Шупашкарпа Аньхой çывăхланаççĕ

20 Июл, 2016

Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи ертсе пынипе утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ульяновскра Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çӳлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем "Атăл-Янцзы" форматпа çыхăнса ĕçлемелли канашăн пĕрремĕш ларăвĕ иртни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ.

Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Михаил Васильевич тата Аньхой провинцийĕн кĕпĕрнаттăрĕн заместителĕ Лю Ли ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Китайри Аньхой провинцийĕн Халăх правительстви суту-илӳпе экономика, наукăпа техника тата гуманитари енĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме килĕшӳ алă пуснă.

Паян Лю Ли ертсе пыракан делегаци Чăваш Ене çитрĕ. Хăнасем чи малтанах Шупашкар районĕнчи "Бичурин тата хальхи вăхăт" музейре чарăнчĕç. Вĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ, ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илӳ министрĕ Владимир Аврелькин кĕтсе илчĕ. Карап çинчен бала лекнĕ пекех туйрĕç пулĕ хăйсене инçетри туссем. Тĕнчипе паллă синолога Никита Бичурина /1777-1863/ хисеплесе уçнă музей ентешĕмĕр Китайра ăслăлăх енĕпе пурнăçланă вышкайсăр пысăк ĕçĕпе паллаштарать. Китай делегацийĕшĕн те кăсăкли пайтах пулчĕ унта. Тăван чĕлхипе çырнă кĕнекесене, Бичурин китайларан вырăсла куçарнă "Троесловине" алла тытса пăхрĕç, Иакинф аттен ăслăлăхри ĕçне чăн-чăн паттăрлăхпа танлаштарчĕç.

Владимир Аврелькин, Лю Ли тата унпа пĕрле килнĕ ушкăн /йышра Аньхой университечĕн Раççее тĕпчес тĕлĕшпе ĕçлекен центрăн директорĕ Ши Хуншен, Аньхой провинцине аталантарас енĕпе ĕçлекен комитет директорĕ Чшан Шаочунь, "Вань Шэнь" ООО директорĕ Го Фэн тата ыттисем те/ музей çывăхĕнчи парки Никита Бичурин палăкĕ умне чечек çыххисем хучĕç. Ун хыççăн делегаци Шупашкара çул тытрĕ.

Надежда СМИРНОВА.