Сывă ăру ÿстерме

14 Июл, 2016

Паян Правительство çуртĕнче Республикăри общество палатин итлевĕ иртрĕ.

Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен тата Чăваш Енри палата членĕсем, общество организацийĕн представителĕсем сывă ăру çитĕнтерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Мероприятие Мускав хăни, бобслей енĕпе палăрнă спортсменка, «Россия-2» каналăн редакторĕ Ирина Скворцова хутшăнчĕ.

Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, спорта аталантарас тĕлĕшпе республикăри влаç органĕсемпе общество организацийĕсем кулленех нумай ĕç пурнăçлаççĕ. «Ачана мĕн пĕчĕкрен сывă та тĕрĕс пурнăçа вĕрентмелле, ку ыйтăва кая, чир-чĕр вăй иличчен, хăварма юрамасть. Паллах, çакă çемьери культурăран нумай килет», — пĕтĕмлетрĕç пухăннисем.

«Докладсене тишкерÿллĕ виçсе хакланă май çакна калама пултаратăп: кунта лару-тăру япăх мар, кăтартусем те савăнтараççĕ», — журналистсене пĕлтерчĕ Ирина Олеговна.

А.ИЗМАН.