Çамрăксене мĕнле илĕртмелле?

2 Июл, 2016

Ялхуçалăх предприятийĕсем малалла лайăх аталанса пыччăр тесен чи малтанах кадрсем кирлĕ. Анчах та хальлĕхе пирĕн производствăна ку тĕлĕшпе пуян теме çук-ха. Ялсенче специалистсем, ахаль рабочисем çитменни — паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри.

Çапах та çамрăксене агропромышленноç хутлăхне мĕнле илĕртмелле? Кадрсен ыйтăвне епле татса памалла? Вĕренсе тухнă хыççăн хĕрсемпе каччăсем ял-салана таврăнманни паян пурне те паллă. Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн ректорĕ Андрей Макушев «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсен пĕр ушкăнĕпе тĕл пулнă май шăпах çак ыйтусем тавра калаçрĕ.

Ректор аслă шкул ĕçĕ-хĕлĕпе малашнехи тĕллевĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Кăçал вĕренме кĕрекенсем валли академире тÿлевсĕр 600 вырăн уйăрнă. 3 пинрен çурри ытларахăшĕ тÿлевсĕр пĕлÿ пухать.

— Тăрăшса вăй хурсан ялта та пысăк тупăш илме пулать. Аграрире халĕ çĕнĕ йышши техника вăй илчĕ. Шалу пĕчĕк тесе каланипе те килĕшес килмест. Калăпăр, тин çеç ĕçе пуçăннă ветеринарсен шалăвĕ — 15 пин тенкĕ. Малтанхи çулсенчех унран ытларах ялта та, хулара та пулаймĕ. Çамрăк специалистсене çурт-йĕр валли патшалăх субсиди уйăрни те питĕ аван, — терĕ Андрей Евгеньевич.

Ял-хула шкулĕсенче аслă класран вĕренсе тухакансен йышĕ çулсерен сахалланса пынине, çавăнпа та вĕренме кĕрекенсен хушшинче конкурс пĕчĕк шайра е пачах та çуккине палăртрĕ ректор. Çак лару-тăруран тухас тесе академи ял хуçалăх таварĕсен производителĕсемпе, професси вăтам пĕлĕвĕ паракан организацисемпе, шкулсемпе, çавăн пекех республика ертÿлĕхĕпе те çыхăнусене тачăрах йĕркелесшĕн. «Влаç органĕсем енчен ăнланулăх пурри малалла çирĕппĕн пăхма хавхалантарать. Малашне еплерех специалистсем кирлĕ пуласси производство аталаннинчен те килет», — терĕ Андрей Макушев. Ялсенче кадрсем çитменнин сăлтавĕсене те палăртса тухрĕ вăл. Тĕслĕхрен, пурăнмалли çурт-йĕр çукки, ĕç укçи пĕчĕкки яла туртмасть çамрăксене. Студентсене темиçе специальноçпе вĕрентсе кăларас тĕллевлине, практикăна çамрăксене ытларах явăçтарас кăмăллине, çак тĕллевпе академи хушма çĕр лаптăкĕсем арендăна илесшĕн пулнине каларĕ ректор. Унсăр пуçне ялхуçалăх академийĕ кашни районти шкулсенче аграри класĕ йĕркелесшĕн. Ачасен хăйсен тумĕ, ун çинче ятарлă паллă пулĕ. Чи хастаррисене стипендипе хавхалантарĕç. Академие вĕренме кĕнĕ чухне вĕсем валли çăмăллăхсем те пулĕç паллах. «Аграри класĕнче вĕренекенсене театра-музея, концертсене те илсе çÿрĕç. Ырми-канми ĕçлекен механизаторсем ачисене кунĕпе те курмаççĕ, тĕпренчĕкĕсемпе унта-кунта тухса çÿреме, паллах, вăхăт çук вĕсен», — палăртрĕ Андрей Евгеньевич.

«Хыпар» Издательство çурчĕпе ялхуçалăх академийĕ малашне пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытмашкăн, пĕрле тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме калаçса татăлчĕç.

Елена АТАМАНОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.