Ыттисемшĕн — ырă тĕслĕх

8 Июл, 2016

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ çемье институтне çирĕплетес енĕпе пысăк çитĕнÿ тунăшăн Чăваш хутлăхĕнчи ятлă-сумлă çынсене, çур ĕмĕр ытла кун-çул сукмакне пĕрле такăрлатакан, çураçупа килĕшÿре пурăнакан, йышлă ывăл-хĕр çуратса вĕсене халăха юрăхлă çитĕнтернĕ ашшĕ-амăшĕнчен пиллĕкĕшне «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе /кăçал çак чыса тивĕçнĕ 6-мĕш çемьене РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич маларах сумланă/ тата сакăр мăшăра Чăваш Республикин «Юратупа шанчăклăхшăн» орденĕпе наградăланă.

Шупашкар хулинчи Крыжановскисене утă уйăхĕн 8-мĕшĕ харăсах виçĕ уявпа савăнтарнă: вĕсем ордена тивĕçнĕ, Çемьепе юрату тата шанчăклăх кунĕпе тата Валерий Ивановичăн 75 çулхи юбилейĕпе парнесемпе саламсем йышăннă.