Туслăха шур юр хуплаймĕ

7 Июл, 2016

Патăрьелĕнчи Александр Ильичпа Зинаида Викторовна Махмутовсем 60 çул ытла пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Туслă мăшăр 5 хĕр çуратса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă, туй туса мăшăрлантарнă. Паян сакăр мăнукĕпе тата пилĕк кĕçĕн мăнукĕпе хĕпĕртеççĕ вĕсем. Çак телейрен пысăкрах савăнăç пур-ши тĕнчере?

Раштав сивви пек

1955 çулта мăшăрланнă вĕсем. Александр Ильич Патăрьелĕнче çуралса ÿснĕ, Зинаида Викторовна вара - Çĕнĕ Ахпÿртре. Кÿршĕ ялсенче пурăннă пулсан та шăпа вĕсене Мускав облаçĕнчи Солнечногорск хулинче туслаштарнă. Иккĕшĕ те унта вербовкăпа торф кăларма кайнă. Маттур каччăпа илемлĕ сăн-питлĕ хĕр пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштернĕ. «Эпир хальхи çамрăксем пек юрататăп тесе калама та вăтаннă», - аса илет иртнине кил хуçи. Çамрăксем раштавра пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Çавăнпах вĕсен туслăхĕ те раштав сивви пек çирĕп пулнă-тăр.

Иккĕшĕ те чылай терт-нуша курнăран пурнăç тути-масине аван ăнланнă. Юратăва, туслăха туптама вăл та пулăшнă.

Мускав облаçĕнчен таврăнсан Александр Ильич Канашри механизаци училищине вĕренме кайнă. Ун хыççăн Патăрьелĕнчи МТС-ра ĕçленĕ. «Мана трактортан кăкаракан С-6 комбайн çирĕплетсе пачĕç, - терĕ вăл иртнине куç умне кăларса. - Ун чухне механизаторсем çитместчĕç. Çавна май «Красное знамя» колхоза ячĕç».

Машинăпа трактор станцийĕнчи техникăна хуçалăхсене хăйсене салатса панă хыççăн ăна урăх ĕç сĕннĕ. Урăхла каласан, МТС саланнă хыççăн районта «Сельхозтехника» пĕрлешÿ йĕркеленнĕ. Вăл вăхăтра выльăх-чĕрлĕх фермисене механизацилесси вăй илнĕ. Витесене шыв кĕртесси, ĕнесене аппаратпа сумалла, тислĕке транспортерпа кăлармалла тăвасси ятарлă бригада çинче пулнă. Ăна ертсе пыма Александр Ильича шаннă. Каярахпа унăн бригадине «Чувашсельхозмонтаж» трестăн 5-мĕш механизаци колоннине куçарнă. Вĕсем районти тĕрлĕ колхозри фермăсенче ĕçленĕ. Ача садĕнчи, шкулти хутса ăшăтмалли тытăма хута ярассине те хăйсем çине илнĕ. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăран Александр Махмутова хăй вăхăтĕнче «Хисеп Палли» орденпа чысланă. Çавăн пекех вăл «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ строителĕ» ята та тивĕçнĕ. «Ÿркенмен эпĕ, хăть мĕнле ĕçе те кăмăлланă. Мăшăрланнă хыççăн виçĕ çултан уйрăлса тухрăмăр. Малтан йывăç çурт лартрăмăр, кайран - кирпĕч. Çемье пысăкланнă май ун çумне хушма çурт тĕксе хутăмăр», - малалла тăсăлать калаçу. Чăн та, çурчĕ аслă вĕсен, пÿлĕм çине пÿлĕм. Ача-пăча йышлă çитĕнни çакăнтанах палăрать.

Килти ĕç-пуç ытларах мăшăрĕ çине тиеннĕ. Хĕрĕсене те ачаранах ĕçпе пиçĕхтернĕ вĕсем. Зинаида Викторовна «Батыревский» совхозра тăрăшнă. Хушма хуçалăхра та чылай выльăх тытнине пĕлтерчĕ хĕрарăм. «Хур-кăвакал та нумай усранă. Ачасене тăрантарас, тумлантарас тесе тăрăшаттăмăр. Выльăх сутса укçа тăваттăмăр. Мĕнле чăтнă-ши?» - терĕ вăл.

Ăна та «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» тата Ача амăшĕн медалĕсемпе чысланă. Махмутовсем иккĕшĕ те - ĕç ветеранĕсем.

«Эпĕ – телейлĕ хĕрарăм»

Пурнăç юханшыв пекех аслă. Унта ăшăх вырăн та, авăр та, шыв айĕнчи чулсем те пур. Пĕр-пĕрне ăнлансан, пулăшсан, юратсан çеç унтан ишсе тухма май пур. Махмутовсене шăпах çак ушкăна кĕртес килет манăн. Туслă мăшăр паян та пĕр-пĕрне савать. «Эпĕ чăтма çук телейлĕ хĕрарăм, - кăмăллăн калаçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. - Санькка мана сăра-эрех ĕçсе тарăхтарман, пÿрнепе тĕкĕнме мар, сивĕ сăмах та каламан. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ. Вĕсемпе шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлени халĕ те куç умĕнче. Ахальтен мар хĕрсем ашшĕне ытларах килĕштереççĕ пек туйăнать».

Махмутовсен ачисем тăван йăваран вĕçсе тухса саланнă. Надя хăйĕн çемйипе Ржевра пурăнать, Вальăпа Таня - Шупашкарта. Любăпа Вера ашшĕ-амăшĕнчен аякра мар, Патăрьелĕнчех тĕпленнĕ. Кашни кунах çÿреççĕ вĕсем патне. Пысăкрах ĕçсем тумалла чухне пурте пухăнаççĕ. Акă аслисем пусă чавма шухăшланă, ачисем вара кар тăрса ĕçе тытăннă. Çĕрулми лартнă-кăларнă е ытти ĕçе пурнăçланă чухне те пĕрле тăрăшаççĕ. Хĕрĕсем пĕр-пĕринпе çав тери туслă çитĕннине палăртрĕç ашшĕпе амăшĕ. Çав туслăх паян та сыхланса юлнă вĕсен хушшинче. «Пире пăхнăшăн ачасене тав тăватпăр. Кĕрÿсем те маттур, мăнуксемпе вара чунран савăнатпăр», - хĕпĕртерĕ аслă ăру.

Тăхăр теçеткене çывхаракан ватăсен сывлăхĕ хавшанă пулсан та юрату сÿнмен, çулсем иртнĕçемĕн вăл çирĕпленнĕ çеç. Пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланаççĕ вĕсем. Ахальтен мар ĕнтĕ Махмутовсене Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2012 çулта «Юратупа шанчăклăхшăн» орден парса хавхалантарнă. Çак чыса тивĕçлĕ вĕсем. Тăван çĕршыва юрăхлă ачасем çуратса ÿстернĕ, иккĕшĕ те ĕç паттăрĕсем пулнă, çемьери юратăва упранă. Телей тилхепине пĕччен мар, ĕмĕрĕпех иккĕн тытса пынă, йывăрлăха парăнман. Çавăнпа пурнăç сукмакне паянхи кунччен пĕрле такăрлатаççĕ те.

Патăрьел районĕ.

Валентина ПЕТРОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.