Турист çулĕ ан мăклантăр

13 Июл, 2016

Тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче этнокомплекс тăвасси пирки çирĕм çул каяллах калаçнă. Пĕр вăхăтра унăн строительствине пуçăнма республика бюджетĕнчен 500 пин тенкĕ уйăрнăччĕ те — этнокомплексăн макетне Чăваш наци конгресĕнче, проект институтĕнче сӳтсе явнăччĕ. Анчах лав çав-çавах вырăнтан тапранаймарĕ.

Шанчăка çухатман

Чăннипех çапла. Вăхăтран-вăхăт общественноç асăннă ыйтăва хускатсах тăчĕ. Акă тинех, çĕнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш вунăçуллăхĕнче, пăр тапранчĕ темелле: «Чăваш Енри халăх ушкăнĕсем» /Этническая Чувашия/ туризмпа кану кластерне тума пуçларĕç. Вăл федерацин «Раççей Федерацийĕн шалти тата тулашри туризмне аталантарасси /2011-2018 çулсем/» тĕллевлĕ программипе килĕшӳллĕн пурнăçа кĕрсе пырать.

Проект пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха. Мĕнле тĕллевсене шута илсе хатĕрленĕ ăна? Чăвашсем хăйсен аваллăхĕпе палăраççĕ. Тĕпчевçĕсемпе ăсчахсем пирĕн тăван чĕлхе сахалтан та 5 пин çулта теççĕ. Поэтсем вара чăваш халăхне «çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ ăсти» тесе мухтаççĕ. Тата пире амазонкăсемпе çыхăнтарни те пур. Амазонка «ама çын» сăмахсенчен пулнă имĕш. Вĕсен тумĕ пирĕн пикесенни пек пулнине палăртаççĕ. Сăмахран, мăн-мăн кукамайсемпе асаннесем шлема аса илтерекен, пăт ытла таякан тухьяпа хушпăва е кăкăр умне çакакан амапа шӳлкемене капăршăн çеç çакса çӳренĕ тенине ĕненме те йывăр. Апла тăк туризм ĕçĕнче мĕншĕн çакăнпа усă курас мар? «Чăваш Енри халăх ушкăнĕсем» кластера хатĕрленĕ чухне шăпах çак самантсене шута илнĕ те.

«Чăваш Енри халăх ушкăнĕсем» кластер икĕ проекта — тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» паркра «Амазони» этнокомплекса тата Шупашкар районĕнче «Ясна» этноэкологи комплексне тăвассине — çыхăнтарать. Çаксем иккĕшĕ те çĕнĕ строительство шутланаççĕ. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 130 гектар ытла йышăнать, Шупашкарта — 60 гектар ытла.

«Амазони» — чăвашсен мухтавĕ

Чăннипех çапла пуласси пирки иккĕленӳ çук. Вăл мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе çак кунсенче вырăна çитсе паллашрăмăр. Йышра ЧР культура министрĕн заместителĕ Иван Архипов та пулчĕ. Иван Петрович каласа панинчен çакна пĕлтĕмĕр: Чăваш Енри халăх ушкăнĕсем» туристсен рекреаци кластерне йĕркелени Чăваш Ене туристсене илĕртессине çулталăкра виçĕ хут ӳстерме — 250 пин çынран 747,6 пине çитерме — май парĕ, хăна çурчĕсен инфратытăмне 24,86 пин тăваткал метр чухлĕ пысăклатма пулăшĕ, çавăн пекех 1614 çын валли ĕç вырăнĕ туса парĕ.

Инвестици проектне 2013-2015 çулсенче пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен 555,1 миллион тенкĕ /2013 çулта — 59,6; 2014 çулта — 245,5; 2015 çулта — 250,0/ уйăрнă.

Раççей туризмĕ çак кунсенче федераци бюджетĕнчен «Чăваш Енри халăх ушкăнĕсем» туристсен рекреаци кластерне тума 182 миллион та 848 пин тенкĕ уйăрса парасса пĕлтернĕ, республика бюджетĕнчен — 26 миллион та 189 пин тенкĕ. Çак укçапа «Амазони» этнокультура комплексĕнчи автоçул строительствине вĕçлеме, Шупашкар хулин Мускав çыран хĕррин пĕрремĕш тапхăрĕн реконструкцине пурнăçлама усă курĕç.

Строительствăн пĕрремĕш тапхăрне 2019 çулччен — Шупашкар хули 550 çул тултарнă тĕле — вĕçлеме палăртнă.

Мĕн тунă?

Çак ыйту пурне те канăç­сăр­лантарать, кăсăклантарать, мĕншĕн тесен строительство ĕçĕсене пуçăннăранпа виçĕ çул çитрĕ. Паллах, эпир Иван Архипова та патăмăр çак ыйтăва. Телее, хурав илнисĕр пуçне çав объектсемпе паллашма та пултартăмăр. Чи йывăр ĕçсене — электричествăпа, газпа, шывпа тивĕçтерессипе çыхăннисене /ахаль çын куçне курăнманнисене/ — çĕр проценчĕпех пурнăçланă. Кабель линийĕсене «Çурçĕр» подстанцирен культурăпа кану паркне çитернĕ, паркра пилĕк трансформатор подстанцийĕ, электроэнергие пайлакан пĕр подстанци вырнаçтарнă, пысăк напряжениллĕ тата пĕчĕк напряжениллĕ кабель линийĕсем хывнă. Çавăн пекех шывпа, газпа тивĕçтерекен тытăмсене хута янă.

Хальхи вăхăтра транспорт инфратытăмĕпе çыхăннă тăватă участокра строительство ĕçĕсем пыраççĕ: дамба тунă çĕрте, «Амазонленд» комплекс, «Амазони» аквапарк патне пыракан çулсене тата В.Соколов автоçулне тăваççĕ.

Кусем — саккасçă вăйĕпе пурнăçланакан ĕçсем. Инвестор — Мускаври «ТРИгрупп» АХО — вăйĕпе бюджет тулашĕнчен килекен укçа-тенкĕпе «Семь холмов» суту-илӳ центрĕпе юнашар «Юратакансен картлашкисене» тата илĕртӳллĕ кӳлле тунă. Халĕ вăл хулари çамрăк мăшăрсен чи юратнă вырăнĕ пулса тăнă. Кӳлĕ нихăçан та типмĕ, унта кирлĕ чухне шыв тултарсах тăрĕç. Администраци комплексне тума пуçланă ĕнтĕ. Унăн пĕрремĕш хутĕнче чăваш апачĕпе сăйлакан «Шыв арманĕ» ресторан пулĕ. Аквапаркăн, хăна çурчĕн комплексĕн проектпа смета документацине хатĕрлеççĕ.

Иван Петрович çавăн пекех «Тухья» комплекс çĕкленмелли вырăнпа та паллаштарчĕ. Мĕн пулĕ-ха унта? Чăваш пурнăçĕн, йăли-йĕркин, культурин музейĕ. Ăна тунă чухне чăваш историкĕсен, ăсчахĕсен шухăшĕсене, сĕнĕвĕсене шута илĕç. Музей çуртне чăваш пикин тухйи евĕрлĕ тăваççĕ. Çакă та туристсемшĕн кăсăклă пулĕ.

Этнокомплекса илсе пыракан тĕп çул çинче те ĕç вĕресе тăрать. Вăл антика вăхăтĕнчи саманта аса илтерет. Кунти скульптурăсем, тĕпрен илсен амазонкăсем, хула çыннисемпе туристсене юмах тĕнчине йыхравланăн кĕтсе илĕç. Инвестор ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх — скульптурăсене Италире хатĕрлеççĕ.

Таса ял

«Ясна» этноэкологи комплексĕ Шупашкар районĕнчи Кăшавăш ял тăрăхĕнче вырнаçнă. Кунта та электроэнергипе, газпа, шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçланă. Транспорт инфратытăмне туса çитерес тĕлĕшпе ĕç­леççĕ. Тĕрĕссипе, пĕлтĕрех вĕçлемелле пулнă ăна, анчах «Чăвашавтодор» организацин айăпне пула ĕç тытăнса тăнă. Халĕ çул тăвас ĕçе «Гарант» компание шанса панă, вăл умри тĕллевсене пурнăçлама пуçланă ĕнтĕ.

Инвестици компанийĕн ĕçĕ­­­сем те вырăнта тăмаççĕ, бюджет тулашĕнчи укçа-тен­кĕпе хăнасене йышăнакан виçĕ çурт çĕклесе лартнă тата виççĕшĕнче хĕрӳ ĕçсем пыраççĕ. Руна музейĕн, сывлăха çирĕплетекен комплексăн проектпа смета документацийĕсене хатĕрлесе çитернĕ, тĕрĕс апатланăвăн центрĕн проектпа смета хучĕсене хатĕрлеççĕ. Ку енĕпе «Ясна» этнокомплекс» коммерциллĕ мар партнерствин директорĕ, «ТРИгрупп» АХО проект менеджерĕ Марина Федорова хастарлăх кăтартать.

«Яснан» пуласлăхне мĕн­лерех кураççĕ-ха партнерство ĕçченĕсем? Çак лаптăкра — 58 гектар çинче — экологи тĕлĕшĕнчен таса ял ӳссе ларĕ. Ăвăсран, хыртан, чăрăшран хăпартнă çуртсене кĕрсе куртăмăр. Сывлăшĕ уçă, урай, мачча, стена — çап-çутă. Сĕтел-кравачĕ те ятарласа çав материалранах тунăскер. Пӳлĕмсене алĕç ăстисен хатĕрĕсемпе «тумлантарнă». Чун савăнать çак илеме курсан.

Малашлăхра кашни çуртра пĕр-пĕр промысла-ремеслапа — пыл туса илекенсен, чӳлмек тăвакансен, тимĕрçĕ ĕçĕпе пурăнакансен, пир тĕртекенсен, тĕрĕ тĕрлекенсен тата ыттисен — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма тĕв тытнă. Ăстасем кунтах пурăнĕç, туристсене йышăнĕç, экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç туса илĕç.

Строительство ĕçĕсем пы­­­ни туристсене йышăнма чăрмантармасть-мĕн. Кунта иртнĕ çул Раççейри чи пысăк «Отдых в России» издательство компанийĕн журналисчĕсемпе фотографĕсене йышăннă. Кăçал та килсех çӳреççĕ. Шкул ачисемпе туслă çыхăну йĕркеленĕ. Эпир пулнă кун «Ясна» комплекса Шупашкарти социаллă пĕр центрăн ветеранĕсем пулчĕç. Юлия Аверкиева хĕвеллĕ ăшă кун çут çанталăка тухса курнишĕн кăмăллă пулнине палăртрĕ. Елена Клементьева ватăсем валли «Авалхи чăвашсен асамлă уçланки» этнографи экскурсийĕ ирттерчĕ. Кунтах — Чăваш Ен çут çанталăк палăкĕ — Киремет юманĕ. Пиллĕкмĕш ĕмĕре çитнĕ теççĕ ун пирки. Эпир те çитсе куртăмăр ăна. Ытамлама хăтлантăмăр — виçĕ çын алли çитмерĕ.

Пĕр ĕмĕр каялла ăсталанă кĕлет те пур кунта. Ăна çак районти пĕр ялтан куçарса килнĕ. Юмана касса кăларнă таканана та çĕнĕ пурнăç парнеленĕ. «Ялсенче упранса юлнă авалхи япаласемпе сывпуллашма ан васкăр, пирĕн пата илсе килĕр», — теççĕ «Ясна» экокомплекс хастарĕсем.

Надежда СМИРНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнӳкерчĕкĕсем

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.