулнăран паха апат шутланать. Ăна çамрăк кроликсене те, аслăраххисене те пама юрать.

Пур йышши выльăхсемшĕн те ÿсен-тăранри клетчатка чи япăх ирĕлекен пай шутланать, кроликсемшĕн вара уйрăмах та. Кроликсен рационĕнче клетчатка виçи 20 процентран ытларах е 9 процентран сахалрах чухне - чĕр чунсем чирлеççĕ, вĕсен апат ирĕлеслĕхĕ пăсăлать.

Кроликсене килти апат-çимĕç юлашкийĕсене те - пăтă юлашкийĕ, çăкăр, макарон, яшка - пама юрать. Анчах кунта та тимлĕх кирлĕ, апат-çимĕç таса, пăсăлнă тĕрлĕ хутăшсемсĕр пулмалла. Çăкăра типĕтсе парсан аванрах. Яшкасемпе шĕвĕ пăтта тырă хывăхĕ е комбикорм хушма юрать.

Кроликсене кашни ир тата каçхине апат парас умĕн шыв парăр. Шăрăх кунсенче вара кăнтăрла та шыв пулмалла. Хĕллехи вăхăтра шыв вырăнне таса юр пама юрать.

Кроликсен рационне палăртнă чух тăрантармалли нормăсене шута илмелле. Ÿссе çитнĕ, тăватă килограмм йывăрăш кролика хĕллехи вăхăтра талăкра çакăн пек рацион кирлĕ пулать, 100 г утă, 100 г пĕçернĕ çĕр улми, 50 г кишĕр, 50 г сĕлĕ, 15 г тулă хывăхĕ, 1-шер г шăмă çăнăхĕпе тăвар.

Тĕрлĕ тапхăрта кроликсене тĕрлĕ виçеллĕ рацион кирлĕ пулнине ан манăр.

Кроликсене яланах пĕр вăхăтра тăрантарăр. Нумай вăхăт хушши пĕр йышши апат ан парăр. Меню тенине улăштарсах тăрăр. Ун чухне сирĕн кроликсем хăвăрт, сывă, çивĕч ÿсĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.