Эсир нумай-нумай çын пурнăçне çăлатăр

5 Июл, 2016

80 çул яваплă службăра

Ретро-автомобильсен куравне те йĕркеленĕ те — Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ умĕнчи лапамра йĕркипе лартса тухнă çĕнĕ теçетке çурă "Лада-Гранта" машина пушшех илемлĕ курăнать. Юнашарах — вĕсен хуçисем, ПАИ инспекторĕсем. Вĕсем те паян уйрăмах илемлĕ — шурă кĕпепе, çĕкленÿллĕ кăмăллă... Тунтикун çулсем çинчи йĕркелĕх хуралçисем Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцине туса хунăранпа 80 çул çитнине паллă турĕç.

Асăннă автомобильсене вара РФ Шалти ĕçсен министерстви уйăрнă. Паллă кун тĕлне — чăннипех сумлă парне. Сăмах май, Чăваш Енри ПАИ валли вунă çул çĕнĕ машинăсем уйăрман, çавна май парне пĕлтерĕшĕ пушшех пысăк. Вĕсен уççисене патшалăх автоинспекцийĕн вырăнсенчи подразделенийĕсен представителĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пачĕ. 11 машина — районсенчи уйрăмсем валли, 4 автомобильпе тĕп хулари инспекторсем усă курĕç. Ку техникăна çулсем çинчи йĕркелĕхе сыхламашкăн ятарласа тивĕçтернĕ: транспорт хатĕрĕсен хăвăртлăхне виçмелли приборсенчен пуçласа видеорегистратор таранах — пĕтĕмпех пур.

Михаил Игнатьев çĕнĕ техника çул-йĕр инспекторĕсене хăйсен ĕçне çÿллĕ шайра пурнăçлама пулăшасси пирки иккĕленменнине палăртрĕ. "Çулсем çинчи транспорт юхăмĕ çуллен пысăкланса пырать. Шел те, çулсен строительстви çак хăвăртлăха тивĕçтереймест. Çавна май сирĕн ĕç пĕлтерĕшĕ те пысăкланать. Çак ĕçĕн, эсир яваплăха туйнин кăтартăвĕ — нумай-нумай çын пурнăçне çăлни", — терĕ Михаил Васильевич йĕркелĕх хуралçисене тав тунă май.

Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов шантарсах каларĕ: автопарка çĕнетни унăн сотрудникĕсене хăйсен ĕçне тата та ăнăçлăрах пурнăçлама пулăшĕ.

Унтан йышлă хăна, полицин уявшăн "айăплă" сотрудникĕсем Оперăпа балет театрне кĕчĕç — праçник савăнăçлă лару-тăрура унта тăсăлчĕ. Михаил Игнатьев, хăнасем ПАИ инспекторĕсем çулсем çинче усă курнă тата усă куракан приборсемпе кăсăкланса паллашрĕç. Унчченхи приборсем, паллах, чылай пысăкрах, вĕсем пирки меллĕ пулнă тесе те калаймăн. Сергей Волков та, хăй вăхăтĕнче Чăваш Енри ДПС полкĕн командирĕ пулнăскер, халĕ ПАИ тытăмĕнчех Мускавра тата та сумлăрах должноçра ĕçлекенскер, хаçат корреспонденчĕпе калаçнă май çакна палăртрĕ. "Çул-йĕр патрулĕнче" 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнчех ĕçлеме пикеннĕскер хăйне евĕрлĕ çак кураври чи ватă приборсемпе усă курнине те астăвать.

Унтанпа вăхăт пит нумаях те иртнĕ тееймĕн — техника вара авă еплерех çĕнелнĕ! Çĕнĕ приборсем хăйсем тĕллĕнех ĕçлеççĕ. "Кордон" ятли, акă, транспорт хатĕрĕсен хăвăртлăхне кăна виçмест, водитель ытти правилăна пăснине те асăрхать. Унашкалли республикăра хальлĕхе пĕрре кăна иккен. Ку прибора аслă çул çине Кÿкеç тĕлĕнче çакнă. Уявра кăтартма ятарласа илсе килнĕ.

Тепĕр тесен аталану çак приборсенче кăна курăнмасть. ПАИ ветеранĕсем унччен инспекци йышĕ те пĕчĕк пулнине аса илтерчĕç. Транспорт та хальхи пек йышлă пулман. Инспекторсем хăйсем те мотоциклпа кăна çÿренĕ. Мотоцикл тенĕрен, театр фойинче ăна та курма май килчĕ. Ватă «Урал» — çĕнĕ пекех. Юсавлăскер — унпа çÿреме те пулать, анчах, паллă, унăн ĕмĕрĕ иртнĕ ĕнтĕ. Хăйсен çамрăклăхне аса илсе-тĕр ватăсем пĕри те тепри çак раритет патне пырса шухăша кайса тăчĕç.

ЧР Пуçлăхĕ кунтах йĕркеленĕ «автохулара» та чарăнчĕ. Чарăнусем, «зебра», пĕчĕк автомобильсем — садик ачисене хăйсене çулсем çинче мĕнле тытмаллине вĕрентме питĕ меллĕ. Михаил Васильевич пĕчĕкскерсемпе кукленсе ларсах калаçрĕ: «Ну, светофорăн мĕнле çутипе çул урлă каçма юрать?» «Симĕс­сипе!» «Сирĕнпе тавлашма йывăр», — кăмăллăн кулса ачасемпе сывпуллашрĕ вăл.

...Театр залне пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май Михаил Игнатьев патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсене инкеке лекнисене пулăшма яланах хатĕр пулнăшăн тепĕр хут тав турĕ. Çав вăхăтрах ПАИ унашкал инкексем ан пулччăр тесе те пысăк ĕç тăвать. Республикăра çулсем çинче аварисенче вилнисен, аманнисен шучĕ чакса пынинче вĕсен тÿпи чăннипех курăмлă. Çавна май вăл панă наградăсем те — вырăнлă тата тивĕçлипех. Республика, Раççей тата Чăваш Ен ШĔМĕсен наградисене тивĕçнисен списокĕ самай вăрăм. Вĕсен йышĕнче — ертÿçĕсем те, хăйсен служба тивĕçне куллен тÿрремĕнех çулсем çинче пурнăçлакансем те: Александр Сулагаев лейтенант, Владимир Мулгачев капитан, Геннадий Чурбанов тата Владимир Романов полковниксем, ыттисем... Тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене çавăн пекех федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ыттисем саламларĕç.

РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсене тÿрĕ кăмăллăхшăн, службăри лайăх кăтартусемшĕн, çулсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес тата йĕркелĕхе сыхлас ĕçе хастар хутшăннăшăн тав турĕ.

Уява юрă-кĕвĕ илемлетрĕ. Тĕрĕссипе, пакунлă çынсене профессионал артистсем кирлех те мар — пултаруллисем хăйсен йышĕнчех нумай. ПАИн «Каçхи патруль» вокал ансамблĕн, «Талисман» ушкăн тата ыттисен юррисене итлесе тăранмалла мар — кашниех чуна тыткăнлать.

Николай КОНОВАЛОВ