Чăваш Ен тата Китай: ĕçтешлĕх малашлăхĕ пысăк

23 Июл, 2016

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи ертсе пынипе утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ульяновскра Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çÿлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем «Атăл-Янцзы» форматпа тачă çыхăну тытса ĕçлемелли канашăн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Михаил Бабич полпред Раç­çейри тата Китайри регионсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлемелли çул-йĕре палăртнă. Паян вĕрентÿ, культура учрежденийĕсем аван çыхăну йĕркеленĕ. Пысăк технологиллĕ инноваци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе пĕрле ĕçлемелли майсем анлă. «Атăл-Янцзы» формат кĕске вăхăтрах икĕ ен регионĕсен ĕçтешлĕхĕн тухăçлă механизмĕ пулса тăнă. Пĕрле пурнăçлакан инвестици проекчĕсем те нумай — 60 ытла.

Ян Цзечи палăртнă тăрăх — Атăлçи округĕнчи регионсемпе Китай провинцийĕсен ĕçтешлĕхĕ пур енлĕн вăй илет, ĕç кăтартăвĕсем те курăмлă. Чăваш Ен Янцзы тăрăхĕнчи регионсемпе ĕçлĕ çыхăну тытни çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев каласа панă. Унăн шучĕпе — çак çыхăну икĕ ен регионĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне хăват пама тивĕç. «Эпир икĕ халăх çывăхланмалли, икĕ еншĕн те тупăшлă экономика çыхăнăвĕсене аталантармалли условисем йĕркелес тĕллевпе çине тăрса ĕçлетпĕр», — тенĕ вăл.

Чăваш Ен Чунцин хулипе тата Сычуань провинцийĕпе çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшÿсене алă пуснă, вĕренÿ организацийĕсем туслă çыхăну йĕркеленĕ. Михаил Васильевич республикăра пурăнакансем Китай историйĕпе, культурипе кăсăкланнине палăртнă. Çавăн пекех пирĕн ентеш Никита Бичурин 19 ĕмĕрти чи сумлă китаеведсенчен пĕри пулнине аса илтернĕ: «Вăл тăрăшнипе тĕнче Китай историйĕпе литератури, философийĕпе тĕнĕ, экономикипе йăли-йĕрки тата ытти çинчен ытларах пĕлме пултарнă. Никита Бичурин ĕçĕсем Раççейпе Китайăн кÿршĕллĕ çыхăнăвĕсене йĕркелеме пулăшнă».

Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енре паян Испанипе Германири, Сербипе Италири тата Японири тĕнчипе паллă компанисем ĕçлени çинчен каланă. Чăваш Ен конкуренцие аталантарма пулăшас енĕпе регионсен рейтингĕнче улттăмĕш вырăн йышăнать, инноваци аталанăвĕн рейтингĕнче — саккăрмĕш вырăнта.

Михаил Игнатьев тата Аньхой провинцийĕн кĕпĕрнаттăрĕ Лю Ли ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Китайри Аньхой провинцийĕн Халăх правительстви суту-илÿпе экономика, наукăпа техника тата гуманитари енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

‰ ‰ ‰

Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Лю Ли ертсе пыракан делегаци Чăваш Ене çитрĕ. Хăнасем чи малтанах Шупашкар районĕнчи «Бичурин тата хальхи вăхăт» музейре чарăнчĕç. Вĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ, ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин кĕтсе илчĕ. Китай делегацийĕшĕн кăсăкли пайтах пулчĕ унта. Тăван чĕлхипе çырнă кĕнекесене, Бичурин китайларан вырăсла куçарнă «Троесловине» алла тытса пăхрĕç, Иакинф аттен ăслăлăхри ĕçне чăн-чăн паттăрлăхпа танлаштарчĕç.

Владимир Аврелькин, Лю Ли тата унпа пĕрле килнĕ ушкăн /йышра Аньхой университечĕн Раççее тĕпчес тĕлĕшпе ĕçлекен центрăн директорĕ Ши Хуншен, Аньхой провинцине аталантарас енĕпе ĕçлекен комитет директорĕ Чшан Шаочунь, «Вань Шэнь» ООО директорĕ Го Фэн тата ыттисем те/ музей çывăхĕнчи паркри Никита Бичурин палăкĕ умне чечек çыххисем хучĕç. Ун хыççăн делегаци Шупашкара çул тытрĕ.

Тĕп хулара федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне, «Ача-пăча савăнăçĕн керменĕ» ача аталанăвĕн центрне — 8-мĕш ача садне — çитсе курнă хыççăн хăнасене Правительство çуртĕнче йышăнчĕç.

Владимир Аврелькинсăр пуçне унта ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов, ЧР вĕренÿ, çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, чылай предприяти ертÿçи хутшăнчĕç.

Владимир Аврелкин Чăваш Енпе паллаштарнă хыççăн хăнасем Чăваш Ен çинчен ÿкернĕ фильм курчĕç.

Аньхой — экономика тĕлĕшĕнчен лайăх аталаннă регион.

— Ман шухăшпа — Аньхойпа Чăваш Ене çыхăну тытса малалла аталанма майсем çителĕклĕ, — терĕ Лю Ли. — Суту-илÿпе экономика, наукăпа техника тата гуманитари енĕпе çыхăну тытса ĕçлеме тунă килĕшÿ пире тата çывăхланма пулăшĕ. Эпир çапла пуласса питĕ шанатпăр.

Китай делегацине Чăваш патшалăх университетĕнче те ăшшăн йышăнчĕç. Хăнасене ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, ЧР вĕренÿ, çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Сергей Кудряшов, ЧПУн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен проректорĕ Евгений Кадышев, ыттисем кĕтсе илчĕç.

Кунта Китай культура центрне уçма палăртнă. Тĕплĕн хатĕрленни куç умĕнчех. Андрей Александров ЧПУ пурнăçĕпе, Лю Ли Аньхой провинцийĕпе, Аньхой университечĕн парткомĕн генеральнăй секретарĕ Ли Женьцюнь хăйсен университечĕн кун-çулĕпе паллаштарнă хыççăн Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнче икĕ ен вăйĕпе Китай культура центрне уçни çинчен ĕнентерекен документа Андрей Александровпа Ли Женьцюнь алă пусрĕç.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.