- Чăвашла верси
- Русская версия
ЧЕЙПЕ КОФЕ ВЫРĂННЕ - ВИТАМИН ШĔВЕКĔ
Хырăм ай парĕн шыççипе /панкреатит/ аптрасан эмел курăкĕсем аван пулăшаççĕ. Тĕпрен илсен ват шĕвекĕ тухассине йĕркелекен курăксемпе усă курмалла.
Тĕслĕхрен, 1-ер апат кашăкĕ сарă кушак урине /бессмертник/, пилеш курăкне /пижма/, эмел курăкĕн /ромашка лекарственная/ чечекне, хăлха çакки курăкĕн /одуванчик/ тымарне, сысна курăкне /спорыш/ тин вĕренĕ 1 литр шыва ярса 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер стакан ĕçмелле. Шĕвек хырăм ай парĕн ĕçне лайăхлатать, шыçнине чакарать.
Çулла çак тĕллевпех шăнăр курăкĕн /подорожник/ чĕрĕ сĕткенне ĕçмелле. Çулталăкĕпех сырлан /облепиха/ çăвĕпе çак схемăпа сипленмелле: ăна кунне 3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле, 3 уйăх тăхтамалла та каллех тепĕр уйăх ĕçмелле. Панкреатит язва чирĕ е эрозиллĕ гастрит аптратнă чухне аталансан сырлан çăвĕ уйрăмах пулăшать.
Чей е кофе вырăнне витамин шĕвекĕ ĕçни усăллă. Пĕрер ывăç шăлан, сырлан, пилеш çырлисенчен тата пĕр чĕптĕм пĕтнĕк çулçинчен чей вĕретмелле. Ăна çулталăкĕпех ĕçсе пурăнсан витĕмĕ уйрăмах пысăк пулĕ.
Унсăр пуçне рациона фенхель хушнă тата купăста апачĕсем кĕртмелле. Ыратни выçă тытсан иртет, çак тапхăрта сĕлтĕллĕ минерал шывĕ кăна ĕçмелле. Кайран диетăна пăхăнмалла.
Мĕн пур кĕрпене /хура тулсăр пуçне/ пахча çимĕç гарнирĕпе улăштармалла.
Панкреатит чухне апатăн пысăк пайĕ белокли пулмалла. Шăпах белок ĕнтĕ хăй ĕçĕнче хырăм ай парĕн клеткисемпе усă курать. Белок çăл куçĕ - чăх шур ашĕ, пăру какайĕ, çусăр ĕне ашĕ. Шывра е пăспа кĕçермелле, катлет хатĕрлесен тата лайăхрах.
Духовкăра пĕçернĕ фаршланă кабачок, помидор, баклажан, патиссон, кавăн усăллă. Апата тăтăшрах тата пĕчĕк виçесемпе çимелле.
Яшкапа асăрхануллăрах пулăр, нимĕр яшка е тăрă пахча çимĕç шÿрпи юрать.
Пĕр куна - тĕслĕх меню
Пĕр куна - 200 грамм типĕ çăкăр тата 30 грамм сахăр.
Кашни апат умĕн - курăк шĕвекĕ.
Кашни апат хыççăн - 1 стакан витамин чейĕ.
Ирхи апат: пăспа пĕçернĕ какай катлечĕ - 110 грамм, сĕтпе пĕçернĕ сĕлĕ пăтти - 150 грамм.
Иккĕмĕш ирхи апат: пĕçернĕ чăх шур ашĕ - 110 грамм, çусăр тăпăрчă - 130 грамм.
Кăнтăрлахи апат: ун умĕн - курăк шĕвекĕ тата шăнăр курăкĕн сĕткенĕ е сырлан çăвĕ, унтан купăстапа çĕр улмирен пĕçернĕ нимĕрленĕ яшка - 250 грамм, пăспа пĕçернĕ какай фрикадельки - 110 грамм, пан улми-кишĕр нимĕрĕ - 130 грамм.
Каçхи апат: пăспа пĕçернĕ 2 çăмарта шурри хăпартмăшĕ фенхельпе, чăх катлечĕ - 110 грамм. Çĕрлене хирĕç - улма-çырларан ксилит хушса пĕçернĕ кĕсел.
Комментировать