Пултаруллă çамрăксем — Чăваш Ен пуянлăхĕ

1 Июл, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче пултаруллă яшсемпе хĕрсене Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премийĕсемпе наградăланă.

Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх чыслава тивĕçмешкĕн 32 ĕç тăратнă, вĕсенчен чи лайăххисене суйласа илсе 15 çын çамрăксен премине тата лауреат ятне тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студенчĕсем, культура ĕçченĕсем, инженер-конструктор, тухтăрсем, тележурналист, учитель, эколог, спортсменка.

Хăйсен ĕçне пысăка хурса хакланăшăн ЧР Наци библиотекин маркетингпа инноваци пайĕн социаллă инновацисен секторĕн ертÿçи Дарья Рябцева республика ертÿлĕхне тав тунă, малашне Чăваш Ен тата Раççей тăнăçлăхĕпе ырлăхĕшĕн чуна парса ĕçлеме шантарнă.

 

Рубрика: