- Чăвашла верси
- Русская версия
Каспи шывĕпе çăвăнакан хĕвеллĕ Бакура...
Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте.
Мĕн чухлĕ палăк хăпартнă пурнăçран кайнă генисене халалласа, мĕн чухлĕ музей уçнă. Акă, сăмахран, азербайджансен пĕрремĕш халăх поэчĕн Самед Вургунăн çурт-музейĕ. Вăл лирикăн, драматургăн, куçаруçăн юлашки çулсенче хăй пурăннă ултă пÿлĕмлĕ хваттерĕнче вырнаçнă. Унта та кĕрсе куртăмăр. Виçĕ пÿлĕмĕнче нимĕн те улăштарман — йăлтах хăй ĕçленĕ чухнехи пек: çыру сĕтелĕ, ун çинче юлашки алçырăвĕсем, мăшăрĕн Хаверăн сăнÿкерчĕкĕ, авторучка, туртса пĕтермен пирус тĕпĕсем, хăй кăмăлланă фиалка чечекĕ /паллах, чĕрри мар/. Çак сĕтел çинче унăн «Вагиф», «Фархад и Ширин» тата ытти пьеси çуралнă. Çывăхрах — пукансем, кĕнекепе лăк тулли шкапсем, рояль... Ытти виçĕ пÿлĕмĕнче поэтпа çыхăннă япаласем упранаççĕ. «Пĕрре те япăх мар пурăннă Вургун», — ырă туйăмпа ăмсанса калаçрĕç тĕрлĕ çĕршывран пуçтарăннă çамрăксем. Музейре — 20 пине яхăн экспонат. Вĕсен йышĕнче чи хаклисенчен пĕри — сехет. Ăна 50-ри çыравçăн чĕри тапма пăрахсан, 1956 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче, мăшăрĕ чарнă.
«Пурнăç пылак шерпет пекех: мĕн чухлĕ нумайрах пурăнатăн, çавăн чуль ытларах пурăнас килет» теме кăмăлланă Вургун вырăс классикĕсен сахал мар сăвви-поэмине куçарнă «Александр Пушкинăн «Евгений Онегинĕ» азербайджанла вырăслинчен те илемлĕрех янăрать», — теççĕ Баку енче. Ашшĕ-амăшĕн чĕлхи кирек камшăн та çывăхраххипе çыхăннă пулĕ-ха та ку, çапах каларăш пулса тăнăскер кăсăклăх çуратать. Тăван халăхне кăна мар, тĕнче литературине те пысăк еткер парса хăварнă, килтен яллă вырăнсене ятарласа тухса кайса уйăхĕ-уйăхĕпе халăхпа калаçса çÿренĕ Самед Вургунăн икĕ ывăлпа пĕр хĕр: Юсуф — азербайджан халăх çыравçи, Вагиф — халăх поэчĕ, Айбяниз — культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Тĕлĕнмелле вĕт.
Поэт кунĕнчи тĕп уяв тинĕс хĕрринче вырнаçнă Пĕтĕм тĕнчери мугам /азербайджан халăх юрри-кĕввин пĕр тĕсĕ/ центрĕнче каç кÿлĕм пуçланчĕ. Унта сăвăсем çур çĕр çитичченех янăрарĕç. Çулланнă талантсемпе пĕрлех çамрăксем те хăйсен сăввисене вуларĕç. Çав шутра пирĕн делегаци йышĕнчи сăвăçсем те — тутар арĕ Ленар Шаех, кăркăс пики Нарсулуу Гургубаева, гагауз чиперкки Ольга Каратан... Лăк тулли зал кашни сăвă хыççăн тăвăллăн алă çупрĕ, темиçе телеканал сюжет ÿкерчĕ. Чăваш Енри поэзи уявĕсенче, сăвă калакансен конкурсĕсенче пушă вырăнсăр зал пулнине асăрханă-и эсир? «Азербайджан — поэзи çĕршывĕ», — тесе ахальтен каламаççĕ çав. Нумаях пулмасть унта çамрăк тутар поэчĕсен антологине азербайджанла кăларнă та — кĕнеке презентацине те хутшăнма тÿр килчĕ. Антологие тăванла халăхăн 23 сăвăçин лирика хайлавĕсем кĕнĕ. Тĕрĕк халăхĕсен çамрăк поэчĕсен сăввисен çакăн йышши пуххисене Бакура малашне те кăларасшăн. Палăртса хăварам: Чăваш Енре те хисеплеççĕ ют çĕршыв поэзине. Çакна çирĕплетсе 2004 çулта Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнче Низами Гянджави палăкне лартнă.
Режиссерсем куç хывнă хула
Халĕ виçĕ миллион ытла çын пурăнакан Баку хулин авалхи пайне кино ÿкерекенсем совет тапхăрĕнчех асăрханă, картинăна ют çĕршывра ÿкермелле чухне çавăнта çул тытнă. Çапла майпа Баку Тегеран, Стамбул, Буэнос-Айрес, чикĕ леш енчи ытти хула пулса тăнă. Хăйне евĕр пейзаж Голливуд режиссерĕсене те ÿкерĕве кунта йĕркелеме хистет. 5500 çултан аслăрах хула илĕртмесĕр тăма пултараймасть те ĕнтĕ.
Чул стеналлă, чул çуллă, тăм мунчаллă урампа хăпарнă чухне Леонид Гайдайăн 136 çĕршывра кăтартма тивĕç пулнă «Бриллиантовая рука» картининчи Семен Горбунков çурт хыçĕнчен сиксе тухассăнах туйăнчĕ. Илемлĕ фильма шăпах авалхи хулара — Ичери Шехерта — ÿкернĕ-çке-ха. Ытла та палланă вырăнсем. Кунта вун-вун хут пулнă тейĕн. Ĕлĕкхи архитектурăна упраса хăварнă çуртсенче çынсем пурăнаççĕ. Вĕсен пÿрт умне лартнă чаплă машинисене шута илмесен унта йăлтах темиçе ĕмĕр каяллахине аса илтерет.
Ку фильма кăна ÿкермен Бакура. Владимир Чеботаревпа Геннадий Казанский «Человек-амфибия» картинăна калăпласа палăрнă. «Тегеран-43», «Не бойся, я с тобой», «Это сладкое слово — свобода», «Бременские музыканты», «Дронго», «И целого мира мало» тата ытти лентăра Баку урамĕсене, Каспи тăрăхĕнчи тавралăха палласа илме пулать.
Хăй вăхăтĕнче Азербайджана режиссерсем иленнĕ пулсан халĕ ку тăрăха туристсем те кăмăллаççĕ. Юлашки виçĕ çулта кăна туризмран республика хыснине кĕрекен укçа виçи 58 хут ÿснĕ. Курмалли вара, чăнах та, самай. Кавказри чи пысăк хулара çул çÿрекенсене Хĕр башни, Ширваншах керменĕ, Патшалăх ялавĕн тÿремĕ, Гобустанри çут çанталăк управĕ, музейсем уйрăмах кăсăклантараççĕ. Музейсем тенĕрен, вĕсем шутсăр нумай Бакура: истори, искусствăсен, паянхи ÿнерĕн, кавир... музейĕсем. Чи тĕлĕнтерекенни маншăн питĕ пĕчĕк кĕнекесен музейĕ пулчĕ. Вăл Ичери Шехерта вырнаçнă, Ширваншах керменĕпе юнашар. 2002 çулта уçăлнă аваллăх управçипе кирек кам та тÿлевсĕрех паллашма пултарать.
Зарифа Салаховăна 1982 çулта Пĕтĕм союзри кĕнеке вулама юратакансен Мускавра вырнаçнă ирĕклĕ пĕрлешĕвĕн çуртĕнче Иван Крыловăн 1835 çулта пичетленсе тухнă пĕтĕм юптарăвĕн пĕчĕк калăпăшлă пуххине 23 тенкĕпе туянма сĕннĕ. Ун пек кĕнекене вăл пирвайхи хут шăпах çавăнта курнă. Курнă та... «чирлесе» кайнă. Пуçтарма тытăннă. 32 çулта 68 çĕршывра çĕр-çĕр чĕлхепе кăларнă 7500 мини-кĕнеке пухнă. Вĕсем паян пурте музейре вырăн тупнă. Çапла майпа АР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Азербайджанри кĕнеке вулама юратакансен обществине 34 çул ертсе пыракан Зарифа Салаховăн коллекцийĕ Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕнĕ. Тĕнчере кунашкал пуян музей урăх çук. Фондри кĕнекесен 2913-шĕ 75x75 миллиметр калăпăшлă. Унсăр пуçне Японири Токиора кăларнă тăватă микрокĕнеке пур кунта. Пĕрин калăпăшĕ — 0,75x0,75, виççĕшĕн — 2x2 мм. Лейпцигра тухнă кĕнеке кăшт пысăкрах: 2,0x2,9 мм, Мюнхенра кун çути курнă тăватă микрокĕнеке вара 3,5x3,5 мм калăпăшлă. Ал лаппи çине хурсан та аран çеç курăнакан çак кĕнекесене ятарлă лупăсăр вулаймăн. Мĕнле кăна çыравçă кĕнеки çук-ши кунта? Вĕсен йышĕнче — тутарсен Габдулла Тукайĕн, Муса Джалилĕн, чăвашсен Константин Ивановĕн арçын кĕпин умри пĕчĕк кĕсйине кĕрекен кĕнекисем. Коллекци авторĕнчен, музей ертÿçинчен килен-каян тĕлĕнсе пĕтереймест. «Епле майпа хăвăр тĕллĕн çавăн пек пысăк мул пухма пултартăр?» — çуралать чылайăшĕн ыйту. Зарифа чикĕ леш енне пĕрмай тухса çÿрет. Лондонра пулать е Берлинта, Пекинта е Парижра, Мюнхента е Брюссельте — яланах кĕнеке лавккисен авалхи кăларăмсен уйрăмне кĕрет. Теçетки-теçеткипе мини-кĕнеке туянса тухать. Хăй те пичетлесе кăларнă: 34 çулта — 174 кĕнеке. Культура ĕçченĕн чун киленĕçне кура тусĕсемпе пĕлĕшĕсем те тăван тăрăхран аякка кайсан ун валли парнелĕх кĕсье кĕнекисем илсе килеççĕ. Хăйĕн коллекцийĕн куравĕсене Кабулта, Мускавра, Киевра, Сиднейре, Анкарара, Парижра, Шанхайра тата ытти вун-вун хулара ирттерни те ăна пĕр шухăшлисене тупма пулăшнă.
Е тата хальхи вăхăтра туристсем Бакури Гейдар Алиев культура центрне курма çичĕ ютран ятарласа вĕçни тĕлĕнтермĕш пулăм мар-и? Хăватлă комплекса Заха Хадид архитектор проекчĕпе пилĕк çул хăпартса 2012-мĕшĕнче уçнă. Ăна çĕклеме вăл вырăнта пулнă завода урăх çĕре куçарса кайнă, 57 гектар лаптăка тасатнă. Центрта — аудиториум, музей, курав залĕсем, офиссем, киосксем вырнаçнă, территорире искусственнăй пĕве, кÿлĕ хута янă. Çутă малашлăха палăртакан шап-шурă тĕслĕ, геометрин тĕрлĕ кÿлепине пухнă евĕр ăсталанă центр çине тÿперен пăхсан Гейдар Алиев мĕнле алă пуснине пĕлме пулать — шăпах çавăн хурăмлă ăсталанă ăна. 2014 çулта культура центрĕ архитектура тĕлĕшĕнчен тĕнчери чи илемлĕ çурт ятне тивĕçнĕ.
Сăн ÿкерме юрамасть
Пилĕк талăк пурăннă вăхăтра мĕнле кăна мероприятие хутшăнмарăмăр-ши, ăçта кăна çитсе курмарăмăр-ши? Виççĕмĕш кунхине «Карабах — чĕресенче, калем вĕçĕнче» ятпа йĕркеленнĕ «çавра сĕтел» хушшинче Азербайджан халăхне уйрăмах пăшăрхантаракан ыйту тавра калаçнине итлерĕмĕр. Хăй вăхăтĕнче эрменсенчен самай нуша курнине манаймасть халăх, халĕ те Туçи Карабахра вĕсем хуçаланнине лăпкăн йышăнаймасть. Терроризмпа çине тăрса кĕрешесси те çавăнпах çыхăннă. Акă, тĕслĕхрен, Бакури метрополитен питĕ авалхи пулсан та çав тери илемлĕ. Анчах, шел те, çав капăрлăха фотоаппаратпа сăн ÿкерме юрамасть. Йĕркене пăссан темиçе талăклăха тĕрмене те хупма пултараççĕ.
Азербайджан Республикин Çамрăксемпе спорт комитетне те çитрĕмĕр. Çĕршывра çамрăксен 114 общество организацийĕ ĕçлет, вĕсене пурне те бюджетран укçа уйăраççĕ. Тĕпрен илсен, волонтерсемпе çыхăннă проектсене хастаррăн пурнăçлаççĕ вĕсем. Тĕрлĕ шайри мероприятисене хутшăнса çамрăксене тĕнче курма май туса параççĕ. Çĕршывпа, унăн историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе паллаштармашкăн хăйне евĕр проект тахçанах пуçарнă. Студентсем çуллахи вăхăтра аякри ялсене тĕллевлĕ кайса ĕçлеме, çапла майпа Азербайджан пирки ытларах пĕлме пултараççĕ. Комитет хастарĕсем саккун кăларакан орган, президент патне тĕрлĕ пуçарупа тухаççĕ. Сăмахран, тин çеç çемье çавăрнă мăшăрсене ытларах пулăшас, уйрăмах пуçаруллисене хавхалантарас, медицина пулăшăвне пĕчĕкрех хакпа илес тĕлĕшпе. Юлашки вăхăтра вăя кĕртме май килнĕ проектсем пирки каласа кăтартма ыйтсан «Азербайджан çамрăкĕсем» пĕрлĕх ертÿçисем мăшăрланма пуçтарăннă яшсемпе хĕрсен медицинăн тулли тĕрĕслевĕ витĕр тухмаллине каларĕç. Чăнах та, паянхи кун çын хăйĕн чир-чĕрĕ çинчен ыттисене каламасан та пултарать. Анчах ар çыхăнăвĕ, сывлăш урлă куçакан, сипленме йывăр чир-чĕр те пур-çке-ха. Çавăнпа ку йышăнăва хурлаймăн.
Тĕтĕм çинче пĕçернĕ апат
Тараватлăх — чылай халăхăн ырă йăли. Азербайджансем те килен-каяна сĕтел хушшинчен кăлармасăр тĕрлĕ апат-çимĕçпе сăйлама кăмăллаççĕ. Тутанмалли вара çав тери нумай. Паллă кулинар Тамир Амирасланов азербайджансен кухни чи авалхи тата чи пуянни иккенне тахçанах тĕпчесе çирĕплетнĕ. Ĕçме-çимепе тулли сĕтел çинче мĕнле кăна апат çук: ясмăк яшки, тĕрлĕ меслетпе пĕçернĕ плов, бозбаш, бастурма, саджа, кебаб, кюфта... Чылайăшне тĕтĕм çинче янтăлаççĕ. Кизякпа /типĕтнĕ тислĕк/ усă курнăран унта пурăнакансем сывлав органĕсен амакĕсемпе сайра нушаланаççĕ — ку тĕтĕм çын организмне паха витĕм кÿрет иккен. Иртнинче кайсан сĕткен сирпĕнекен гранат çисе киленнĕччĕ, хальхинче помидора кăмăлларăм: çăвартах ирĕлсе каять, хуппи те туйăнмасть. Ирĕксĕрех ыйту çуралать: пирĕн пасарсенче Азербайджанран тесе сутăнакан помидора унтанах кÿрсе килеççĕ-ши? Унтанах. Анчах вăл йăран çинчех пиçни мар, çул çинче курупкасенче хĕрелнĕрен тути Азербайджанрах пулса çитнипе танлашаймасть. Пурте пĕлеççĕ: унта пĕçернĕ варени-желене пĕтĕм тĕнче хапăл туса çиет. Ку хутĕнче аçтăрхан мăйăрĕнчен хатĕрленĕ варение астивсе куртăм — хуппипех вĕретнĕскере çисе тăранма çук. Ăна хатĕрлеме пĕрре те çăмăл мар иккен: пулса çитмен мăйăра татаççĕ, виçĕ-тăватă сехет — ятарлă шĕвекре, тăватă кун сивĕ шывра /паллах, ăна темиçе хут улăштарса/ ислетеççĕ. Улттăмĕш кунхине çеç виçĕ хутчен пĕçереççĕ, кашнинчех малтан сивĕтеççĕ. Çĕр çинчи 11 климат зонинчен 8-шĕ Азербайджанра пулнăран çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕрлĕ пахча çимĕç, курăк ÿсет: тĕштырăран пуçласа пальма çинчи банан таранчченех. Çакă та ырă витĕм кÿрет наци кухнине.
Франци çыравçи Анатоль Франс: «Аякра ирттернĕ пĕр кун тăван килте вунă çул пурăннинчен ытларах усă парать», — тесе ахальтен каламан. Çыннăн çÿремелле, тĕнче курмалла, анчах кирек ăçта кайсан та хамăр халăхпа, унăн пуян культурипе мăнаçланмалла. Пире, чи авалхи халăхсенчен пĕрне, ютра сума сăваççĕ. Чăваш Республикин ялавне тĕрĕк халăхĕсем пурăнакан çĕршывсенче «тĕнчери чи илемлĕ ялав» тениех — мухтанмалли самант. Çавăнпа хамăрăн çеç хамăра ытларах хисеплеме вĕренесчĕ.
Дмитрий МОИСЕЕВ.
Комментировать