Шупашкарта - çĕнĕ палăк

8 Июл, 2016

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕ — Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ. Чунтан савакансем, мăшăрсем çак уявра пĕр-пĕрне салтак тÿми чечекĕ парнелеççĕ.

13-мĕш ĕмĕрте Муромра пурăннă Петĕрпе Феврони çветтуйсене Христос тĕнне ĕненекенсем çемье хÿтĕлевçисен вырăнне хураççĕ. Петрпа Феврони пурăннă вăхăртах ытти мăшăршăн тĕслĕх пулса тăнă. Тасан, хитрен юратма пĕлнĕ вĕсем. Петĕр йывăр чирленĕ. Кнеçе Рязань тăрăхĕнчи Ласковая ялĕнчи вăрманçă хĕрĕ Феврони сыватнă. Чиперккене Петĕр качча илнĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе питĕ юратса, килĕштерсе пурăннă. Çут тĕнчерен те пĕр кунрах — утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче — уйрăлнă.

Унтанпа тĕне ĕненекенсем çак кун çемье управçисене чыслаççĕ. 2008 çултанпа эпир ăна Раççейре уяв пек анлăн паллă тăватпăр. Кашни çулах утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче хуласенчи тата район центрĕсенчи мăшăрлану керменĕсенче нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене чыслаççĕ, «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа е унăн медалĕпе хавхалантараççĕ.

Ĕнер Шупашкарта, арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕпе юнашар, çемье управçисене — Петĕрпе Февроние — халалланă палăк савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Хулан çыран айккине икĕ çул каяллах илемлетме пултарнă вăл. Проекта тÿрех çирĕплетнĕ, анчах та укçа-тенкĕ енчен йывăртарах пулнипе скульптура хут çинчех тăрса юлнă. Унпа темиçе уйăха яхăн Дон çинчи Ростов маçтăрĕсем ĕçленĕ, палăка бронзăран шăратса кăларнă. Çветтуйсен сăнарĕсене чун кĕртекенсем — Сергей Исаков скульпторпа Валерий Бобков художник. 6 метра яхăн палăк 3 тоннăна яхăн таять. Скульптурăра Петĕрпе Феврони сăнланнă, вĕсен алли çинче çемьепе тăнăçлăх символĕ — кăвакарчăн — ларать. Çветтуй кĕлеткесен пуçĕ çийĕнче хĕреслĕ пирĕшти ярăнса вĕçет.

Петĕрпе Февроние халалланă палăка уçнă çĕре ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов, Чăваш митрополийĕн Пуçлăхĕ Варнава тата ыттисем те хутшăннă.

Елена АТАМАНОВА.

ФОТОРЕПОРТАЖ

 

Рубрика: